Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«ВИКТОРиЯ» – ШУРЕКОВ ФЕРМЕРСЕН ХУÇАЛĂХĔ
 
1991 çулта иртнĕ Раççей бухгалтерĕсен тата аудиторĕсен иккĕмĕш съезчĕн делегачĕ, «Раççейĕн чи аван экономисчĕ» ята çĕнсе илнĕ тата 2000 çулта конкурсра «Раççейĕн чи аван бухгалтерĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Вера Григорьевна Шурекова - Ульяновск районĕнчи Липки ялĕнче «ВИКТОРиЯ» ятлă фермер хуçалăхне пуçарса яраканĕ. 2005 çулта услам çулĕ çине тăнă Шуреков фермерсем паян – хăйсем тĕллĕн ура çине тăма пултарнă ял «улпучĕсем».
 
ВЕРА
Вера Суходеева (хĕр чухнехи хушамачĕ) Кузоватово районĕнчи Еделеево ялĕнче тĕпленсе пурăнакан тĕрлĕ нациллĕ колхозниксен тăватă ачаллă çемйинче çуралнă. Ашшĕ – Григорий Иванович (мордва çынни) - 1941-1945 çулсенче Аслă вăрçа хутшăннă, колхозра агрономра, бригадирта вăй хурса чапа тухнă. Амăшĕ – Мария Антоновна (украинка) – шкулта поварта вăй хунă.
Вера, тăватă ачаран пĕр хĕрача, вăтам шкултан вĕренсе тухнă та Ульяновскри ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Экономика факультетĕнчен тин çеç вĕренсе тухнă бухгалтера 1973 çулта тӳрех «Лаишевский» совхоза тĕп бухгалтерăн çуммин ĕçĕсене илсе пыма çирĕплетеççĕ. Унăн пуçлăхĕ Мария Фроловна Шепталова – Юрий Фролович Горячев йăмăкĕ – пулнă.
 
ВИКТОР
Виктор Шуреков Чăнлă районĕнчи Орловка ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ – Владимир Дмитриевич (чăваш) – Кивĕ Ухашра колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ – Пелагея Афанасьевна (чăваш) – ачасем пăхнă, колхоз ĕçĕсене хутшăннă. Виктор, тăватă ачаран пĕр арçын ача, пуçламăш класран вĕренсе тухнă та сакăр класс Майна районĕнчи интернатра пĕтернĕ.1966 çулта автозаводра слесарьте ĕçлеме тытăннă, каçхи шкулта вăтам пĕлӳ илнĕ. 1968-1970 çулсенче Мускав облаçĕнчи Красногорск районĕнче вырнаçнă сывлăшран тапăннинчен хӳтĕлекен çар чаçĕнче хĕсметре пулнă. Салтакран автозавода каялла таврăннă, ял хуçалăх институтĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ.
 
ШУРЕКОВСЕМ
1971 çулта Виктор Шурековпа Вера Суходеева çемье чăмăртаççĕ. Институтран вĕренсе тухсан Виктор Лаишевкăра мастерской заведующийĕнче ĕçлеме тытăнать. Çемье виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерте (Виктор амăшĕпе) пурăнать. 1973 çулта вĕсен пĕрремĕш ывăлĕ – Владимир – çуралать.
1978 çулта Шурековсем Ульяновск районĕнчи Липки ялĕнче вырнаçнă «Приволжский» совхозра ĕçлеме тытăнаççĕ: Виктор Владимирович – гараж заведующийĕнче, Вера Григорьевна – тĕп бухгалтерта.
1979 çулта çемье тепĕр ачапа пуянланать – Андрей çут тĕнчене килет.
 
«ВИКТОРиЯ»
«Приволжский» совхоз панкрута тухать. Мĕн тумалла? Шурековсем пĕр шухăшлă пулса услам ĕçĕ йĕркелесе яма тĕллев лартаççĕ. Куç хăрать, алă тăвать тенĕ пек, йывăрлăхсен лачакинчен çăлăнса тухса 2005 çулта «ВИКТОРиЯ» фермер хуçалăхĕ йĕркеленет. Пуçаруçи – Вера Григорьевна. Директорĕ – Андрей Викторович. Харпăр хуçалăх пуçлăхĕ – Виктор Владимирович. Владимир Викторович – инженер. Владимир мăшăрĕ – тухтăр. Андрей мăшăрĕ – бухгалтер. Ку вăл - хуçалăх штачĕ тăрăх.
- Услам ĕçĕнче ятарлă пĕлӳ пулмасан нимĕн те тăваймастăн, - тет Вера Григорьевна. – Владимир ывăл ял хуçалăх академийĕнчен инженера вĕренсе тухрĕ. Совхоз арканиччен инженерта ĕçлерĕ. Андрей та ял хуçалăх академийĕнчен инженера вĕренсе тухрĕ. Аспирантура пĕтерчĕ. Кинсем те аслă пĕлӳллĕ специалистсем: пĕри – бухгалтер, тепри – тухтăр. Пурте пĕрле пурăнатпăр. Икĕ мăнук, вĕсем те ял хуçалăх ĕçне хăнăхса çитĕнеççĕ. Шуреков фермерсен династине çирĕплетесшĕн. Паллах, фермер пурнăçĕ питĕ йывăр. Шурăмпуç çутипе тăратпăр та … Çук, канма та вăхăт тупатпăр, кăнтăрти кану çурчĕсенче пулатпăр. Черетпе: пĕр çул – пĕрисем, тепĕр çул – теприсем. Хуçалăхри ĕçсене пурте пĕр пек пурнăçлама хăнăхса çитнĕ. Веçех хамăр тăватпăр. Çĕр улми кăларнă вăхăтра кăна вунă çынна тара тытатпăр. Тухăçа типĕ кунсенче те вăхăтра пуçтарса илмелле…
«ВИКТОРиЯ» фермер хуçалăхăн комбайн, икĕ трактор, дискатор, сеялкăсем, косилкăсем тата ытти тĕрлĕ техника, механизмсем пур. Харпăрлăхра 40 гектар çĕр лаптăкĕ тата 30 гектар ял çыннисенчен тара илнĕ. Çĕр улми, тĕш-тырă, выльăх апачĕ акаççĕ. Харпăр хуçалăхĕнче сыснасем, мăйракаллă шултра выльăх, чăхсем тытаççĕ. Бухгалтери тытăмĕнче те пурте саккунлă: налук, пенси фондне ĕç укçи тăрăх куçарса тăраççĕ.
Хуçалăх ятне кам шухăшласа тупрĕ тесе ыйтсан Вера Григорьевна:
- «Виктор и я» тенине пĕлтерет. Урăхла каласан «Виктор» - мăшăрăм, «Я» - эпĕ, - терĕ ăшшăн кулса.
Чăнах та, тăрăшсан, ĕçлеме ӳркенмесен ялта та харпăр ĕç йĕркелесе яма пулать иккенне хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетеççĕ
Шуреков фермерсем.
 
 
Ульяновск районĕ,
Липки ялĕ.
 
: 1240, Хаçат: 31 (1175), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: