Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ТАТСАН ЛАЙĂХ-И, ТАТМАСАН-И…
 
Кăмпа – çут çанталăк парнелекен чи паха çимĕçсенчен пĕри. Унра этем организмĕшĕн усăллă хутăшсем – белок, ӳсен-тăран çăвĕçем, тĕрлĕ витамин (С, Е, РР тата В ушкăнрисем, Д провитамин), микроэлементсем (фосфор, тимĕр, кали, кальци, цинк, хром, йод…) – чылай. Унри бета-глюкансем иммун тытăмне лайăх витĕм кӳнине палăртаççĕ. Анчах вăрман çимĕçне пухма пĕлмелле, вăхăтра тата тĕрĕс тасатса тирпейлемелле.
Пахалăхĕ тăрăх кăмпасене 4 ушкăна уйăраççĕ.
Чи тутлăхлисен шутне кăрăç(груздь), хыр кăмпи (волнушка) тата шурă кăмпа (белый гриб) кĕрет.
Иккĕмĕш ретре – ăвăс кăмпи (подосиновик), хурăн кăмпи (подберёзовик), масла кăмпи (маслёнок).
Сарă кăмпа (лисичка), майра кăмпи (сыроежка), уплюнкка (опёнок) – виççĕмĕш вырăнта.
Хĕрлĕ кăрăç (рыжик), яка кăмпа (сыроежка), çуллахи уплюнкка (летний опёнок), ут тути (свинушка) – тăваттăмĕш ретре.
Хальхи вăхăтра 100 тĕрлĕ кăмпа çиме юрăхлине палăртаççĕ. Вĕсемпе апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте те, медицинăра та анлă усă кураççĕ. 20 тĕрлĕ кăмпа наркăмăшлине, сывлăхшăн сиенлине асăрхаттараççĕ. Вĕсен шутĕнче – шăна кăмписем (хĕрли, симĕсси), суя уплюнкка… Çавăнпа вăрманта хăвăр лайăх пĕлекеннисене çеç пуçтарăр, иккĕлентерекеннисен е пăрахса хăварăр. Сутăн илнĕ чух паллакан çынсенчен çеç туянăр.
Çиме юрăхлă кăмпасемпех наркăмăш-ланакан та чылай. Пухма юраман вырăнта татнăран, тĕрĕс мар тасатса хатĕрленĕрен инкек тӳсеççĕ те. Вăрман çимĕçне пухнă хыççăн нумай вырттармалла мар. Май пур таран хăвăртрах тасатса тирпейлемелле. Татнă хыççăн 3-5 сехетренех вăл хăйпе хăй сиенленме пуçлать, тĕсне те, пахалăхне те çухатма тытăнать. Полиэтилен пакетри пушшех хăвăрт пăсăлать, йĕпе çанталăкра пухни те часах çĕрет.
Кăмпана сивĕ вырăнта та, холодильникра та пĕр талăкран ытла упрама юрамасть.
Ăçта пухни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен таса мар вырăнсенче – аслă çул хĕрринче, çар полигонĕ, хими производстви вырнаçнă, экологи катастрофи пулнă тăрăхра – пуçтарма юрамасть. Мĕншĕн тесен кăмпа наркăмăшсемпе радиактивлă хутăшсене хăй çумне пуçтарать. Çакăн пек çĕрте ӳснĕ чи паха шурă кăмпа та вилмеллех наркăмăшлантарма пултарать.
Çĕрнĕ тислĕк çинче, йĕпе вырăнта çитĕннисем типĕ, пурлăхсăр çĕр çине ӳснисенчен сиенлĕрех.
Ватăлса кайнисене, хуртланнисене те пăрахса хăварăр, вĕсем вар-хырăм чирĕсене аталантарма пултараççĕ.
Вăрман çимĕçне тымарĕпе кăкласа илме юрамасть, тунинчен çĕçĕпе тирпейлĕн касăр, унсăрăн тепĕр çул çав вырăнта кăмпа тухаймасть.
 
: 964, Хаçат: 31 (1175), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: