Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Турă Çĕр чăмăрĕ çинче кашни чĕр чуна мăшăрлă тунă. Унсăрăн пурнăç малалла каяймасть-çке. Кашни чун хăйне кирлĕ мăшăр тупса малалла ĕрчет. Тискер кайăксен хушшинчи çыхăнусене çут çанталăк хăех йĕркелесе пырать пулсан этемшĕн ку ыйту кăткăсрах. Шăпине ĕмĕрлĕхех тепринпе çыхăнтарас ыйту уйрăмах хĕрарăмшăн йывăр. Çавăнпа та ĕмĕрĕсене пĕччен ирттерекен хĕрарăмсем сахал мар. Пĕччен арçынсем те (хусахсем) çук мар. Анчах вĕсем çак ыйту çине çăмăлтарах пăхаççĕ.
Росстат кăтартăвĕ тăрăх, Раççейре хĕрарăмсем арçынсенчен 10,6 миллион (16 процент) ытларах. Пĕчченлĕхе ытларахăшĕ 28 çултан иртсен туйма тытăнать. Çул ӳсĕмĕ мĕн чухлĕ пысăкрах – пĕччен хĕрарăмсен шучĕ нумайрах. Чукоткăра тата Камчаткăра пурăнакансен кăна ку енĕпе йăлтах йĕркеллĕ: 1 пин арçын пуçне 931 тата 980 хĕрарăм тивет.
Раççей хĕрарăмĕсем чи илĕртӳллисем, чи лайăххисем теççĕ. Çакă чăрмав пулса тăрать те хăшĕ-пĕр хĕрарăмшăн. Хăйне ытлашши мăна хуни мăшăр тупма чăрмантарать. Вăл принц шырать. Арçын илемлĕ, пуян пултăр, парнесемпе илĕрттĕр, алă çинче йăтса çӳретĕр. Хăшĕ çакăн пеккине кĕтсех ватăлса каять. Тепри йăнăш хыççăн йăнăш туса ĕмĕрне ирттерет. Паллашсанах каччă хĕре пур енĕпе те тивĕçтерме тăрăшать: кинона, ресторана илсе çӳрет, кашни тĕл пулмассерен чечек çыххи тыттарать. Хĕр çакăн пеккишĕн ĕмĕтленмен мар-и? Венчет кĕпи…Туй…Ваç-ваç уйăхĕ иртсен джентельмен кулленхи арçынна çаврăнать. Мĕн нушаланас? Ăçта кайса кĕтĕр арăм алла çĕрĕ тăхăнтарнă хыççăн? Хĕрарăма вара хăнăхнă ырлăха манма йывăр. Çакăнпа килĕшменнисем шанăçа çухатнипе ирĕкелле васкаççĕ. Ыттисем мĕн пуррипе çырлахса çемье пурнăçне кӳлĕнеççĕ (хĕрарăмсен 84 проценчĕ).
Мĕнре-ха пĕчченлĕхĕн вăрттăнлăхĕ? Психологсем сăнанă тăрăх, çакă ачана пĕчĕкренех ыттисемпе хутшăнма хăнăхтарманнинчен килет. Ача сăпкара чухнех унпа калаçмалла. «Вăл çапах ăнланмасть, лăпкă выртать тĕк – вырттăр»,- тени пысăк йăнăш. Ача йăлтах ăнланать, ăшă сăмахпа — йăл кулать, хытă каланипе — тутине тăсать. Ӳсерехпе калаçăва вăййа çавăрмалла. Калаçма юратакан ачана чармалла мар. Пӳплетĕр те пӳплетĕр… Ыйттăр, мĕнпур япалапа кăсăклантăр. Калаçура вăл ăс пухать, унăн тавракурăмĕ аталанать. Калаçма юратакан ачан юлташ та нумай. Чи кирли – унра ырă туйăмсем çуралччăр. Вăл теприне пулăшма, хӳтĕлеме пултартăр.
Асăрханă пулĕ, ача садĕнче кутăн, куштан, хыт кукар, мăн кăмăллă ачасенчен ыттисем пăрăнаççĕ, вĕсемпе вылясшăн мар. Ларать вара ача пĕр-пĕччен выляса… Шкул çулне çитсен, çумра ашшĕ-амăшĕ, çывăх тăванĕсем пур чухне вĕсем пĕчченлĕхе çивĕчех туймаççĕ-ха. Ӳссен вара çакăн пеккисем пĕр-пĕччен тăрса юлаççĕ.
«Пĕчченлĕхрен хăтăлма пулать»,- çирĕплетеççĕ психологсем. Хĕрарăмсене арçынсенчен тĕслĕх илме сĕнеççĕ. Тен, арçын хĕрарăм пек юратма пĕлмест пулĕ, анчах шанчăклă тус пулма пултаратех. Малтанлăха ку та аван. «Давай поженимся» шоу-передачăна ерсе пыракан Лариса Гузеева: «Арçынпа хĕрарăм хушшинчи туслăха ĕненместĕп. Туслăхран юратăва куçма пĕр утăм çеç»,- тет. Тен, ку аван та. Тепĕр хĕрарăм телейлĕ пулĕччĕ.
Пĕтĕмлетсе çапла калас килет. Ӳссе çитсен этемĕн кăмăлне, хăнăхнă йăли-йĕркине улăштарма питĕ йывăр. Çавăнпа та ачана пĕчĕкренех çынсемпе хутшăнма хăнăхтармалла. Ырă кăмăллă, теприне яланах пулăшма хатĕр ачан яланах юлташсем пулĕç. Вăл нихăçан та пĕчченлĕх туйăмне пĕлмĕ.
НИНИЛЕ.
 
: 817, Хаçат: 30 (1174), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: