Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юлашки 30 çул хушшинче Раççейри тата ют çĕршыври официаллă статистика ĕçекен хĕрарăмсен шучĕ ӳснине палăртать: унччен хĕрарăмсен 8 проценчĕ ĕçкĕпе иртĕхнĕ пулсан халĕ –30. Хĕрарăмсем ку енĕпе те арçынсенчен пĕртте юласшăн мар. Интереслĕ, çынна ĕçме чарма халăх йăли те, тĕн те пулăшаймасть.
 
Раççейре ĕçесси тахçанах культ пулнă. 1906 çултах Раççей спирт шĕвекне ĕçессипе тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăл вăхăтра общественность ĕçкĕлĕхпе кĕрешмелли пирки калаçма тытăннă. 1914 çулта ятарлă хушу кăларнă.
Хальхи саманара эрехрен нумай çын хур курать. Кашни çул ӳсĕр ашшĕ-амăшĕ хĕненипе е ытти айăппа 7 пин ача, ӳсĕрле хирĕçсе çапăçнипе 15 пин хĕрарăм тата 4 пин арçын вилет. Çапла çулталăкра 26 пин çын усал шĕвеке пула çут тĕнчерен уйрăлать. Танлаштарма: 10 çул пынă афган вăрçинче 15 пин салтакĕ вилнĕ.
Ӳсĕр хĕрарăм – куçа савăнтаракан чăнлăх мар. Хĕрарăм ĕçсен çемье тусать, пĕтĕм кил-çурт саланать. Ачисем те воспитани илейменнипе час-часах тĕрĕс мар çул çине тăраççĕ.
Мĕнле сăлтавсене пула тата мĕнле ĕçме пуçлать-ха хĕрарăм?
Ыйтăва пирĕн вулакансем хуравлаççĕ.
В. А. Селендеев (Чăнлă районĕ,Чăвашкасси):
-Иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсенче чăвашсем те ĕçме тытăнчĕç. Анне туйран та çур четвĕрт эрех юлать тесе калатчĕ. Халăх ĕçке юратман та, ырламан та, ĕçленĕ. 70-80-мĕш çулсенче ĕçке юратакансем нумайлансах кайрĕç, халĕ вара – калама та хăрушă. Бегара пăхатăп, шăрăхра та 7-8 хĕрарăм пухăнса ларнă – эрех ĕçеççĕ. Эп нихăçан та эрех ĕçмен, çав хĕрарăмсене курсан кăмăл пăсăлчĕ.
Мĕншĕн ĕçеççĕ? Тен, укçи пит нумай. Ку та пăсать. Унччен çĕршывра кĕнеке кульчĕ пулнă, пурте кĕнеке вуланă. Кайран кино кульчĕ, халĕ – укçа. Эп ав укçа тытса курман, мана вăл кирлĕ те пулман – ĕçмен, туртман. Апат-çимĕçе мăшăр пĕçерсе панă. Укçа алла лексен кашни хĕрарăм унпа тĕрлĕрен усă курма пултарать. Тепĕр сăлтав – ĕç çукки тата кахалланни. Виççĕмĕшĕ – пĕрле пухăнса ĕç туни. Унччен нимене пухăнсан та çынсем ĕç хыççăн килне васканă, пĕри те сĕтел хушшине кĕрсе саркаланса ларман. Халĕ пĕр ĕç те ĕçкĕсĕр вĕçленмест. Ĕçессишĕн ĕçлеме пыракансем те пур. Асаттесен йăли пĕтрĕ, самана улшăнчĕ. Тата çакна каласшăн, хĕрарăма пурин те хисеплемелле, мĕншĕн тесен вăл - анне. Мĕнле тăвăлса çитсен те çакна манмалла мар. Хĕрарăмăн та хăйне хисеплемелле.
Ирĕклĕх те пире пăсать, эпир унпа тĕрĕс усă курма пĕлместпĕр. Ирĕклĕх тесе тем тума та юрать тетпĕр, чаракан çук хĕрарăмсене. СССР вăхăтĕнче ĕçекенсене пухусенче вăрçатчĕç, халь ун пекки çук.
А.М.Богатов (Ульяновск):
- Сăлтавĕсем нумай, пĕрре кăна мар. Ĕçке ересси хĕрарăмăн характерĕнчен мар, пурнăçри лару-тăруран нумай килет – çывăх çынна çухатни, телейсĕр юрату, кĕвĕçӳ... Эрехе юратнипе ĕçекенсем сахал. Малтан çын пурĕпĕр пĕр-пĕр сăлтава пула ĕçме тытăнать, кайран майне кăна шырать. Пурнăç хăйĕн условисене сĕнет. Хĕрарăм ĕçни – обществăшăн трагеди, общество хăй хĕрарăм ĕçнĕрен ытларах хур курать. Мĕншĕн тесен вăл – ачасене воспитани параканни. Çавăнпа та ĕçекен хĕрарăм çине сӳрĕккĕн пăхмалла мар, ăна чиртен хăтăлма пулăшмалла.
Пĕтĕмĕшле сăлтавĕ вара – халăх культури пĕчĕк шая анса ларни. Культурăна коммерцие кĕртсе яни (вулавăшра тӳлесе кĕнеке илмелле, клубсен хăйсен укçа ĕçлесе илмелле) халăх культурине пĕтерчĕ. Культурăна аталантарсан, çĕклесен кăна хĕрарăмсем те, арçынсем те ĕçме чарăнĕç.
В.А.Алексеева (Ульяновск):
-Ĕç коллективĕсенче те час-часах ĕçеççĕ хĕрарăмсем. Отпуска каяççĕ, канса таврăнаççĕ – эрех лартаççĕ. Çакăнтан та хăнăхма пулать. Ĕçменнисене хистеççĕ, çапла çемçе кăмăллисем чире ереççĕ.
Е.П.Фёдорова (Ульяновск):
-Хĕрарăмсем халĕ суту-илӳре кăна ĕç тупма пултараççĕ – лавккара, пасарта, кафесенче. Ку вырăнсем вара мĕн ĕлĕкрен ĕçкĕсĕр пулман, кунти ĕçченсем куллен сыпкаланă. Халĕ те çапла.
Т.И.Васильева (Ульяновск):
-Ялти хĕрарăмсем нумай сыпаççĕ. Упăшкисем Мускава е ытти çĕре «шапашкă» тума тухса каяççĕ, укçине кал-кал илсе килсе хăвараççĕ. Ĕçе кайман ирĕкри хĕрарăмсем вара кичемрен кӳрши-юлташĕпе пухăна-пухăна ĕçеççĕ. Çапла рет тăваççĕ.
С.Г.Никитина (Ульяновск):
-Ĕçекен упăшкапа пурăнакансем кайран хăйсем те тарăхнипе ĕçме тытăнаççĕ. Арçын авланичченех ĕçет пулсан – сире темле шантарсан та улшанасса ан кĕтĕр.
П.С.Краснов (Аслă Нагаткин):
- Йăхран пыракан чир теме те юрать. Хĕрача ӳсекен çемьере пурте ĕçсен – унăн та эрех патне туртăмĕ пысăк пулать. Ачасене ашшĕ-амăшĕн черкке тытнине май пур таран сахалтарах кăтартмалла.
И.Е.Ярмушова (Ульяновск):
- Хĕрарăм физиологи уйрăмлăхне пула та ĕçме вĕренет. Менапауза вăхăтĕнче ватлăх кунĕсенче хăйне пит начар туйнипе лăпланас тесе ĕçсе майĕпен хăнăхаканнисем те чылай.
 
: 974, Хаçат: 31 (1175), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: