Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Нумай укçа ĕçлесе илекен, ачисене хаклă йышши телефонсем туянса паракан, пĕр чарăнми темиçешер сехет телевизор е компьютер умĕнче ларма чарман, ют çĕршыври шкулсенче вĕрентме пултаракан кăна чи лайăх атте-анне пулма пултараймасть. Нумай чухне пурнăçра пач урăхла пулса тухать. Шăпах çавăн пек ашшĕ-амăшĕн хăйсене тата çумри çынна юратман, пурнăçра çухалса каякан е мăнкăмăллă та хаяр ачасем ӳсеççĕ.
Лайăх аттепе анне ачине юратать, итлеме пĕлет, ун валли вăхăт уйăрать, тĕрĕс çул кăтартса ярать.
Ашшĕ-амăшĕн çак пилĕк правилăна пилĕк пӳрне пек пĕлмелле.
Тимлĕх
Кашни çын хăйне тĕсесе пăхнине кăмăллать. Ачана та хăйне куçлани кирлĕ. Лайăх, психика енчен сывă ача çитĕнтерсе ӳстерес текен ашшĕ-амăшĕн ачипе калаçма вăхăт тупмалла. Кашни каç 15-30 минут ачапа кăна пулмалла – кĕнеке вуламалла, кубиксенчен пӳрт купаламалла е калаçса лармалла. Пĕр вăхăтрах тепĕр ĕçпе ан аппаланăр.
Чашăк-тирĕк çăвассине, компьютера е телефонпа калаçассине çур сехете каярах хăварнипе нимĕн те улшăнмасть. Ача хăй сирĕншĕн çак самантра пур япаларан та, пур ĕçрен те хаклăрах пулнине, унпа сире интереслĕ пулнине туйтăр.
Ырă кулă
Психологсем каланă тăрăх, сисĕм-туйăм енчен шайлашуллă пулас тесен çитĕннĕ çыннăн кунне 8 хутран сахал мар ытакланмалла. Ачана тата ытларах ытакласа çупăр-ламалла. Кăкăр ĕмнĕ вăхăтра амăшĕн чĕрçи çинче выртнă чухнехи лăпкăлăхпа хӳтлĕх ачан асĕнче юлать. Ачана ытамлани питĕ кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕ кун пек чухне сăмахсăрах юратăвĕ, яланах пулăшма хатĕр пирки пĕлтерет. Ăшă кулă та çаплах, ача чунне çемçетет. Çавăнпа та ĕçри йывăрлăхсене, хуçăк кăмăла киле йăтса килмелле мар.
Сăмаха тытмалла
Ачана сăмах парсан – темле пулсан та тытмалла. Ку вăл мухтассине те, наказани парассине те пырса тивет. Тĕслĕхрен, цирка илсе кайма шантартăр пулсан – пăрлă çумăр çăвать-и – кайăр! Енчен те итлеменшĕн наказани паратăп тесе хăратрăр пулсан – пурнăçлăр. Хăйăр çинче вылянă чухне ачасене кӳрентерсен тӳрех киле каятпăр терĕр пулсан – çапла тăвăр. Пурнăçлама пултарайманнипе нихăçан та ан хăратăр: «ют çынна парса яратăп», «эп киле каятăп – эс пĕччен юл» тесе. Кун пек чухне ача сире шанма пăрахать.
Çĕнĕ япала кăтартăр
Çĕнĕ çĕрте пулса курни пек ачана нимĕн те ытларах аталанма пулăшмасть. Чи пĕчĕк ача та çĕнĕ вырăна кайнине туять. Çавăнпа та ачасене (чи пĕчĕккисене те) пĕр хăрамасăр пысăк лавккасене, музейсене, парка, хăнана, аэропорта илме пултаратăр. Третьяков галерейинче пĕчĕкскере паллах картинăсем интереслентермĕç, анчах вăл мрамор картлашкасем тăрăх шаклаттарса çӳрĕ, суту-илӳ центрĕсенче пысăк та илемлĕ лифтпа ярăнĕ, ылтăн тĕслĕ тем пысăкăш люстра курĕ. Ачасем аслисемпе танлаштарсан ним çук çĕртех хăйсем валли интерес тупаççĕ. Ют çĕршыв пирки вара сăмах та çук, мĕн чухлĕ çĕннине кураççĕ унта! Кукамăш-асламăш патне пăрса хăварсан ачасем çилленеççĕ, хăйсене никама та кирлĕ мар пек туяççĕ.
Çирĕп кăмăллă пулăр
Хăвăр ĕçе иккĕленмесĕр тăвăр. Эсир ĕçе пĕлмесĕр, иккĕленсе тунине курсан ачан нервĕ пăсăлать. Ача лавккара пĕр-пĕр тетте илсе пама ыйтать, пурте илтмелле хытă кăшкăрассипе хăратать. Пĕрре «çук» терĕр пулсан – сăмахăра ан улăштарăр. Илмелле-ши е çук-ши тесе иккĕленсен вăл юриех кăшкăрать. Çав вăхăтра ачана кăшкăрмалла та, хĕнемелле те мар. Пустуй ĕç. Унпа ним пулман пек лăпкă калаçмалла.
Ача 22.00 сехетре çывăрмалла пулсан «тепĕр 5 минутран выртăп» тенине итлемелле мар, вырттармалла. Анчах та хаклă тăвансем килсен, Çĕнĕ çул уявĕнче ку йĕркене кăшт пăссан та юрать. Эсир ачана ăнланнине вĕсем туймалла.
 
: 661, Хаçат: 30 (1174), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: