Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир вулакансем хушшинче лотерея вăййи ирттерни çинчен, парнене –микрохумлă кăмакана—Ульяновскра пурăнакан ентешĕмĕр Нина Павловна ЯРУСКИНА выляса илни çинчен çырнăччĕ. Парне илме килнĕ телейлĕ ентешĕмĕр паян – редакци хăни.
 
-Эпĕ Чăнлă районĕнчи Сахалинта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вуникĕ ачаран тăваттăмĕш ӳснĕ. Нумай ачаллă тесе пире Тагайри интерната панă. Саккăр пĕтерсен Вăта Тимĕрçенти интерната куçарчĕç. Ӳссен Анат Тимĕрçен каччипе çемье чăмăртаса 1982 çулччен ялта пурăнтăмăр. Ялти хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсенче ĕçлеме тиврĕ. Эпĕ пĕлмен ĕç те çук пулĕ. Мăлатук тытса пăта çапасси, кирпĕч хурасси маншăн ним те мар. Хулана куçса килсен (вăл тĕле пирĕн виçĕ ача ӳснĕччĕ ĕнтĕ) хамăра çурт тунă чух кине те кирпĕчрен стена купалама вĕрентрĕм. Кин хама хывнă—ĕçчен чăваш хĕрĕ,- каласа парать çурма чăнласа, çурма шӳтлесе Нина Павловна.
Ярускинсем пĕр йăвари кайăксем пек хăйсем çĕкленĕ çуртра пурăнаççĕ. Мăнукĕ-мĕнĕпе вĕсем мĕнпурĕ вунпĕрĕн. Ывăлĕн çемйи çурта уйрăм алăкпа кĕрсе çӳрет. Вĕсен — пĕр хĕр. Кăçал тăхăр класс пĕтернĕ.
Аслă хĕрĕн – виçĕ ывăл, иккĕшĕ – йĕкĕрешсем. Тăватă çулпа пыраççĕ ĕнтĕ. Кĕçĕн хĕрĕ качча кайман-ха. Çапла тивĕçлĕ канăва кайнă ашшĕпе амăшĕ тăван тĕпренчĕкĕсене хăйсен çунаттисем айĕнче ӳстереççĕ.
Ярускинсем «Канаш» хаçата тахçантанпах çырăнса илеççĕ.
-Урăх пире нимĕнле хаçат та кирлĕ мар. «Канаш» урлă облаçри мĕнпур хыпара пĕлсе тăратпăр. Чăвашсен пурнăçĕ пирки те кăсăклансах вулатпăр. Питĕ интереслĕ хаçат. Ĕнерхи номерте эпĕ лотерея выляса илни çинчен çырнине вуласан çемйипех хĕпĕртерĕмĕр. Тавтапуç сире пурсăра та уншăн. Ывăнмасăр ĕçлĕр. Пире малашне те çапла савăнтарса тăрăр,- тет Нина Павловна телейлĕ билет тухнишĕн савăннине пытармасăр.- Ентешсене вара «Канаш» хаçата çырăнса илме сĕнетĕп. Çырăнăр, унта мĕнпур кирлине тупатăр!
 
: 785, Хаçат: 31 (1175), Категори: Cырaнтару

Комментарисем:

Kamruzzaman (2014-05-08 18:00:05):
Briclianle for free/ your parents must be a sweetheart and a certified geniusĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: