Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ çул Анне кунĕнче (чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче) Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр облаçри пилĕк амăшне «Ача амăшĕн мухтавĕ» 3 степеньлĕ медаль парса чысланă. Вĕсен хушшинче чăваш хĕрарăмĕ - Чăнлă районĕнчи Вăта Тимĕрçенте пурăнакан Нина Ивановна Блогороднова.
-Унччен кун пек хисепе тивĕçменччĕ. Правительство çуртĕнче йышăнчĕç, çемйипех пыма юратчĕ. Кашни çемьене пилĕкшер пин укçа пачĕç, чей ĕçмелли сервиз, фотоаппарат парнелерĕç. Эпир виçĕ ачапа кайрăмăр, ыттисем ĕçлетчĕç. Кайран пурне те хăналарĕç, - каласа парать Нина Ивановна.
Нина Ивановнапа Валерьян Владимирович пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ. Кукаçипе кукамай ята илтнĕ ĕнтĕ вĕсем. Аслă ачисем – Клавдия, Татьяна, Владимир, Иван - кайăк чĕпписем пек тăван йăвинчен вĕçсе тухса урăх çĕрте тĕпленнĕ. Юрать-ха, кĕçĕн хĕрĕ Валерия пĕрле, вăл 7-мĕш класра вĕренет.
Блогородновсем иккĕшĕ те çак ялтах çуралса ӳснĕ. 1961 çулхи Нина Ивановна вунсаккăр тултарсанах амăшĕсĕр тăрса юлнă. Çемьере асли пулнипе хăйĕнчен кĕçĕнрех тăватă йăмăкĕпе шăллĕне пăрахса хăварма пултарайман вăл. Амăшĕ вырăнне хăйĕн ăшшине пама тăрăшать пĕртăванĕсене.
- Вунă класс пĕтерсен ялтах юлтăм. Атте кĕçех тепре авланчĕ. Эпĕ Ульяновскри кооператив училищине вĕренме кĕтĕм. Практикăна яла килтĕм те вырăн пулманнипе почтальона вырнаçрăм. Çакăнтах юлтăм. Кайран колхоза куçрăм. Чĕкĕнтĕр çумланă, темиçе çул сысна ферминче, ĕне ферминче, учётчицăра вăй хунă. Сисмерĕмĕр те – ферма саланчĕ, колхоз пĕтрĕ. Пĕр вăхăт стаж ан пĕттĕр тесе хуралта тăтăм. Ĕçлес тесен те ĕç çук вĕт. 2011 çулхи кăрлач уйăхĕнче пенсие кайрăм. Ветеран ята илме стаж пухăнмарĕ. Такама кӳренмелле? Нихçан та кахалланса ларман, ĕçрен хăраман, стаж çитмерĕ, - каласа парать пилĕк ача амăшĕ.
Валерьян Владимирович шкул пĕтеричченех колхоз ферминче ĕçленĕ. Çул çитсен салтакра хĕсметре пулнă, таврăнсан Аслă Нагаткинти училищĕре электрика вĕреннĕ. Специальноçĕпе ĕçлемен вăл, фермăна вырнаçнă та мĕн колхоз саланичченех выльăх пăхнă. Халь иккĕшĕ те килте, икĕ анкарти, выльăх-чĕрлĕх картиш тулли усраççĕ. Ĕнепе сыснасем, лаша тытаççĕ.
Çăмăл пуçланман çамрăксен 1981 çулта чăмăртаннă çемье пурнăçĕ.
-Пĕрлешсенех хунямасем тăм пӳрт илсе пачĕç. Тĕрĕссипе, анкартишĕн илнĕччĕ вырăнне. Тăмран хăçан та пулин йывăç пулĕ-ха терĕм. Уйрăлса тухсан вара пире йывăç пӳрт туянса пачĕç. Хулана куçса кайма та тесе шутланăччĕ çамрăкрах чухне. Вăл вăхăтри колхоз председателĕ Г.Е.Рахманов колхозра аван ĕçленипе пире шутсăр кăларса ярасшăн пулмарĕ. Вара халь пурăнакан çурта пачĕç. 1997 çулта кашни ача валли уйрăм пӳлĕм пултăр тесе пристрой турăмăр. Халь çак капмар çуртра тăваттăнах пурăнатпăр,- тет Нина Ивановна.
Тăваттăмĕшĕ вăл – Нина Ивановнан ашшĕн йăмăкĕ, ачаранпа сусăр Зинаида Евгеньевна Елеськина. Ашшĕ-амăшĕ вилсен аккăшне хăйсен çемйине илеççĕ ырă чĕреллĕ Блогородновсем. Унтанпа 30 çул иртнĕ. Тип-тирпейлĕ тăхăннă ватă ытлашши ниçта та хутшăнмасть. «Лартăр, кансĕрлемест вăл пире. Унсăр кичем те». «Канаша» юратсах вулать вăл. Эпир нумай çул çыранатпăр ĕнтĕ чăваш хаçатне , - теççĕ вĕсем.
Блогородновсен аслă тăватă ачи ялти шкулта 11 класс пĕтернĕ. Кĕçĕнни Валерия та вăтам пĕлӳ ялтах илесшĕн. Ачисем пурте «4» тата «5» паллăсемпе вĕреннĕ. Çав вăхăтрах килти хуçалăхра ашшĕ-амăшне те яланах пулăшнă. Аслă хĕрĕ Клавдия бухгалтер профессине алла илнĕ, халь автозаводра ĕçлет, Татьяна – садикра воспитатель. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Владимир Ульяновскри техника университетне вĕренме кĕнĕ, анчах салтак хыççăн каччăн кăмăлĕ улшăннă, автозавода ĕçлеме вырнаçнă. Иван Ульяновскри педуниверситетра физвоспитани факультетĕнче, 5-мĕш курса куçнă. Ялан спортпа туслă пулнă каччă. Чупассипе тĕрлĕ ăмăртусенче малти вырăнсене тухнă. Канмалли кунсенче, отпускра Блогородновсен ачисем пурте тăван килте пухăнаççĕ, май пур таран ашшĕ-амăшне пулăшса хăварасшăн.
Нина Ивановна виçĕ мăнукне (асли 10 çулта) те хăйĕн ачисем пекех ĕçе хăнăхтарма тăрăшать. Çĕр улми çумламалла-и, пахча шăвармалла-и – мăнукĕсем ялан кукамăшĕпе юнашар.
- Ачасене юнашар лартса ăслăлăх сăмахĕсемпе воспитани паман эпир. Пурнăç, ĕç, ашшĕпе иксĕмĕр мĕнле пурăнни, ял-йышпа, тăвансемпе хутшăннни тĕслĕх пулнă. Шкулти пухусенчен нихăçан та юлман, çамрăкрах чухне унти тĕрлĕ мероприятисене те хаваспах хутшăннă, ачасемпе походсене çӳренĕ.
Вĕсем аван, çынна юрăхлă пулнишĕн чĕререн савăнатпăр,- теççĕ Блогородновсем.
 
: 1014, Хаçат: 31 (1175), Категори: Нумай ачаллa семье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: