Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Утă уйăхĕн 31-мĕш тĕлне регионта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 111,1 пин гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Ку вăл пурĕ 465 пин гектар лаптăкăн 24 проценчĕ. 155,8 пин тонна тĕш-тырă çапса илнĕ. Тухăçлăхĕ гектартан 14 центнер.
Паянхи кун тĕлне тырçи кампанийĕн хăвăртлăхĕпе Ульяновск облаçĕ Атăлçи федераллă округĕн регионĕсем хушшинче улттăмĕш вырăн йышăнать. Тухăçлăх енĕпе – виççĕмĕш (Тутарстанра – гектартан 19,4 центнер, Мордови Республикинче – 18,2 центнер, ытти регионсенче – 11-тен пуçласа 12,9 центнер таран).
Облаçри муниципаллă пĕрлешӳсем хушшинче чи пысăк тухăç илекенсем: Ульяновск тата Чартаклă (17,1 центнер), Кивĕ Майна (15,5) тата Мелекесс (15,1) районĕсем. Специалистсен сăнавĕпе, çурхи культурăсене пухса кĕртме пуçласан тыр-пулăн вăтам тухăçлăхĕ ӳсме кирлĕ. Çуркуннехи пĕрчĕллĕ культурăсен лару-тăрăвĕ хирсенче кĕрхисенчен аванрах.
Хĕле кĕме хатĕрленеççĕ
Çак кунсенче регион правительствинче 2012-2013 çулсенчи хутмалли вăхăта хатĕрленессипе штаб иртнĕ. Ун ĕçне область правительствин пĕрремĕш çумĕ Александр Пинков йĕркелесе ирттернĕ.
Энергетикăпа çурт-йĕр комплексĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хĕле кĕме хатĕрленес çĕрте çак ĕçсем аван пыраççĕ: котельнăйсен хушма хатĕр-хĕтĕрне (мĕнпур ĕçĕн 83,1 процентне пурнăçланă), вĕри тата сивĕ шыв пăрăхĕсене, çуртсене ăшăтмалли тĕп тытăма, пурăнакан çуртсен канализацине (82,2 тата 88,7 процент) юсанă. Инза районĕнче, Çĕнĕ Ульяновскра тата Ульяновскра хатĕрленӳ ĕçĕсем графикран пăртак юлса пыраççĕ. «Çивĕч ыйтусем сиксе тухнипе кая юлса пыракан ĕçсем хушшине хурансене юсасси, ăшăтмалли тĕп тытăма тĕрĕслесси, юра тасатакан техникăна юрăхлă тăвасси, тăварпа хăйăр хутăшне хатĕрлесси кĕреççĕ, - тенĕ министр ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Игорь Трохинов.- Ку ĕçсене уйрăмах тимлетпĕр».
Хальхи вăхăтра муниципаллă пĕрлешӳсенче котельнăйсемпе ăшă пăрăхĕсен гидравлика тĕрĕслевĕсем пыраççĕ. Çурхи тĕрĕслевсен вăхăтĕнче 588 татăк тупнă, 548 пĕтернĕ.
Ача ӳстерекенсене – пулăшу
Ульяновск хула администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Букинăн йышăнăвĕпе çулталăк çурăран пуçласа çичĕ çулчченхи ачасем пур çемьесене малашне социаллă пулăшу кӳрĕç: пĕр хутчен икĕ пин тенкĕ парĕç.
Çак пулăшăва пурăнмалли вăтам минимумран сахалрах ĕç укçи илекен, ачана пĕччен ӳстерекен, хула территорийĕнче пурăнакан çемьери пĕр çын тивĕçет. Тӳлеве илмешкĕн Ульяновск хулинчи Кузнецов урамĕнчи çиччĕмĕш номерлĕ çуртра вырнаçнă администрацине çак документсене тăратмалла: заявлени, паспорт копийĕ, юлашки виçĕ уйăхра илнĕ ĕç укçине кăтартакан справка, ача çуралнине çирĕплетекен свидетельство.
Аса илтеретпĕр: ача ӳстерекен граждансен социаллă пулăшу кӳрессипе çыхăннă йышăнусем çинчен www.zаbotа73.ru сайтра «Документсем» пайра вуласа пĕлме пулать.
Çĕнĕ троллейбус маршручĕсем уçăлнă
«Ульяновскэлектротра нс» предприяти пĕлтернĕ тăрăх, пурăнакансем хистесе ыйтнипе çурлан (август) 1-мĕшĕнче 10 тата 11-мĕш номерлĕ çĕнĕ троллейбус маршручĕсен çулĕсем уçăлнă. Унсăр пуçне çак кунтанах 1-мĕш номерлĕ троллейбус çӳреме чарăнать, 9-мĕш номерлĕ троллейбус куçăмĕнче те улшăнусем пулĕç.
 
: 976, Хаçат: 31 (1175), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: