Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
МУХТАНСА МАР, ТĔСЛĔХ КĂТАРТАССИШĔН
 
Чӳрекел шкулĕнче чăваш чĕлхине çирĕм çул ытла вĕрентетпĕр. Паян тăван чĕлхене вĕреннишĕн ӳкĕнекенсем çук пулĕ тесе шутлатăп. Çак тапхăрта шкулăн чапĕ те ӳсрĕ, вĕренекенсем те хăйсен ĕçĕсемпе савăнма пултараççĕ. Чăваш ачисем ытти наци ачисенчен нимпе те кая маррине, тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан Раççей çĕрĕнче хăйсем валли вырăн хăйсемех тупмаллине ăнланаççĕ.
Пĕр вĕренӳ çулĕнче кăна вĕсем тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне ӳстереççĕ. Аксаковăн аслашшĕ-асламăшĕ çуралнă вырăнта, унăн хреснамăшĕн именийĕ пулнă Чуппарав ялĕнчи чиркӳре темиçе хут пулса Игорь аттепе тĕн, пурнăç çинчен калаçни те, чиркӳ çĕр лаптăкĕ çинче пилеш лартса хăварни те, пĕрремĕш хут Раштав тата Мункун вулавĕсем тата чиркӳре тĕрлĕ темăпа ирттернĕ мероприятисем, «Чиркӳ патне çул хыватпăр» ятлă регион шайĕнчи конкурса хутшăнса тăватă сертификата тивĕçме май пулни те ачасен асĕнче ĕмĕрлĕхех юласса шанатпăр. Районти таврапĕлӳ музейĕнче иртнĕ «Пока звонят колокола, Россия будет жива» мероприятире 5-мĕш класра вĕренекен хĕрачасем тĕн çинчен сăвăсем вуласа çынсен кăмăлĕсене тыткăнларĕç.
Çак çĕнĕ ĕç шкул пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Игорь атте вĕренӳ çулĕн пĕрремĕш тата юлашки кунĕсенче пирĕн шкулта пулать.
Çулталăк хушшинче ачасем «Мир глазами детей», «Живая культура», «Конкурс сочинений» Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнчĕç. Вĕсем пурте Саранскра иртрĕç. Пур çĕртен те дипломсемпе таврăнчĕç. «Мир глазами детей» конкурсра çĕнтернĕ сочиненисем «Лесная новь» журналта пичетленеççĕ. Аня Коновалова çырнă «Дороги, которые мы выбираем» хайлав тата Катя Шкаликова ӳкерчĕкĕ пичетленчĕç те ĕнтĕ.
Регион шайĕнче иртнĕ музейсен фестивалĕ, сăн ӳкерчĕксен «Мы и природа» конкурсĕ тата çĕнĕ проектсен фестивалĕ ачасемшĕн питĕ усăллă пулчĕ. Ухсай юбилейне пилĕк ĕç тăратрăмăр. Вĕсем «Сборник разработок» кĕнекере пичетленчĕç.
Ленин мемориалĕнче иртнĕ «Музеи в патриотическом воспитании детей» наукăпа практика конференцине, «Леса России», «День языка и культуры», «Старт в науку» мероприятисене хутшăнтăмăр.
Çакăн пек ĕçсене хутшăнма ăс-тăн, укçа-тенкĕ кирлине пурте пĕлетпĕр. Пире ачасен ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ пулăшаççĕ. Вĕсем çамрăк ăру сывлăхлă пурнăç йĕркине хăнăхса çитĕнтĕр тесе тăрăшаççĕ. Ытларах амăшĕсен хастарлăхне палăртса хăварас килет: Елена Садовникова, Татьяна Ульянова, Наташа Дьяконова, Мария Ржата, Лариса Краснова, Римма Азанова, Светлана Лахмистрова, Марина Белова, Ольга Киверова, Татьяна Садовникова, Наталья Волынщикова, Ольга Орлова, Лариса Горячева, Наташа Горячева, Лидия Попова, Наташа Шкаликова, Любовь Лысова, Валентина Уфаркина, Александра Ульянова, Нина Садовникова, Марина Коновалова, Любовь Лысова, Вера Сабирова, Зоя Ульянова, Алёна Шкаликова, Любовь Дьяконова, Вера Краснова, Елена Уфаркина, Рано Краснова. Вĕсем шкула тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăраççĕ. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенчен юлмаççĕ. Шкул та вĕсемпе тачă çыхăнура тăрать.
Паян киле çӳресе вĕрентмелли ачасем çук.
Кăçал «Ленинец» хаçат призĕшĕн ирттернĕ ăмăртура пирĕн шкул çĕнтерчĕ. Ку вăл пĕрремĕш хут мар. Уйрăммăн ăмăртса Сергей Уфаркин çĕнтерчĕ. Шкул спортсменĕсем çĕнтерсе пысăк парнепе - спорт инвентарĕпе - таврăнчĕç.
Эпĕ çаксене хаçатра палăртса хăварса мухтанасшăн мар. Эпир мĕн туни ытти шкулсемшĕн тĕслĕх пултăрччĕ. Пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçленине нимĕн те çитмест. Чăнах та, ĕçĕ вара питĕ нумай. Уншăн, паллах, тавĕ те пысăк. Шкултан вĕренсе тухса Кивĕ Мăклавăшра 11 класс пĕтерекенсем пурте тенĕ пек университетсене вĕренме кĕреççĕ.
Темиçе çул каялла «Канаш» хаçатра Марина Волынщикова çинчен «Унăн сумкинче «5» паллăсем кăна» ятлă, сăн ӳкерчĕклĕ материал пичетленсе тухнăччĕ. Паян Марина Германире нимĕç чĕлхине малалла туптать. Пĕчĕк чăваш ялĕнче çуралнă тата пĕлӳ илнĕ хĕрача Германие çитрĕ пулсан – ӳкĕнмелли çук. Чăваш чĕлхине вĕренни вырăс чĕлхине алла илме кăна кăна мар, ют çĕршыв чĕлхисене те пăхăнтарма çул уçать.
Хальхи саманара шкулта ĕçлеме çăмăл мар. Нумай вĕрентӳçĕ иртнĕ ĕмĕрте урăх çĕршыра ĕçленĕ. Ун чухне шкулăн тĕллевĕсем те урăхла пулнă. Ашшĕ-амăшĕ ачисене тăрантармаллине, тумлантармаллине пĕрремĕш вырăна хунă. Çемьесенче ача-пăча йышлă пулнипе чи малти вырăнта ĕç тăнă. Ун чухне эпир СССРта пурăннă. Халĕ эпир ӳссе çитĕнсе ĕçе тытăннă вăхăтри çĕршыв çук. Унăн вырăнне Раççей çĕршывĕ пулса тăчĕ.
Паянхи çĕршывра ĕçлекен вĕрентӳçĕсенчен нумайăшĕ – çĕнĕ ĕмĕр çыннисем. Ачасем – «парникра» ӳснисем. Кашни çемьере вăтамран пĕр е икĕ ача. Çакăн пек лару-тăрура ачасене ĕçпе пиçĕхтересси, шел, пĕрремĕш вырăнта мар.
Пурин те пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнсан кăна пурнăç çулĕпе малалла çăмăлрах утма пулĕ. Çĕнĕ шанчăкпа 2012-2013 вĕренӳ çулне кĕтсе илер. Ачасене лайăх вĕрентӳçĕсем, вĕрентӳçĕсене чăтăмлăх сунатăп.
 
Майна районĕ.
 
: 997, Хаçат: 30 (1174), Категори: Ырă тĕслĕх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: