Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Грузин» хушамат, чăваш тĕнчин Ульяновск облаçне кĕрекен Чăнлă районĕнчи Кашасăр пуçне, Грузи çĕршывĕ вырнаçнă Малти Азипе Çывăх Хĕвелтухăçра пурăнакан халăхсен хушшинче те çук-тăр.
Кирилл Овчинников ялта пурăнакан çитмĕл улттăри Владимир Петрович Грузин ашшĕнчен тăватă сыпăк каярахри çывăх тăванĕ пулнă. Вăл Грузире 25 çул хĕсметре пулнă. Унта Тамара ятлă грузин хĕрĕпе çемье çавăрнă.
Хĕсмет вăхăчĕ вĕçленсен çемье Сĕве тăрăхне куçса килет. Вăтам Атăл тăрăхĕн климачĕ Тамарăна вăхăтсăр çут тĕнчерен уйăрать.
Кирилл юратăвне ĕмĕрлĕхех упраса хăварас тесе Грузин хушамат йышăнать.
Çапла майпа хушамат Грузинсен йăх-несĕлĕнче тымар ярса пырать.
Паян Кашара облаçра тата Атăлçи федераллă округра палăрма ĕлкĕрнĕ Грузинсен йăх-несĕлĕн улттăмĕш, çиччĕмĕш тата саккăрмĕш сыпăкрисем пурăнаççĕ.
 
УЛТТĂМĔШ СЫПĂКРИСЕМ. ВĂРÇĂ АЧИСЕМ
1936 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче Тăхăрьял тăрăхĕнчи Элшелĕнче тĕпленсе пурăнакан Феодосия Яковлевнапа Ермолай Маркелович Мамакинсен çемйинче вун икĕ ачаран кĕçĕнни - Антонина – çуралать.
Тоня хуралçăра вăй хунă ашшĕ вилнĕ вăхăтра – тăваттăра, колхозри тĕрлĕ ĕçсенче тар тăкнă амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлнă вăхăтра – вун иккĕре пулнă.
Тоня пуçламăш класра пĕр çул та вĕренеймен, алфавитпа çеç паллашма ĕлкĕрнĕ хĕр пĕрчин аслисемпе пĕр тан ĕçлеме тивнĕ.
Ăна Кашара пурăнакан Марье аппăшĕ хăйсен çемйине илсе каять.
- Йысна – Леонид Фролов – кĕтӳ кĕтетчĕ, аппа бригадăра тĕрлĕ ĕçсенче ĕçлетчĕ. Вун икĕ ачаллă çемьене тăрантармалла вĕт, вун виççĕмĕшĕ – эпĕ. Вăл вăхăтра, паллах, эпĕ аслисен ретĕнче пулнă ĕнтĕ – хама-хам тăрантарнă тата аппапа йыснана пулăшнă. Вăт çапла иртрĕ манăн çамрăклăх тени – вăл пулнах пулсан, - аса илет çав вăхăтсене Антонина Ермолаевна.
1960 çулта Антонина çак ялтах 1935 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче çуралнă, колхозра ĕçленĕ Владимир Петрович Грузинпа пĕрлешет.
Вĕсем çур ĕмĕр ытла пĕрле пурнăç çулĕпе утаççĕ. Çак хушăра Антонина Ермолаевна фермăра сысна пăхать, колхоз пахчинче пахча çимĕç çитĕнтерет, нумай-нумай награда илсе Раççей Федерацин Ĕç ветеранĕ пулса тăрать. Вăл иккĕмĕш пусăмри Ача амăшĕн медальне тивĕçет.
Владимир Петрович та «Волга» хуçалăхра Ульяновск облаçĕн Ĕç ветеранĕ пуличченех тар тăкать. Ăна «Ылтăн алă» диплом парса чыслаççĕ. Вăл чаплă пулăç та пулнă. Шел, паян Владимир Петрович вырăн çинчен те тăраймасть – ăна шалкăм çапнă. Мăшăрĕн, ачисен хӳтлĕхĕнче пурăнать.
Антонина Ермолаевнапа Владимир Петрович – вăрçă ачисем. Вĕсем хăйсен телейне пилĕк ачинче (Ирина, Анатолий, Зоя, Владимир, Алёна), вун ултă мăнукĕнче тата икĕ кĕçĕн мăнукĕнче тупнă. Паян иккĕмĕш ачи – Владимир – патĕнче пурнăçăн кĕрхи тапхăрне ирттереççĕ.
 
ÇИЧЧĔМĔШ СЫПĂКРИСЕМ. «АШШĔ-АМĂШ МУХТАВĔ» ОРДЕНА ТИВĔÇНИСЕМ
 
Владимир
1969 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче çуралнă, Каша шкулĕнче вăтам пĕлӳ илнĕ. Октябрёнок, пионер, комсомолец, спортсмен, активист… - шкул мухтавĕ пулнă. Тĕрлĕ конкурссене, ăмăртусене хутшăнса призёрсен ретĕнче тăнă. Уйрăмах Владимир çăмăл атлетикăпа тĕлĕнтернĕ, хăй вăхăтĕнче «Аслă Нагаткин – Чăнлă посёлокĕ» хушша (19 çухрăм та 150 метр) чупса парăнтарнă.
1986 çулта Владимир Грузин Çинкĕл педагогика училищинче вĕренме тытăнать. Пĕрремĕш курс пĕтерсен çамрăкăн салтак ячĕ тухать. Вăл çар строителĕсен чаçĕнче икĕ çул пулса аллине «ылтăнлатать». 1989-1990 вĕренӳ çулне педагогика училищинчех ирттерет. Вĕренĕвĕн юлашки çулĕнче Владимир Алевтинăна – пĕр ушкăнра вĕренекен пикене - куç хывать.
 
Алевтина
Вăл 1971 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районне кĕрекен Турхан ялĕнче Надежда Васильевнапа Иван Яковлевич Смолинсен çемйинче тăватă ачаран пĕрремĕш пулса çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ водительте ĕçлесе аллă пиллĕкре çут тĕнчерен уйрăлнă. Амăшĕ сутуçăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Паян ялтах пурăнса ватлăх кунĕсене ирттерет. Йăмăкĕ – Русалина, шăллĕсем – Александр тата Михаил – аслă тата ятарлă вăтам пĕлӳ илнĕскерсем, хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ.
Ял шкулĕнче пионер дружинин, комсомол организацийĕн хастар членĕ пулнăскер спорт, культура мероприятийĕсене хавхаланса хутшăнать. Хорта юрлать.
1988-1990 çулсенче Çинкĕл педагогика училищинче вĕренет.
- 1989 çулхи кĕркунне пирĕн ушкăна Ялавăра çĕр улми кăларма илсе кайрĕç. Эпĕ КамАЗ çинче ачасенчен тулли витресене илсе тăратăп. Асăрхаман та, ман çине икĕ аллине те тулли витре тытнă, вĕсене çӳлелле çĕклесе мана пама хатĕрленсе, ман çине пăхса хытса кайнă çамрăк тăрать иккен… - аса илет кула-кула çав вăхăтсене халĕ Алевтина Ивановна. – Пĕр общежитире пурăнаттăмăр… Çак вăхăтсенче пĕр-пĕрне килĕшме тытăннă туйăмсем вăраннă пулмалла. Направленипе иксĕмĕр те Чăнлă районĕнчи Пилюгинри пуçламăш шкула çаклантăмăр…
 
Çĕнĕ çемье
1991 çулта Пилюгинра Владимирпа Алевтина пĕр-пĕринсĕр пурăнайманннине туйса илеççĕ. Кăрлачăн 12-мĕшĕнче çĕнĕ çемье чăмăртанать. Тепĕр çул пĕрремĕш ачи çуралать.
1992 çулхи çу уйăхĕнче Грузинсем Кашана куçса килеççĕ. Шкулта вĕрентӳçĕре вăй хума май çуккипе Владимир Владимирович малтан уроксем хыççăн вĕрентмелли ушкăнпа ĕçлет. 1993-1994 вĕренӳ çулĕнчен историпе технологи урокĕсене илсе пыма тытăнать. Юлашки 16 çулта историпе обществоведени предмечĕсене вĕрентет. Çав вăхăтрах класс ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлать.
Алевтина Ивановна 1993 çулта ӳнер тата технологи (хĕрачасен ушкăнĕ) урокĕсене илсе пырать. 2008 çултанпа – воспитани ĕçĕсене илсе пыракан директор çумĕ.
Вĕренмелле, вĕренмелле тата вĕренмелле…
Грузинсем педагогика училищинче пĕлӳ илнипех çырлахмаççĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пекех пĕлӳ тĕнчине куçăмсăр майпа пăхăнтараççĕ.
Владимир Владимирович:
1998-2004 çулсенче «И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕ» федераллă патшалăх вĕрентӳ учрежденийĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухать;
2007 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн диссертаци канашĕн йышăнăвĕпе философи ăслăлăхĕсен кандидачĕн ăслăлăх степеньне параççĕ;
2008 çулхи çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче РФ вĕрентӳпе ăслăлăх министерствин аслă аттестаци комиссийĕн йышăнăвĕпе диплома тивĕçет.
Алевтина Ивановна:
1994-1999 сулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухас умĕн «Орнамент в чувашском народном искусстве, чувашская вышивка в одежде» темăпа диплом ĕçĕ хӳтĕлет, «Изобразительное искусство и черчение» специальноçпа вĕрентӳçĕ квалификацине тивĕçет.
 
Тăрăшсан _ умри тĕллевсем пурнăçланаççех
В.В. Грузин шкулта ĕçлеме тытăнсан пуçĕпех таврапĕлӳ, музей тата туризм тĕнчине çул хывать, çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ туса пырать:
2008 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕн вĕрентӳ министерстви Кашари шкул музейне «Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учреждени музейĕ» статуспа тивĕçтерет.;
2008 çулта районти класс ертӳçисен «Самый классный классный» конкурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăнать.
2010 çулта В.В.Грузин «2010 çул вĕрентӳçи» диплома тивĕçет;
2010-2011 çулсенче «Мой край», «Патриотическое воспитание в школьном музее», «Путешествие в родословную», «Овеянные славой флаг наш и герб», «Гражданское образование и патриотическое воспитание» («Ульяновск. К взлёту готов!») конкурссенче, фестивальсенче, проектсенче, конференцисенче грамотăсене, дипломсене, сертификатсене тивĕçет.
А.И.Грузина та районти «Самый классный классный» Хисеп грамотине (2004),районти «Самый классный класс» конкурс çĕнтерӳçи» ята (2006),Ульяновск облаçĕн вĕрентӳ министерствин грамотине (2007), районти «2008 çул вĕрентӳçи» ята, облаçри профсоюз комитечĕн Хисеп грамотине (2009, вăл шкулти профсоюз комитетĕн председателĕ) тивĕçет.
 
Çемье – пурнăç тытăмĕ
Грузинсем пилĕк ача çуратса вĕсене пурнăç çулĕ çине тăратассишĕн ырми-канми вăй хураççĕ. Вĕсем районра, облаçра, Атăлçи федераллă округра тĕслĕхлĕ çемьесенчен пĕрисем пулса тăраççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен «Канаш» вулаканĕсем пĕлмеллех.
2008 çулта Грузинсем «Россия – страна материнства» область конкурсĕн «Семейные традиции» номинацийĕнче пĕтĕм çемйипе хутшăнаççĕ, çĕнтерӳçĕ пулса тăрса Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн – правительство председателĕн дипломне тата сертификатне (25 пин тенкĕ) тивĕçеççĕ.
2009 çулта вĕсене «Генеалогическое древо» область конкурсĕнче Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн – правительство председателĕн дипломĕпе наградăлаççĕ.
2009 çулта Грузинсен çемйи «Читаем! Творим! Развиваемся!» облаçри ведомствăсем хушшинчи çемье таланчĕсен марофонĕнче çĕнтернĕшĕн ача-пăча вулав аталанăвне пулăшса пыракан Ульяновск фончĕн дипломне çĕнсе илеççĕ.
2010 çулта Грузинсем «В кругу семьи» ятпа иртнĕ облаçри çемьесен 1-мĕш парадне хутшăнса «Ульяновск облаçĕнчи çемьесен Ылтăн фондне» кĕреççĕ. Пĕтĕм тĕнчери çемьесен кунĕн шайĕнче ачасене тивĕçлĕ воспитани пама пултарнăшăн, çемье аталанăвĕн тата çемье пуянлăхĕн пĕлтерĕшĕсене халăх хушшинче сарнăшăн Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Грузинсене çĕнтерӳçĕ дипломне парса чыслать.
2011 çулта вара Грузинсен çемйи Раççей шайне çĕкленет. Алевтина Ивановнапа Владимир Владимировича ачисене воспитани парас ĕçре çитĕнӳсем тунăшăн тата çемье йăла-йĕркине çирĕплетсе пынăшăн Раççей Федерацин Правительствин 2011 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче тухнă 572 № Хушăвĕпе «Ашшĕ-амăшĕн Мухтавĕ» орденпа наградăлаççĕ. Грузинсем 50 пин тенке тивĕçеççĕ.
 
САККĂРМĔШ СЫПĂКРИСЕМ, ÇĔНĔ ПУРНĂÇ – ДЕМОКРАТИ – КАЛЧИСЕМ
1991 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче йĕркеленнĕ Грузинсен çемйин хăйĕн паспорчĕ (визит карточки), гербĕ тата гимнĕ пур. Вĕсене ытти халăхсен хушшинче те кăтартма, пропагандăлама çăмăлтарах пултăр тесе вырăсла хăйсемех хайланă. Çемьери кашни çынна поэзи шайĕнче кĕскен те витĕмлĕн палăртса хăварнă. Йăх-несĕлĕн улттă-çиччĕмĕш сыпăкрисем çинчен каласа патăмăр ĕнтĕ.
Çамрăк ăрури «демократсем» çинчен те çемье паспортĕнче вырăсла, поэзи шайĕнче палăртнине чăваш прозине куçарса кĕскен палăртса хăварни вырăнлă пулĕ.
Олеся (1992 çулта çуралнă) – Ульяновскри И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх педагогика университетĕнчи чăваш наци уйрăмĕнче вĕренет, 3-мĕш курса куçнă. «Ыр кăмăллă, яштак кĕлеткеллĕ, ăслă, ăшă кăмăллă тата çав тери сăпайлă. Амăшĕн пулăшаканĕ, ал ăсти. Ачаранах вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленет».
Николай (1995) – кăçал 9 класс пĕтернĕ, Ульяновскри педагогика колледжне (физкультура уйрăмĕ) вĕренме кĕнĕ. Çăмăл атлет (вăрăм хушăсене чупма кăмăллать, экзаменра 18 ачаран пĕрремĕш чупса тухнă). «Николай - ашшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ. Аллинче ĕç пулсан – тунсăхламасть. Музыкăна, спорта юратать. Праçник торчĕ пĕçерме те маçтăр».
Иннокентий (2001) – пиллĕкмĕш класра вĕренет. «Вăл пирĕн – иккĕмĕш ывăл. Хăш-пĕр чухне - çав тери савăнăçлă. Халапсем вулама, сăвăсене пăхмасăр калама вĕренме тата чушкăлла (городки) выляма юратать».
Сергей (2005) – çемье паспортне хатĕрленĕ чухне вăл чи кĕçĕнни пулнă пирки ун çинчен çапла палăртнă: «Серёжа – çемьере чи кĕçĕни тата чи «асли». Вăл пĕр вăхăтрах темĕн тума та ĕлкĕрет. Хăвăрт чупать. Теттесемпе выляма юратать. Кĕнекесем пăхма тата кушак çурисене апатлантарма килĕштерет».
Паян ялти ача пахчине çӳрет.
Ульяна (2009), паян - чи кĕçĕнни. Лара-тăра пĕлмен, пурне те пĕлме тăрăшакан шăпăрлан. Ӳссе çитĕнсен: «Ульяна Грузина пулатăп», - тет.
 
ХЫÇСĂМАХ
Грузинсем – нумай ачаллă çемье. Çемьери кашни çыннăн кил-хуçалăхри харпăр тивĕçĕ пур. Тĕслĕхрен, эпир вĕсем патне пынă кун Иннокентий, Сергей урамри выльăх-чĕрлĕх тытакан хуралтăсем тавра тирпей-илем кĕртетчĕç. Ульянăн та ĕç пур: тетĕшĕсене ĕçленĕ вăхăтра хавхалантарса тăмалла, картишĕнчи качака путеккипе йытă çурисене апатлантармалла…
Чăнах та, çемьери тăнăçлăх, çитĕнӳсен çанталăкĕ мĕнле майсемпе йĕркеленсе пырать-ши? Çакна пĕлес тесе кил хуçисене пĕр ыйтăвах парса уйрăммăн хуравлама ыйтрăм. Вĕсем, малтан калаçса татăлнă евĕр, пĕр пекех хуравларĕç: «Йĕркеллĕ те ăнăçуллă çемьере «йĕппи хыççăн – çиппи, çиппи хыççăн – йĕппи» те çӳреме тивĕçлĕ. Пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма, çул пама, парăнма пĕлмелле. Ачасен умĕнче яланах пĕр шухăшлă пулма тăрăшмалла…»
Владимир Владимировичпа Алевтина Ивановна шкулти, çемьери тивĕçĕсене И.Я.Яковлевпа Геннадий Волков чăвашлăхшăн çырса хăварнă этнопедагогика ăслăлăхне тĕпе хурса пурнăçлаççĕ, паллах, хăйсем те çав ăслăлăха çемье, шкул пурнăçĕнче аталантараççĕ.
Грузинсен çитĕнĕвĕсем – куçкĕрет. Кăçал Владимир Владимировича Ульяновск область правительстви çумĕнчи Ашшĕсен обществăлла канашĕн членĕ пулма суйланă. Пысăк чыс!
Вĕсем шухăшĕсенче те, ĕмĕтĕсенче те йăх-несĕлĕн саккăрмĕш сыпăкринчи çеç мар, тăххăрмĕшĕнчи чи çывăх тăванĕсен телейлĕ пурнăçĕпе те савăнса пурăнасшăн.
 
АХ, КАКОЕ СЧАСТЬЕ!
 
(Гимн и Герб семьи Грузиных)
Наш союз семейный и любимый,
В доме много света и тепла.
И горит огонь неугасимый,
Чтоб семья счастливою была.
 
Припев:
Ах, какое счастье, ах, какое –
Жить в семье здоровой, трудовой!
Пусть сияет небо голубое
Над российской крепкою семьёй!
 
Перед трудностями не пасуем
И традиции семьи храним,
И поём, и пляшем, и танцуем,
И в труде себя не посрамим.
Припев.
 
Как красивы сельские наряды,
Как простор Кайсаровский широк!
Грузины гостям душевно рады -
Ты гори, семейный огонёк!
Припев.
 
АВТОРТАН.
Хисеплĕ вулакансем!
Хăш ялта, хăш районта çакăн пек тĕслĕхлĕ нумай ачаллă çемьесем пур?
Пĕлтерĕр, йыхравлăр. Эпир вĕсем çинчен çырса пĕлтерме яланах хатĕр.
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 989, Хаçат: 35 (1127), Категори: Нумай ачаллa семье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: