Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ял çамрăкĕсен II форумне Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Николай Фёдоров уçнă. Тĕлпулу утă уйăхĕн 25-29-мĕшĕсенче Ульяновскри П.А.Столыпин ячĕллĕ патшалăх ял хуçалăх академийĕнче иртнĕ.
Форум ĕçне Раççейри 44 субъектран тата çичĕ ют çĕршывран 300 ытла ял çамрăкĕ хутшăннă. Вĕсен хушшинче ялсенчи çамрăксен организацийĕсен хастарĕсем, ял хуçалăхĕпе промышленность комплексĕсен специалисчĕсем, çамрăк ăсчахсем (фермерсем, ял хуçалăх усламĕн представителĕсем). Тĕллевĕ – ял çамрăкĕсене пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ пĕрлешĕвне (ВТО) кĕнĕ çĕршывсен опычĕпе паллаштарасси тата аталану ĕçне çывхартасси.
Пухăннисене саламланă май Николай Фёдоров çамрăксем общество пурнăçĕнчи чи пуçаруллă, пултаруллă, социаллă яваплă вăй иккенне палăртса хăварнă. «Сирĕн хăйнеевĕрлĕ шухăшăрсене, хатĕрлевĕрсене, кăмăлăрпа тăрăшуллă ĕçĕре пула çĕнĕ тӳпесене ăнăçлă пăхăнтарма май пулĕ,-тенĕ Николай Васильевич.- Пуçарăвăрсене пурнăçа кĕртме, яланах шыравра пулса нумай çĕннине тупма ăнăçусем сунатăп».
Мероприяти вăхăтĕнче РФ ял хуçалăх министрĕ «Государственная поддержка сельхозпроизводител ей – приоритеты и перспективы развития в условиях ВТО» çавра сĕтел ĕçне хутшăннă.
Николай Фёдоров сăмахĕпе, Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ пĕрлешĕвне кĕни çĕршыв экономикине çирĕплетме çĕнĕ майсем туса парĕ.
Çавра сĕтел ĕçĕ вĕçленсен министр ял хуçалăхĕпе промышленность комплексĕнче тăрăшакан çамрăк ăсчахсен çĕнĕлле ĕçлеме йыхăракан проектсен экспозицийĕпе паллашнă. Презентаци стенчĕсемпе паллашнă май Николай Фёдоров Ульяновск çамрăкĕн Елена Ковалёван тата Краснодар йĕкĕчĕн Иван Лебедовскийĕн проекчĕсемпе кăсăкланса кайнă.
Ĕçлĕ çулçӳревне вĕçленĕ май РФ ял хуçалăх министрĕ чаплă лару-тăрура ял хуçалăхĕнче малта пыракансене чысланă – «Волжанка» ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченне Галина Фадеевана тата Ульяновскри ял хуçалăх ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн тракторист-машинист не Рауил Шакирова «Почётный работник АПК России» паллă панă.
 
: 975, Хаçат: 31 (1175), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: