Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ, Андрей Иванов, Ульяновск облаçĕнчи Тереньга районĕнчи Скугареевка шкулĕнче вĕренетĕп. Пирĕн вырăс шкулĕнче тĕрлĕ наци ачисем ăс пухаççĕ. Аттепе анне – чăвашсем. Ку тăрăха вĕсем Елчĕк районĕнчен куçса килнĕ. Пирĕнпе пĕрле кукамай пурăнать.
Кукамайăм, Нина Афанасьевна Сайкина-Носова, Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Рункă ялĕнче 1933 çулта авăнăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Вăл çемйинче – чи асли. Иккĕмĕш ачи – Толя кукка 1938 çулхи, виççĕмĕшĕ – Валя аппа, тăваттăмĕшĕ Вова ятлă пулнă. Чи кĕçĕнни пĕчĕклех вилнĕ. Кукамайăн ашшĕ – Афанасий Кириллович Сайкин (1912 çулхи) – Аслă вăрçăра Мускавран 171 çухрăма кăтартакан юпа тĕлĕнче, Курьяновка ятлă ялтан инçе мар, пĕр экипаж тăваттăн пĕрле пуçĕсене хунă. Командирĕ вара — ман мăн кукаçи. Вăл ялти пĕрремĕш тракторист пулнă, çавăнпа ăна танк шанса панă. Ăна вăрçа каймалла мар бронь та панă пулнă. Вăл хăйĕн ирĕкĕпе вăрçа каять те каялла таврăнаймасть. Тăван çĕршывĕпе пирĕн ирĕклĕхшĕн çапăçса вилет. Тăватă ачи тăлăха юлнă. Çемйи тискер вăрçă вăхăтĕнче нумай шар курнă. Аслашшĕ те вĕсемпе пĕрле пурăннă. Чире пула 1943 çулта вилсе выртать.
«Мĕн чухлĕ курăк, крахмал çимен-ши эпир?-аса илет паян кукамай. - Хутма вутă, çиме апат пулман. Çи-пуçа килте тĕртнĕ япаласене тăхăннă. Шкула кайма анне хура çăмран тĕртнĕ пальто çĕлесе пачĕ. Ман аттепе пĕр тăванĕн хĕрĕ – Хĕвекле – шкула кайрĕ. Асатте, ман та шкула вĕренме каяс килет тесе выртса йĕтĕм. Пĕррехинче пĕрле чиркĕве кайрăмăр. Ун çуртĕнче шкулччĕ. Асаттепе коридора пырса кĕтĕмĕр те класс алăкĕ патне парса тăтăмăр. Вăл кăшт уçă, шалта ачасем ларни курăнать. Сĕтел умĕнче хуп-хура костюм тăхăннă çын тăрать. Ку вĕрентекенĕ пулнă иккен. Асатте алăка шаккаса çав çынна чĕнсе кăларчĕ. Мăнук шкула килессишĕн йĕрсе вилет вĕт тесе каласа парать вĕрентекене. Вăл мана пуçăмран шăла-шăла: «Эс те килĕн-ха вĕренме, халь иртерех-ха»,-терĕ. Йĕре-йĕре киле утрăм. Пурпĕр хăваласа çитетĕп-ха эп тантăшсене тесе пыратăп. Унтанпа вăхăт нумай та иртмерĕ – вăрçă пуçланса кайрĕ. Пĕтĕм арçынна фронта илме пуçларĕç. Учителĕн те вăрçă салтакĕн тумне тăхăнма тивет. Эпĕ вĕренме пырсан шкулта хĕрарăм вĕрентетчĕ. Пĕлӳ тĕнчине мана Анна Ивановна илсе кĕчĕ».
«Тетрадьсем çукчĕ, кивĕ кĕнекесен листисем çине çыраттăмăр, чернила хăрăмран тăваттăмăр,- малалла каласа парать кукамай.-Шкулта сивĕ пулнпе чернил пĕр сехет хушшинче шăнса каятчĕ. Çырма перопа çыраттăмăр. Чӳревчесем ним курăнми пăрпа витĕнетчĕç. Пурпĕрех вĕренес тесе кашни кунах шкула чупаттăмăр. Вĕреннĕ чухне те, киле кайсан та мĕн çимелли пуçран тухмастчĕ».
Тăваттăмĕш класра экзаменсем тытăннă. Пиллĕкмĕшĕнчен пуçласа тĕрлĕ вĕрентекенсем вĕсемпе ĕçленĕ. Кукамай çичĕ класс пĕтернĕ.
Шкулăн çĕр пулнă, унта çĕр улми акнă. Çуркунне ним çиме çуккипе çавна чавма кайнă. Урисене тăхăнма пулманнипе çарран кайнă. Çиелте пылчăк, аялта пăр пулнă. Крахмала киле илсе килсе шуратнă та пашалу пĕçернĕ. Кăмака умне икĕ кирпĕч тăратса хунă. Ун çине çатма лартса улăм хутса пĕçернĕ.
«Еплерех тутлăччĕ вăл крахмал пашалăвĕ. Кӳршĕсен хĕрĕ ман пашалăва ыраш çăкрипе ылмаштаратчĕ. Çисе пăхас килет тесе,-каласа парать кукамай.- Вĕсен ашшĕ вăрçăран таврăннă та килĕнче çăкăр пурччĕ».
Ялти чиркĕве çĕмĕрсен унта эвакуаципе ачасене илсе килеççĕ. Тухса тарасран хăранипе йĕри-тавра çӳллĕ хӳме тытса çаврăннă пулнă. Кукамай пĕр хĕрачипе туслашса кайса чĕрĕ çĕр улми сахăрпа ылмаштарса илнĕ. Вĕсем ăна чĕрĕллех шăтăртаттарса çиетчĕç тет. Кукамайăн вара сахăрпа йăпанасси килнĕ. Анчах та ку ачасене вăрахчен тытман кунта, куçарса кайнă.
Çынсем выçăпа вилес мар тесе шăтăксенче тахçан юлнă çĕр улмие чавса кăларса çинĕ. Шăршланнă-çĕрнĕ пулин те пуçтарса çисе пĕтернĕ. Кукамайсем пĕр çулхине ытла аптранипе темиçе çул çакăнса тăнă пăру тирне ĕнтсе вĕри шывпа шап-шурă пуличчен çуса темиçе яшка пĕçерсе çиеççĕ.
Выçлăх вăхăтĕнче ĕне пурри те çемьене хăтарса хăварать. Ĕнине çитерме апат пулманнипе кукамай амăшĕпе пĕрле çĕрле Кипеккасси хирне улăма кайнă. Пĕррехинче тăванăм аякра çутăсем курах каять. Улăм хушăкĕ тĕлне çитсе çăлса купа тунă. Унта сĕтĕрсе килнĕ. Ял масарĕ патне çитеспе çутăсем килнине кураççĕ. Вĕсем кашкăрсем пулнă. Пилĕк кашкăр йĕри-тавра ларса улама тытăнать, кукамай тăнне çухатать. Мăн кукамай Пихампарсене аса илсе кĕл тума тытăнать, кашкăрсем уласан-уласан вăрман еннелле çаврăнса утаççĕ. Кун хыççăн кукамай нумай вăхăт хушши чирлесе выртать.
Пĕррехинче кĕрхи шăнпа кайса каялла килнĕ чух, шыв сарăлса кайнă пулнă, мăн кукамай мăй таран шыва кĕрсе ӳкет. Вăл та чирлесе вилесрен аран хăтăлса юлать. Нуши-тертне нумай курма, вăхăтсăрах çитĕнме тивнĕ вăрçă ачисен. Чăтнă, ĕмĕтленнĕ, парăнман вĕсем. Кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕпе палăрнă.
Юратнă кукамайăм кĕçех 79 çул тултарать. Вăл питĕ юрлама юратать. Хĕр чухне вăйă пуçласа юрласа яраканĕ пулнă. Паян шкулти чăваш фольклор кружокне пырса ачасене ĕлĕкхи халăх юррисене юрласа, мĕнле вăйă вылянисене, еплерех савăннисене каласа парать. Эпир вĕрентӳçĕпе вĕсене çырса илетпĕр, итлесе хамăр та вĕренетпĕр.
 
: 1221, Хаçат: 30 (1174), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: