Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Камăн чунĕ çутă, хĕвеллĕ, ăшă куншăн савăнмасть? Хĕрарăм телейлĕ малашлăхшăн вăрăм та асаплă кун-çул пурăнса ирттерме хатĕр. Çунат сарса çитĕннĕ хĕре ирĕксĕр качча парсан вăл ĕмĕрлĕхех читлĕхе кĕрсе ӳкет.
Марина, йăрăс пӳллĕ, сенкер куçлăскер, шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать. Вĕрентӳçĕ пулма тĕллев лартнăскер педучилищĕне вĕренме кĕрет…
Кану çуртĕнче икĕ çулланнă хĕрарăм паллашаççĕ.Çамрăклă х еплерех иртни çинчен аса илеççĕ. Вĕсенчен пĕри, Марина, училищĕре вĕреннĕ çулĕсене аса илсе:
- Эх, пирĕн ачалăх та, çамрăклăх та питĕ йывăр пулнă.Аякри çула çуран тухса миçе çухрăм танккаман-ши? Канмалли кунсенче, уявсенче киле каяс килетчĕ. Çĕрле тӳпери çутă та тулли уйăх çумăн шуса пынăн туйăнатчĕ. Шанчăк çăлтăрĕ кăмăла çĕклетчĕ. Пирĕн чĕресенче çав тапхăрта юрату туйăмĕ пулман мар ĕнтĕ, - терĕ йăл кулса.
Хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсене нумай тӳснĕ. Ачисене вĕрентсе çын тăвас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Вĕсене те ĕçе хăнăхтарса ӳстернĕ.
Дипломлă Маринăна ял шкулĕнче кăмăллăн кĕтсе илеççĕ. Вăл пуçламăш класс ачисене вĕрентме тытăнать. Вăл халĕ пĕтĕм ял-йышшăн учитель – Марина Николаевна. Çамрăк специалист шăпăрлансене хĕвеллĕ çут тĕнче илемне, пĕлӳ тĕнчин вăрттăнлăхĕсене уçса парать. Микулайпа Улька сăпай та ĕçчен хĕр ӳстерсе çитĕнтернĕ. Ял-йыш хушшинче кĕвĕçекенсем те пур.
Çуркунне – савăнăçлă вăхăт. Сĕвере шур акăшсем çăвăнаççĕ. Çĕмĕртсем шурă е кĕрен çеçке çураççĕ. Тин çеç салтакран таврăннă Ванюкăн çеç кăмăлĕ ăмăр çанталăк пек. Вăрçă нуши витернĕ ăна. Çичĕ çул Хĕвел тухăç чиккин хăйăрлă çĕрне таптанă. Шăрăх çанталăкра шывсăр типсе пурăнса тарпа тумĕ те çуркаланса пĕтнĕ. Сывлăхĕ хавшанă. Çамрăклăхĕ каялла çаврăнса пăхсан та курăнмасть. Юлташĕсем, хĕр тантăшĕсем çемье çавăрма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ванюк иртнине аса илет те – куçĕнчен куççуль юхать. Çурхи çил ăшшăн лăпкаса каччăн шухăш-кăмăлне улăштаратех. Каччă чунĕнче çĕнĕ ĕмĕтсем çуралаççĕ. Салтак çамрăк Марина чĕри патне çывхарма çул шырать.
Вут-çулăм витĕр тухнăскер хĕр умне чĕркуçленсе ларса хăйĕн мăшăрĕ пулма ӳкĕтлет.
Хитре пике ватта юлнă каччă арăмĕ пулма килĕшмест. Нумай шухăшланă хыççăн каччă куккăшĕпе канашлать. Лешĕ – ял Совечĕн председателĕ. Вырăнти власть веçех ун аллинче. Хĕр хăй ирĕкĕпе качча кайма килĕшмесен урăх меслет те тупма пултарать.
Сивĕ те уяр хĕллехи каç. Тулли уйăх çутипе мăрьесенчен тухакан тĕтĕм те аванах курăнать.
Ванюкăн куккăшĕпе инкĕшĕ, юлташĕ Маринасен килĕ умне çитсе алăкĕнчен шаккаççĕ. Микулай çĕрлехи кĕтмен хăнасене уçса кĕртет. Улька та пăшăрханса ӳкет. Алăкран кĕрсенех ял пуçлăхĕ чуна пырса тивмелли сăмахсемпе калаçма тытăнать.
- Хĕрĕре качча памастпăр тетĕр, хăвăр сăмакун юхтаратăр мар-и? Милици чĕнтерсе протокол çыратпăр-и е килĕшетпĕр-и? – каппайланать ял пуçлăхĕ.
Сехĕрленсе ӳкнĕ ашшĕпе амăшĕн унпа килĕшмех тӳр килет. Сĕтел çине апат-çимĕç лартса хĕрне качча пама килĕшеççĕ. Марина никама систермесĕр килĕнчен тухса шăвăнать. Çывăх тăванĕсене пĕлтерет. Ашшĕ-амăшне тĕрмене лартасран хăраса качча кайма килĕшет.
Марина савман упăшки çумĕнче хĕрӳ хĕвелĕн сӳннĕ пайăрки, кивĕ уйăхăн тĕссĕр мĕлки пулса пурнăçăн йывăр лавне туртса пурăнать.
Пĕчĕк çеç лутра пӳртре пысăк çемье пурăнать: хуняшшĕпе хунямăшĕ, Ванюкпа Марина, качча каймасăр ватта юлнă Наçтук.
Тăпра çине вăрлăх пăрахсан мĕн акни тымар ярса шăтса тухать. Çамрăк мăшăрăн та пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ çут тĕнчене килет – Санюк.
Маринан йышлă кил-çуртран уйрăлса тухас шухăш çуралать. Вăл пур çĕре те ĕлкĕрет: шкулта занятисем пĕтсен темиçе гектар чĕкĕнтĕр çумлать, тĕрлĕ хуласене çĕр улми сутма çӳресе çурт лартмалăх укçа пуçтарать…
Ванюк вара йывăр ĕçсене хутшăнаймасть. Сывлăхĕ начар. Килти вак-тĕвек ĕçсемпех çырлахма тӳр килет.
Çемьере Маринана шкул ĕçне пăрахтарас тесе час-часах харкашусем пулаççĕ. Хĕрарăм юратнă ĕçне пăрахмасть. Çĕр улми сутма кайнă вăхăтра ăна ĕçтешĕсем пулăшаççĕ.
Иккĕмĕш пепке çураласса кĕтнĕ вăхăтра çĕнĕ çурт тума тытăнаççĕ. Хулана тăванĕсем патне çĕр выртмаллах кайсан ача çуратмалли вăхăт тытăнать. «Васкавлă пулăшу» часах килмест. Илсе кайсан вăл пульницан йышăнмалли вырăнĕнчех çуратма тытăнать. Марина вилес патне çитсен тин çураттармалли уйрăма илсе каяççĕ. Сивлек чунлă сывлăх хӳтĕлевçисем пепкене çăлса хăвараймаççĕ. Вĕсем ялтан пĕр справкăсăр илсе килнĕ хĕрарăмран учётра тăнине çирĕплетекен тетрадь ыйтса тарăхтарса вăхăта сая яраççĕ. Тухтăрсем сивĕ кăмăллă пулнăран яла вилнĕ пепкепе таврăнаççĕ.
Марина пĕчĕк Санюка юратса ачашлать пулин те, чунĕнче тунсăх, хурлăх хуçаланать.
Ансăр тăкăрлăкăн тепĕр енче çĕнĕ çурт çĕкленсе ларать. Çемье унта пурăнма куçмалли вăхăтра кил-çуртра шăв-шав пуçланать. Çĕнĕ çурта Наçтук куçать.Ванюк ашшĕпе амăшне хирĕç пĕр сăмах та чĕнеймест. Марина Николаевна çак мăшкăла та тӳссе ирттерет.
- Эсир çамрăк-ха, вăйлă. Тепĕр çурт тума пултаратăр, - теççĕ ватăсем.
Чун суранĕсем сипленсен Марина Николаевна ырми-канми, çĕр çывăрмасăр ĕçлесе тепĕр çурт лартмалăх укçа-тенкĕ пуçтарать.Çав хушăра пилĕк ача çуратса ӳстерет. Ал ĕç маçтăрĕ шкулта курав уçать.
Çут тĕнче илемĕ – чĕрĕ чунра, чечек-курăкра, тӳпери пиншер çăлтăрсенче… Çакна Марина Николаевна катан пир çинче сăнлать, шкул ачисене те тĕрлеме вĕрентет. Унăн ĕçĕсем сăваплă вырăнта упранаççĕ.
Йывăр вăхăтсем хыçа юлнă ĕнтĕ. Ачисем çитĕннĕ. Çавах Марина Николаевна ĕçсĕр ларма пултараймасть. Ял-йышран çĕр улми пуçтарса сутма каять. Вăл Мускавра, Волгоградра, Астраханьте, Ростовра тата ытти хуласенче пулнă.
Ванюк выльăх-чĕрлĕх пăхнă вăхăтра картишне чикансен ушкăнĕ пырса кĕрет. Кĕтмен хăнасем кил хуçинчен мунча хутса кĕме, çĕр выртма ирĕк илесшĕн. Хуçа килте пĕчченех пулнине пĕлсен кил-çуртри хаклă япаласене илсе тухса тараççĕ. Марина Николаевна нуша курса пуçтарнă япаласем «çилпе вĕçсе каяççĕ».
Унтанпа нумай вăхăт иртет. Ванюк та çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Çемье пурнăçĕ кăткăс иртсе пынă пулсан та Марина Николаевна çак çутă тĕнчене илем парса пурăнать. Шăпипе çырлахать.
 
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 887, Хаçат: 31 (1175), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: