Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кану кунĕсем хыçа юлчĕç. Шăрăх, лĕм çил те çук. Миçе литр шĕвек ĕçĕнчĕ-ши çак вăхăт хушшинче? Урампа пыратпăр: ачасемпе Атăл хĕрринчи кану паркĕнчен таврăнатпăр. Мĕн сăнатăп-ха эп хирĕç килекен кашни çын аллинчех — ĕçмелли хатĕр тултарнă савăт. Çăл шывĕ е кранран тултарнă (тен, вĕретнĕ) хлор тути те сĕвĕрĕлмен ахаль ĕçмелли тетĕр-и? Бутылкисем, пластик хатĕрĕсем пĕринчен тепри илемлĕ. Мĕнле ятли кăна çук вĕсен хушшинче. Тĕсĕпе, тутипе, шăршипе çеç мар, ячĕсен янравлăхĕпе илĕртеççĕ вĕсем ачасене, çамрăксене.
Аван каннă ятпа пицца кĕрсе çиме шутларăмăр. Кăлпассипе сыр шăрши сăмсана евĕклĕн кăтăклать. Ачасем пĕр харăс пиццăна çăтса ямалли шĕвек туянма хистеççĕ. «Ав, çавна, çавна! Лимонад»,-шапăлтатаççĕ вĕсем. Хаваспах çиме-ĕçме пикентĕмĕр. Ăнсăртран куç çак шĕвеке мĕнрен-мĕнрен туни патĕнче тытăнса тăчĕ. «Кофеин!»-тенĕ унта самаях пысăк саспаллисемпе. Ман чĕре çурăлчĕ тейĕн. Шарт! турĕ.
Сутуçа мĕншĕн ачасене кунашкал «хăрушă шыв» сутатăр текен ыйту пĕртте хăратмарĕ курăнать. «Энергетика шĕвекĕ, ывăннă хыççăн вăй хушакан шыв. Ăна сутма мана никам та чарман»,-терĕ. Ăçтан вăй хуштăр вăл наркотик япали кофеин – пуçа минретекен япала?
Паянхи çамрăксем энергетика шĕвекне килĕштернине пĕлместпĕр мар-ха эпир. Илтнĕ. Анчах та ăна ан ĕçчĕр тесе халиччен нимĕн те туман. Хыçалтан сыхласа çӳреме май çук, укçа памасан çавах тупаççĕ, тусĕнчен илеççĕ. Каланине итлеççĕ-и вĕсем хăйсене пирĕнсĕрех аслăланнă, «ăслă» туйма пуçланă тĕпренчĕксем. Пĕрисем тăнлаççĕ те пуль, хăшĕсем пĕр хăлхинчен кĕртсе тепринчен кăларса яраççĕ. Анчах та ют çĕршывра (ытларах чухне çичĕ тинĕс леш енче кăларнисене сутаççĕ) кăларнă банка йăтса пынине пĕрре мар курнă. Ан кулян, савăн, сăра мар, эрех мар, энергетика шĕвекĕ çеç теççĕ. Спортзалта ĕçлеме хавхалантаракан спорт шĕвекĕ, вăй хушакан шыв теççĕ ун пирки 12-15 çулхи ачасем, 16-22 çулхи яшсемпе хĕрсем. Кашни киоскрах сутнăран уроксем умĕн те, вăхăтĕнче те ĕçме пултараççĕ. Анчах та чăнахах та вăй хушать-ши вăл, тен, хирĕçле – вăя илет? Хăнăху пуçланать.
Кăçал РФ Патшалăх Думин депутачĕсем энергетика шĕвекне сутма чарасси пирки саккун проектне хатĕрленĕ. Çак хыпар мана, виçĕ ача амăшне, пĕр ӳстермесĕр каласан савăнтарчĕ. «Алкогольсĕр энергетика напитокĕсене (кунта тонуса хăпартакан кофеин мар, ӳсен тăран компоненчĕсем пур шĕвексем те кĕреççĕ – автортан) ĕçме чарассипе тавар çаврăнăшне кĕрессинчен пӳлесси» саккун çул çитмен ачасене лавккасенче шăп çак шĕвеке сутма чарассипе çыхăннă. Депутатсем сĕннипе 18 тултарман яшсемпе хĕрсен лавккана паспорт таврашне чиксе çӳремелле, сутуçсен паспорта уçса пăхмалла пулать. Унсăр пуçне ку шĕвеке ача-пăча, вĕрентӳ, физкультурăпа сиплев, спорт, медицина учрежденийĕсенче, культура çурчĕсемпе юнашар, обществăлла транспортăн пур тĕсĕнче те сутма чарĕç.
Çыннăн талăкне кофеин ĕçме юрăхлă виçи 150 мг танлашать. Çур литр энергетика шĕвекĕнче ( пĕр кĕленчере-банкăра) вăл самай ытларах. Çак шыва ĕçме юратакансем ăна тӳрех икĕ е виçĕ кĕленче туянаççĕ. Вăт шутлăр, куллен миçе миллиграмм кĕрет çын организмне? Статистика кăтартăвĕ тăрăх, Раççейре эрнере пĕр çын 128 мл (миллилитр) кофеин ĕçет. Çакăн йышши шĕвеке пĕр ĕçме тытăнсан чарăнма питĕ йывăр. Тĕпрен илсен энергетика шĕвекне юратакансем шутне 17-24 çулхи арçынсем кĕреççĕ: дискотекăсене, каçхи клубсене, спорт тата тренежер залĕсене çӳрекенсем. АПШра çул çитмен ачасен 30-50 проценчĕ унпа киленет иккен.
Енчен те çĕнĕ саккун хута кайсан Раççей – энергетика шĕвекне сутма чарнă тĕнчери пĕрремĕш çĕршыв пулĕ. (2010 çулта АПШри Вашингтон штатĕнче алкоголь пур энергетика шĕвекне сутма чарнă. Уйрăмлăхне чухларăр пуль – алкоголь пур шĕвек).
Кофеин наркăмăшĕ ачана вĕлерме те пултарать тесе çирĕплетеççĕ тухтăрсем. Шкул ачисенчен мĕншĕн ĕçетĕр тесе ыйтсан: «Ку чаплă, вăйлă!» – теççĕ. Туйăмсен капланăвне пытармаççĕ. Диетолог-педиатрсен шучĕпе, калори шайĕ пысăк пулнипе энергетика шĕвекĕ çынна хăвăрт мăнтăрлатать. Самăрлăх чире ярать. Мĕнле спорт шĕвекĕ пултăр ара вăл ӳте хитрелетес вырăнне хушсан?
Медицина ăсчахĕсем тĕпчесе пĕлнинче ним савăнмалли те çук: кофеин вилĕм патне илсе çитерме пултарать, аталанакан ача организмĕнче каялла таврăнайми процессем пуçланаççĕ. Кофеинта ачана ӳсме чаракан, тимлĕхне чакаракан компонент пур. Ташлама, спортпа туслашма вăй юлмасть. Психикăпа эндокрин тытăмĕсем пăсăлаççĕ. Çын маларах та чирлекелесе тăнă пулсан кофеин сывалма шанчăк та хăвармасть. Çак шĕвеке ĕçнĕ хыççăн йĕркене пăснă тĕслĕхсем нумай тĕл пулаççĕ. Асăрханă пулсан, энергетика шывне ĕçекен çамрăксем ыттисемпе пĕр тан мар туяççĕ: малтан савăнаççĕ, кулаççĕ, шăл йĕреççĕ, кайран вĕсене ывăннă тĕс çапать, депрессие кĕрсе ӳкеççĕ. Банкăри шыва татах та татах ĕçес килекен туйăм çуралать. Унтан вара наркотик, алкоголь çине куçаççĕ. Çакă питех те хăрушă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнас текенсем валли чи аван та усăллă шыв вăл – çăл шывĕ. Ахаль шыв сире вăй та хушать, пурнăç еплерех илемлине те кăтартать. Пуçăр та çумăр хыççăнхи уçă сывлăшран çеç çаврăнать.
 
: 988, Хаçат: 31 (1175), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: