Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри Тури Террасăри Деев тăкăрлăкĕ чăваш ялĕн урамне аса илтерет. Кунта йĕркипех чăваш çемйисем пурăнаççĕ: пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ, хăнана çӳреççĕ. Кил-çурчĕ илемлĕ тирпейлĕ, йĕри-тавра чечек ешерет. Вĕсенчен пĕринче – Раиса Чурбанова пурăнать. Чăваш Енри Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалта çуралса ӳснĕскер Чĕмпĕре 1987 çулта килсе тĕпленнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен Ульяновскри техника колледжĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
-Шкулта вĕреннĕ чухне темшĕн манăн питĕ пионервожатăй пулас килетчĕ. Пионерсен ертӳçин ăслă, пуян тавракурăмлă пулмалла тесе нумай вулаттăм. Пирĕн килте те кĕнеке нумайччĕ. Атте нумай çул колхоз председателĕнче ĕçлерĕ. Анне вĕреннĕ çын пулмасан та вулама юрататчĕ, нумай пĕлетчĕ. Астăватăп-ха, тантăшсемпе пирĕн патăмăрта пухăнаттăмăр та, анне пире кĕнеке вуласа паратчĕ. Эпир тимлĕ итлесе лараттăмăр. Çапла аслисем пире пĕчĕклех пĕлӳ тĕнчине илсе кĕнĕ. Çемьери пилĕк ачине вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăратрĕç аттепе анне. Халĕ сакăрвуннăпа пыраççĕ.
Шкул пĕтерсен эпĕ Шупашкарти патшалăх уни-верситетĕнчи историпе филологи факультечĕн вырăс чĕлхипе литературин уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Чăвашлăхри паллă ентешсемпе: Валерий Туркайпа, Анатолий Смолинпа, Геннадий Архиповпа – пĕр юхăмра вĕренсе пытăмăр. Халĕ вĕсене курсан, вĕсен пултарулăхĕпе паллашсан мухтанатăп,- каласа парать Раиса Александровна.
Диплом илсен тăван шкулнех ĕçлеме таврăнать вăл. Чăваш ачисене юратсах вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Ставка çурăпа ĕçленисĕр пуçне класс тулашĕнчи ĕçсемпе нумай аппаланать. Хăй тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлайман хăш-пĕр класс ертӳçишĕн те ĕçлеме тӳр килнĕ ăна. Пур енĕпе те тĕслĕхлĕ вĕрентӳçе часах коммунистсен ретне йышăнаççĕ. Вăл районта "Чи лайăх комсомолец учитель" ята тивĕçет. 25 çулта çеç пулнă-ха ку вăхăтра.
Чукалта тăватă çул ĕçленĕ хыççăн Раиса Александровна Ульяновска килсе тĕпленет. Хăй вырăнне вара чи çывăх хĕр тантăшне Елизавета Васильевнана ĕçлеме хăварать. Хĕр тантăш тенĕрен, пĕрле çара уран чупса ӳснĕ, кайран университетра пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсемпе вăл çыхăну çухатмасть. Çулталăкра икĕ хутчен тĕл пулаççĕ. Нумаях пулмасть ултă тус Евпаторие кайса каннă. Каникула вăл Елизаветăн тăваттăмĕш класа куçнă ывăлне хăнана илсе килнĕ.
Çĕнĕ хулана килсен эпĕ 212-мĕш номерлĕ ача садне вырнаçрăм. Группăсем нумайччĕ ун чух. Çĕнĕ хулара кăна садсене мĕнпурĕ 12,5 пин ача çӳретчĕ тата 12 пинĕ черет кĕтетчĕ. Воспитатель ĕçĕсемсĕр пуçне халăх контроль тивĕçне шанса пачĕç. Ĕçĕ питĕ яваплă, кăткăс пулин те кăмăллаттăм. Ултă çултан мана хулари 30-мĕш техника училищине ĕçлеме чĕнчĕç. Халĕ вăл техника колледжĕ. Кунта тата 19 çул вĕрентрĕм. Çамрăксем бюджет шутĕнчен автомеханик, автотехник, технолог, повар, кондитер специальноçĕсене алла илеççĕ. Вырăс мар халăх ачисемпе уйрăмах тимлĕ ĕçлетĕп. Танлаштару урокĕсем ирттеретĕп. Тĕслĕхрен: «лаша» сăмах тутарла – «алаш», мăкшăлла – «алаша». Çавнашкал пĕрпекрех янăракан сăмахсем эпир тăванла халăхсем пулнине, пирĕн туслă пурăнмаллине пĕлтереççĕ-çке-ха… Мухтанмасăр калатăп, мана мĕнпур наци ачи: «Вы наша самая любимая учительница», – тет. Манăн пĕр халăха мухтас, теприне, тиркес, хама мăна хурас йăла çук. Пурне те пĕр пек юрататăп,- тет йăл кулса вĕрентӳçĕ.
Кăçалхи вĕренӳ çулĕнчен вăл çак ĕçе пăрахасшăн. «Çитет, çамрăксене çул уçса памалла,- тет сăпайлăн. – Эпĕ тивĕçлĕ канăва кайни тăватă çул ĕнтĕ».
Раиса Александровна тĕрлеме, пахчари чечекĕсемпе аппаланма юратать. Чăваш спектаклĕсемпе концертсем килсен ун пирки васкасах тăванĕсемпе юлташĕсене пĕлтерет, пуçтарăнса халă-хăмăрăн пултарулăхне курса киленеççĕ. Ĕмĕрĕпех вырăс чĕлхине вĕрентнĕ пулин те тăван чĕлхе уншăн çывăхрах. Мĕншĕн тесен вăл – амăш чĕлхи.
Ульяновскри Тури Террасăри Деев тăкăрлăкĕ чăваш ялĕн урамне аса илтерет. Кунта йĕркипех чăваш çемйисем пурăнаççĕ: пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ
 
: 987, Хаçат: 31 (1175), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: