Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тутар Каши шкулĕнче эпĕ çирĕм çула яхăн биологи предметне вĕрентрĕм, 9-мĕш класс хĕрачисене – выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, арçын ачасене – ӳсен-тăран ӳстерес вăрттăнлăхсене алла илме пулăшрăм.
Пĕр çул мана ачасен уроксем хыççăнхи ушкăна илсе пыма шанса пачĕç. Ачасемпе киле панă ĕçĕсене пурнăçлаттăмăр, спортзалта е урамра спортпа аппаланаттăмăр, шкул коридорĕн вĕçĕнчи шурă стена çинче Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ чĕр чун, тискер кайăксем çинчен диафильмсем кураттăмăр. Юннатсен кружокĕ интереслĕ иртетчĕ. Кайăксен кунне, Кĕр уявне, «Зарница» вăййисене ирттерме хатĕрленеттĕмĕр.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче Полевая урамĕнчи (Сатай урамĕ) хĕрачасем Евдокимовсен умĕнче пуçтарăнса хăйсен пултарулăхне кăтартатчĕç: «Золушка» юмахри сыпăксене лартатчĕç, сăвă калатчĕç, юрăсем шăрантаратчĕç. Пĕррехинче вĕсен умĕпе «Ульяновская правда» хаçатăн фотокорреспонденчĕ Михаил Соколов иртсе пынă. Вăл пĕчĕк артистсене ӳкерсе илчĕ. Çак ӳкерчĕкри геройсемпе паллаштарасшăн. Сулахайран сылтăмалла (тăраççĕ): Золушка рольне Мария Евдокимова (халĕ вăл Криуши ялĕнче ĕçлесе пурăнать), Принц рольне – Лена Головина (тетĕшĕн тумĕпе, халĕ УАЗра вăй хурать, унăн виçĕ ача), тăван мар амăшĕн хĕрĕн рольне – Катя Цырульникова (УАЗра ĕçленĕ), тепĕр хĕрĕн рольне – Светлана Емеськина (механика заводĕнче мăшăрĕпе вăй хураççĕ), тăван мар амăш рольне – Валентина Грузина (Овчинникова), сулахайра ларать, пуçламăш классене вĕрентет), унпа юнашар – Оля Хохлова (ларать). Вăл каникула Чăнлă посёлокĕнчен килнĕччĕ, халĕ Чăнлăри почта уйрăмĕнче ĕçлет. Сăн ӳкерчĕкри чи çӳлли – Елена Грузина (Скворцова). Вăл ялти «Солнышко» ача садĕнче воспитатель. Ял артисчĕсене куракансем – ватă-вĕтĕ.
Эпĕ хамăн вĕренекенсемшĕн, ентешсемшĕн питĕ савăнатăп. Вĕсем ӳссе çемьесем çавăрчĕç, ачасем ӳстереççĕ. Света Емеськина асанне пулчĕ ĕнтĕ.
Эпир Кашари сакăр класлă шкулта вĕрентекенсем ачасене çирĕп пĕлӳ парас ĕçе мĕнпур ăса, чун ăшшине панă. Вĕсенчен лайăх çынсем пулса ӳсчĕр тесе тăрăшнă.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 960, Хаçат: 30 (1174), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: