Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăл патша майри пек саркаланса пурăнать тенине аннерен пĕрре мар илтнĕ ача чух. Каласса тăванăм юнашарах — ырă упăшкапа, тертсĕр-нушасăр шик шăхăрса пурăнакан пуян ентешĕ пиркиех калатчĕ-ха. Таçтан хурăн тăрринчен тăван та лекетчĕ вăл пире. Кампа танлаштарнă ĕнтĕ анне çав хĕрарăма? Ăна кам пĕлет. Анне патша майрине курни те иккĕленӳ çуратать. Курнах-ши чăваш ялĕнчи чĕлхесĕр чухăн чăваш хĕрарăмĕ патшалăх ертӳçин арăмне. Тĕлĕнмелле анчах та çак каларăш темшĕн мана, хĕрĕхрен иртнĕ çынна, шăп халь аса килчĕ. Хам та патша майри пек пурăнмастăп-и ара эп: пӳртĕм-çуртăм кермен пек, анкарти тулли выльăх-чĕрлĕх. Мăшăрăм ылтăн, укçа аван ĕçлесе илет, пилĕк хĕрĕпе мана алă çинче йăтса çӳрет. Ывăл шыраса пилĕк пике çуртрăм ун валли. Пĕрре те ӳпкелешнине илтмерĕм. Ав кӳршĕри Зина виççĕмĕшне татах хĕр çуратсан – Марфа ят парап, илме пымап тенĕ пулать ун упăшки. Епле йĕчĕ мăнтарăн. Манăн, апăршан, сăмахĕсем ӳсĕртеççĕ, чĕрене çупа сĕреççĕ, еплерех чипер-çке чечекĕмсем тесе çеç тăрать. Ял-йыш хушшинче те сапăр вăл. Пысăк культурăллă темелле-и вырăссем калашле. Хам çинчи тусан пĕрчине те вĕрсе тасатать. Мĕн çиес килет – тархасшăн, мĕн ĕçес килет – татах тархасшăн, çурлă-кĕрлĕ тинĕс хĕррине е ют çĕршыва – каллех тархасшăн. Виçĕ хутлă пӳртĕм-çуртăмра чи юлашки модăпа кăларнă сĕтел-пукан, хальхи вăхăтра кĕрлекен çĕнĕ техника. Çурт тăррине те хам суйласа илнĕ тĕслине витрĕ. Сан кăмăлу маншăн саккун терĕ. Анне патне яла ют çĕршывра кăларнă автомобильпе çурхи çил пек вĕçтерсе çитетпĕр. Шăнкăравласа çеç яччăр. Телефонĕ, упăшка парни, кĕсьерех çӳрет. Веçех пур. Çук япала та çук. Упăшка ĕçре чухне утă кӳрсе хăпартма, çĕрулми кăларма ĕçсĕр ял çыннисене укçалла тара тытатпăр. Сехетпе тӳлетпĕр. Кун пек йĕркепе ĕçлес текенсем паянхи ахăр саманара çителĕклех. Мĕн тăвăн? Çемьене чĕрĕ укçа кĕрет. Ачасемшĕн çавах мар-и ăçта ĕçлесе илнĕ çав пĕремĕке: çичĕ ютри пуян капиталист патĕнче-и, кӳршĕре-и? Вĕсемшĕн хырăмне тултарса пултăр. Утă хаклă пулнипе паян ĕне тытакансен шучĕ те ялта чакрĕ. Ĕлĕкрех кĕтĕве икçĕре яхăн выльăх çӳретчĕ пулсан паян пурĕ те аллă çук. Сĕт те пулмасан ялта мĕн çимелле? Качака сĕчĕпе анчах мала каяймăн.
Ял-саласенче ĕç çук. Тăватă вĕрентӳçĕпе пĕр тухтăр, çав çуртсене илем-тирпей кĕртекен, пĕр кочегар та пĕр социаллă ĕçчен вăй хураççĕ. Тата тепĕр почтальонпа ялти клуб ĕçченĕсем. Ыттисем – кам мĕнле пултарать. Хăçан-тăр кĕрленĕ витесене ним юлмиччен сутса-ватса пĕтерчĕç. Тăватçĕр сысна вырнаçакан, хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă фермăна ав ялти тепĕр пуяна вун сакăр пинлĕх сутнă. Лешĕ ăна тем валли ĕнтĕ пĕр кирпĕч, пĕр тимĕр татки юлмиччен виçĕ кун турттарчĕ. Пирĕн тăкăрлăкран кун каçа чарăнми çын хуçалăх витисем еннелле утатчĕ. Кĕпер урлă ĕçе выльăхсене çитерме улăхаканччĕ. Паян пахчана тухатăп та шăп. Сайра хутра çеç ватă мучипе кинемей кĕштĕртетеççĕ е пĕр-пĕр шăпăрлан Çӳлтикаса лавккана чупса иртет. Вăй паракан та çук. Ватăн куçĕ курмасть, хăлхи илтмест, шкул ачи сывлăх сунма та мансах каять. Çимĕке çеç пурте тăван яла пухăнаççĕ. Вара çĕнĕрен пĕр тапхăра пурнăç кĕрлесе, вĕресе каять.
- Маринеçĕм, Марине! - илтĕнет иккĕмĕш хутран упăшка сасси. Вăл Çĕпĕртен уйăха канма таврăннă. - Мĕн пĕçернĕ ирхине? Кил-ха, лар-ха ман çума. Пур ман кăмăл чуптума.
Сăвăласа калаçмасть-и çак. Тунсăхлани сисĕнет-ха – мĕнлерех хĕрӳлĕхпе чуптăвать. Пач çывăрман тесен те юрать. Кай, çĕркĕхине аса илсен питĕм-куçăм вăтанса хĕрелет. Чуп-чуп уйăхне аса илтерет вăл. Уйăх курман-иç. Савăшу саманчĕ хĕрĕхрен иртсен тата та сĕткенлĕрех, пылакрах иккен. Халиччен çакна сисменччĕ.
-Пыратăп, пыратăп, эс паян çиме те анмастăн-и? - ыйтрăм эп вăтанарах. Иван валли хатĕрленĕ ирхи апат çатма çинче пăсланса ларать. Шăрши еплерех техĕмлĕ. Пуçăма çавăрать. Хăпарас пулать. Кăмăл çĕкленӳлĕхĕ сирĕлсен сăвă çырма пăрахĕ тата. Пăх-ха эс ăна, сăвăç темерĕн: Александр Пушкин, Кĕçтенттин Иванов…Иван Казаков. Ку ман упăшка-ха. Пăхăр,курăр. Еплерех янăрать.
-Савнă тусăм!.. Вĕлле хурчĕ ман арăм плита патĕнчен пăрăнаймасть, тăлăх мĕскĕн упăшкине аса илме те шутламасть. Э-э, ăçта эс? Сан Ивану юратушăн тунсăхланă,-каллех çӳлтен такмаклани илтĕнет.
- Сана юрас, тутлă çитерес тесе тăрăшатăп-иç…
Темли те пулнă пурнăçра. Паян ваç-ваç та, иртнĕ кун çине пăхсан куççуль те шăпăртатса тухать тепĕр чух. Çирĕм çул пăятам-пăянампа пĕр çуртра пурăнтăмăр. Аван кăмăллă çынсемччĕ. Чунĕсем çăтмахра пулччăр. Сахал мар хавхалантарчĕç, пулăшрĕç вĕсем мана. Хушша-хуппа кĕмен. Ачасене ӳстерес, воспитани парас ĕçре нумай вăй хучĕç.
- Кин, мĕн пĕр ачапа иккĕн ларатпăр, ĕçе тух, хамах пăхса ĕлкĕретĕп,-тетчĕ пăянам. Ялти пуçламăш клас ачисене вĕрентетĕп эп. Пепке çулталăк тултаричченех ĕçе тухкаларăм. Чунра лăпкă. Кăкăр çиекен хĕр пĕрчи шанчăклă алăра. Ачасем те асламăш çăварĕнчен пăхса çеç тăратчĕç.
Иван малтан институтра вĕренчĕ, кайран районти самай пысăк пуçлăх креслине йышăнчĕ. Ĕçрен ĕшенсе килсен те ывăннине палăртасшăн марччĕ ăна. Вĕрискер килти ĕçсене эп хамах тăваттăм. Пăятам çинче – мĕнпур выльăх-чĕрлĕхчĕ. Упăшка пире тăрантаракан-çке – çывăртăр, кантăр. Шавлакан ачасене урама выляма кăлараттăм. «Аçуна ан вăратăр»,-теттĕм.
Кăшт вăхăт иртсен пуçлăх-упăшка кая юлса çĕрле таврăнма пуçларĕ.
- Паян канашлу, ыран – командировка. Ĕнер районти хуçалăхсенче пултăмăр. Çăмăл тетĕн-и машинăра силленсе «ярăнса» çӳреме? - тетчĕ вăл кашнинчех сăмах хускатсан. Ман хĕвел ансан та пулин унпа пулас килетчĕ. Иван çумне тĕршĕнсе çывăрса каяс килетчĕ. Ахаль те кун-каçа йытă пек ывăнатăн.
- Марине, кин, ан çиллен те, тархасшăн, Йăванăн ун ерĕшки пур-тăр? Ахальтен мар киле килмесĕр çĕрĕ-çĕрĕпе çӳрет вăл,-терĕ пĕррехинче хуняма ман çине сăнавлăн пăхса. Куçĕсем чеен йăлтăртатрĕç хăйĕн.-Ман ывăл илемлĕ, йăрăс пӳллĕ арçын. Чĕлхи япшар та çыпăçуллă. Унашкаллисене хĕрарăмсем юратаççĕ вĕт, э? Эс мĕнле шутлан?
Çĕрĕпе çывăраймарăм çав каç. Пуçа темле шухăш та пырса кĕчĕ. Минтере йĕпетичченех йĕнĕ. Тăраничченех. Çурçĕр иртсе иккĕмĕш сехетре «йывăр та яваплă» ĕçĕсенчен пушанса килнĕ мăшăра чунăм еплерех кӳтсе килнине пĕр сăмахпа та систермерĕм. Куçăм хĕрелнине сиссен пăянампа иксĕмĕр тахçанччен çӳпĕ кăлартăмăр терĕм.
- Кинĕм, ан кулян. Хитре, илĕртӳллĕ арçынсем çине чипер хĕрарăмсем пăхаççех ĕнтĕ. Вăйпитти пуçлăх çумне те çыпăçаççех вĕсем. Е хуçа çын мар-и? Çынах, çав çынах. Вĕсене йăнăшсан каçарма пĕлес пулать. Эпир хамăра мĕн чаплă теейетпĕр? Эсĕ ав шăмă купи, кăшт мăнтăрлансан та юрамалла. Сăн-питне хĕрлĕ сăн çапĕччĕ. Ĕçлен-ĕçлен кăткă пек. Аса ил-ха. Качча килнĕ çул еплеччĕ: тăтăш чирлеттĕн, вăхăт-вăхăтпа çил çинчи чечек пек лăштăр каяттăн. Ыльăм сана тиркемерĕ, качча илчĕ. Хĕр ача пек лăпкă-çке вăл ман. Пĕр хĕре ăсатма кайнă та юратса пăрахнă. Юрату мĕнне ăнланман та вăл ун чухне. Халь ав…
Калас тенине каласа пĕтермесĕрех тăп чарăнчĕ пăянам. Ытлашши пулать терĕ пуль. Эп сиссе ĕлкĕртĕм-ха вăл мĕн калас тенине. Каллех куççульпе çăвăнтăм. Районти карма çăварсене итлемерĕм эп. Ял-ял тăрăх çӳп-çап пуçтарса çӳрекен йышши те мар. Ĕçтешĕм асăрхаттарма пăхнине кулса çеç йышăнтăм. «Ун юратăвĕпе ăшши ман валли те çитет», - терĕм мăнкăмăлланса. Ун чухне икĕ хĕр ӳсетчĕ пирĕн. Асли – пăянама, иккĕмĕшĕ пăятама каснă лартнăччĕ. Манпа та Иван çепĕç те ачаш тытатчĕ хăйне, чуптуса анчах тăратчĕ. Сассине ĕмĕрне те хăпартса курман вăл. Шел, вăхăтне çемйишĕн перекетлеместчĕ, сахалтарах уйăратчĕ. Ман вара хампа ытларах пултарас, çумне пăчăртаннă самантсене тăсас килетчĕ.
Мĕншĕн ман упăшка ир те, каç та хитрипе илĕртӳллине пăянама ăнлантармарăм ун чух. Пирĕн килте ватăсемпе ватăлла пулма вĕрентнĕ. Ват çын – тăват çын тенĕ. Куллен çуса якатса кăвак çутăлла ир-ирех министр пек яка та çыпăçуллă тăхăнтартса яраканĕ кам вара? Эпĕ мар-и? Упăшка шăлаварĕ çинчи стрелка тӳп-тӳрĕ, хута касса татать. Çийĕнче яланах шап-шурă кĕпе, галстук. Йăлтăртатакан пушмак. Çӳçне те хамах касаттăм. Ĕçри хĕрсем манран тĕлĕнетчĕç. «Ан иртĕхтер, сана юрату суккăрлатнă»,-тетчĕç. Эпĕ вара хамăр телейпе хам хуçа пуласшăнччĕ. Юратнин вăрттăнлăхĕ те çавă çеç.
Ача чухне мана час-часах пĕр тĕлĕк тĕлленетчĕ. Аташса кайнă çĕртен ялан хӳхĕм вырăна пырса тухаттăм. Юхан шывра кӳлленчĕк шыв çавăрăнса юхать. Таçтан сиксе тухнă пĕр каччă пӳрнипе кăчăк туртатчĕ мана. Эп ун хыççăн утаттăм. Пĕр çарана пырса тухаттăмăр пек. Унта куçа йăмăхтаракан илемлĕ чечек! Тĕлĕнсе каймалла нумай. Сарри, хĕрли, кĕренни… Вара «алăри» чечек çыххипе вăранса каяттăм.
Аттепе анне ялти чĕлхесĕр сăпайлă чăвашсемччĕ. Манран аслисем – икĕ пичче. Эп ача чухне питĕ вăйлă чирлеттĕм. Алăри шăмăсем пӳрленсе юхсах тăратчĕç. Хайхи юмахри пурте тиркекен йĕрĕнчĕк хур чĕппи пек. Вăйсăрскере кӳрентерекен тупăнсах тăратчĕ. Темшĕн хӳтĕлекенсем сахалтарахчĕ. Тетесем темшĕн юратман. Анне манпа пĕрле йĕретчĕ. Мĕскĕне шеллесе йĕнĕ пуль. Ӳсерехпе юлташсем, хĕр-тантăшсем пултарас килнисем, ютшăнатчĕç. Тĕрĕссипе, Ивана тĕл пуличчен никампа та варлă пулман эп. Ялти каччăсем хушшинче мана килĕшекенни çукчĕ. Çук, çук, клубран никам та леçсе яракан пулманнипе каламастăп. Ăсатма пынă пулсан та чуна уçса калаçман пулăттăм. Тĕлĕнмелле. Кӳршĕри Натали йĕкĕтсене перчетке пек улăштаратчĕ. «Марине, çитĕнерех парсан, шкул пĕтеретĕп те хам валли чи пуяннине, чи ăнăçлине суйласа илетĕп»,-тетчĕ айванскер мухтанса. Пурнăç ав мĕнле килсе тухрĕ: паян вăл кĕвĕç те ĕçкĕç упăшкапа тертленсе пурăнать. Эпĕ патша майри пек пурăнатăп. Ача чухне ман çине шеллесе те, йĕрĕнсе пăхатчĕ. Хитре мар, сăнсăр «тантăшĕпе» юнашар утма вăтанатчĕ, тата мана, чирлĕ хур чĕппине, ăсатма пыракан та çукчĕ-çке. Киккирикне хăпартма Наталин сăлтавĕ те пулнă çав: йăрăс пӳллĕ, кăвак куçлă, вăрăм сарă çивĕтлĕ. Ютшăннăшăн никама та ӳпкелеместĕп. Пуринпе те уçăччĕ эп. Хальхи пекех. Эпĕ айăплă мар-çке-ха кĕпепе çуралнăшăн.
Хĕр хыççăн хĕр çуратма пикенсен пуринчен ытла хуняма тарăхатчĕ. Кин сĕт юратать, ĕнтĕ ывăл çуратаймĕ те тесе тертленетчĕ. Сĕт юратнипе юратманнинчен çеç килнĕ пулинччĕ çав япала. Аптранă кăвакал кутăн чăмнă тет. Тем пирки те шутласа пăхнă. Пиллĕкмĕшĕ ывăлах пуль тенĕччĕ, Анечка çуралчĕ. Тем пек упăшкана парне тăвас килетчĕ. Манран çеç килмест-çке арçын ача е пике çураласси.
Иван ертсе пыракан пĕлешӳ панкрута тухсан 90-мĕш çулсен вĕçĕнче пулăшу аллине тăсасси вырăнне унран пурте ютшăнчĕç. Хăçан-тăр пĕрле ĕçсе çинĕ юлташĕсем сивĕнчĕç. Вăл вара парăнма юратманскер рабочисене çав-çавах ĕç укçийĕсене парса тататăпах тесе Çĕпĕре ĕç шырама тухса кайрĕ. Вăл пултарасси пирки эп пĕртте иккĕленмен. Ун пуçарулăхĕ, тавçăрулăхĕ, вăйĕ-халĕ ăна тĕрĕс çул çине илсе тухаççех. Эпĕ мăшăрăма май килнĕ таран хавхалантартăм. Килти çăмăл мар лава хам çине тиерĕм. Иван икĕ уйăхран таврăнсан ĕç çыннисене парăма кĕнĕ укçине пĕтĕмпех парса татрĕ. Вахтăпа ĕçлеме пуçларĕ.
Пĕррехинче ĕçрен иртерех килсен упăшкан телефон калаçăвне вăрттăн итлеме тиврĕ. Эп ăна йĕрлеме тĕллев лартман. Хăй çапла пулса тухрĕ.
-Тем пек тунсăхларăм, юрататăп сана, юрататăп,- тет ачаш сассипе.- Эпĕ те, эпĕ те çаплах… Халь вĕçсе пырăттăм. Арăма çиллентерес килмест. Вăл ман – çветтуй хĕрарăм. Ачасем мĕн калĕç.
-Эсĕ-мĕн пуçлăхпа калаçатăн-и,-терĕм эп картлашка тăрăх тин хăпарăнçи туса. - Сансăр унта та ĕç пымасть пуль çав. Кай, эппин, каясах тесен, çĕр улмие кăларма вĕçтерсе çитĕн.
Вăл сехечĕпе хатĕрленсе билет илме тухса вĕçрĕ. Эпĕ ăна кĕтсе çемье вучахне сӳнесрен сыхласа пурăнаканĕ пулăп. Сăнчăрпа çыхса хурайăп-и хам çума? Хăтланса пăхас-и тен. Тен, пуçласа кăшкăрса, çилленсе, тирĕк-чашăк çĕмĕрсе пăхас. Виçерен кăларма пулĕ-и тусăма? Хам чĕреме анчах суранлатăп. Атя, пули-пулми шухăшпа пуçа минретес мар. Çул çине апат хатĕрлеме васкамалла. Эп хатĕрленĕ çыхă ăна çул çинче ăшăтса пырĕ.
 
: 941, Хаçат: 30 (1174), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: