Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Енри Комсомольски районĕнчи Шурут пики Роза Тихонова шкул хыççăн малтан ĕçлесе пăхма шутлать. Кӳршĕри Шăмăршă районне кĕрекен Пăчăрлă-Пашьелĕнчи участокри пульницана регистратор пулса вырнаçать. Икĕ çул ĕçлет вăл сиплев çуртĕнче. Шăп çавсем ун пурнăçне тĕпрен улăштарса яраççĕ те – Роза медицина институтне вĕренме кĕме тĕв тăвать. 1963-1969 çулсенче Хусанти медицина институтĕнче аслă тухтăр пĕлĕвне илет.
Çамрăк специалиста Челябинск облаçĕнчи Нязепетровск (Нязе шывĕ хĕрринче вырнаçнă илемлĕ пĕчĕк хула) хула пульницине ĕçлеме яраççĕ. Ача-пăча тухтăрне, вăтам йăрăс пӳллĕ илемлĕ чăваш пикине коллектив та, ачасем те питĕ ăшшăн йышăнаççĕ. Виçĕ çултан тăван тăрăхалла таврăнма шутлать, хаклă çынсемпе юнашар пулас килет.
1971 çултанпа Çĕнĕ Ульяновскри (ун чухне район пульници шутланнă) А.Ф.Альберт ячĕллĕ хула пульницин ача-пăча тухтăрĕ, 1986 çултанпа инфекци уйрăмĕн пуçлăхĕ. Унсăр пуçне Роза Викторовна Тихонова хулан инфекци службине ертсе пынă. 2010 çултанпа хăйĕн сывлăхĕ хавшама пуçланипе пенсие каять.
- Анне, Елизавета Федотовна Ильичёва, нумай çул хушши Пăчăрлă-Пашьел ялĕнчи участокри пульницинче медицина сестри пулса ĕçлерĕ,-аса илет Роза Викторовна.- Çирĕм çул ытла. Анне маншăн тĕслĕх пулнă.
Тарават хĕрарăма тухтăр ĕçĕнче пулса иртнĕ тĕрлĕ тĕслĕхсем çинчен каласа пама ыйтрăм. «Астăватăп-ха, палатăра тăватă уйăхри арçын ача выртать, кăрт-карт туртăнса илет. Хăвăрт алла илтĕм те процедура кабинетне йăтса кайрăм. Александра Коннова медицина сестрине ачана юн тымарĕнчен эмел яма хушрăм, кислород патăмăр. Укол вăхăтĕнче пĕчĕкскерĕн чĕри ĕçлеме чарăнчĕ. Ачан чĕрине массаж тăватăп, кислород паратăп. Сасартăк пепке сывласа илчĕ. Лăпкăн сывлать. Александра Николаевна мана алăран тытрĕ, кушетка çине ларса канма ыйтрĕ. Унăн ОРЗ чирне пула ӳпки шыçма пуçланă. Ача чиперех сывалса тухрĕ.
Тепĕр тĕслĕх вунă уйăхри Валентина Корниловапа çыхăннă. Ульяновскри инфекци пульницинчен сипленсе тухнă хыççăнах килĕнче температура хăпарса каять. Васкавлă пулăшу машинипе Çĕнĕ Ульяновск пульницине пирĕн уйрăма илсе килчĕç. Пӳрлĕ минингит диагноз лартрăмăр. Тĕрĕс сипленипе ача хăвăрт сывалма пуçларĕ, 1 уйăх çурăран килне кăлартăмăр. Кăçал Валентина университетран вĕренсе тухрĕ. Кулăшла тĕслĕхсем те пĕрре мар пулнă. Ачана сывлăш çулĕ пӳлĕннипе васкавлă пулăшу кирлĕ, реабилитаци тунă вăхăтра санитаркăна электроотсос илме ятăмăр. «Хăвăртрах!»- тетĕп. Вăл пĕр самантран пылесос илсе килчĕ. «Вĕсен урăхли çук», - тет. Те кулмалла, те йĕмелле. Вăхăтра тĕрĕс диагноз лартни ачан пурнăçне çăлса хăварать. Белый Ключран çулталăк та икĕ уйăхри арçын ачана илсе килчĕç. Пепке хăсать, пĕрре те çăмăлпа тула тухмасть. Эппин, пӳре çителĕксĕр ĕçленине пĕлтерет ку тетĕп. Пĕрремĕш пулăшу парса васкаварлăн Мускава ăсатрăм. Унта ăна кĕтсех тăнă. Тĕп хула пульницинче операци ирттерсе искусственнăй пӳре лартнă. Паян çакăншăн Мускава каймалла мар, Ульяновскрах улăштараççĕ. Арина Миккана, сăмах май, кунтах сиплерĕç.
Роза Викторовна 62 çул тултариччен куллен ачасен сывлăхĕн хуралĕнче тăрăшнă. Пӳлĕмре кунсерен аллăшар чирлĕ ача йышăннă. «Хăйне хăй çирĕп тытакан пысăк профессилле тухтăр канашĕ Çĕнĕ Ульяновскра питĕ паха", - çапла хак параççĕ ун ĕçне пĕрле вăй хунă тухтăрсем. Роза Тихонована кунта питĕ хисеплеççĕ, питĕ юратаççĕ. Ку хулара çеç ун пӳлĕмĕ урлă виçĕ ăру сипленсе тухнă. Малтанхисем паян 40-42 çулпа пыраççĕ. Чылай çул педиатр тивĕçĕсене пурнăçланă-çке.
– Коллектив мана каялла таврăнма тархаслать, паян Çĕнĕ Ульяновскра ман пек ятарласа вĕреннĕ инфекционист тухтăр урăх çук,-тет аслă категориллĕ тухтăр. - Эпĕ васкамастăп-ха. Сипленес тетĕп çине тăрсах.
 
Çĕнĕ Ульяновск хули.
 
: 1111, Хаçат: 31 (1175), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: