Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(А с а и л ӳ)
 
Хаçат çынни
1951 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче вăрах вăхăт хушши чирлесе выртнă хыççăн анне вилсе кайрĕ. Çапла вара эпир, Геннадий шăллăмпа, хăр тăлăха юлтăмăр. Ун чухне иксĕмĕр те тăван ялтан, Чăвашкассинчен, çирĕм çухрăмра вырнаçнă Вăта Тимĕрçенти вăтам шкулта вĕренеттĕмĕр: шăллăм – 8-мĕш класра, эпĕ – 10-мĕшĕнче.
Кил хӳтлĕхĕсĕр тăрса юлсан, çитменнине, анне вилнĕ хыççăн ялта пуçламăш шкул пуçлăхĕ пире хваттертен кăларса янăччĕ. (Хваттерĕмĕр пирĕн хăй вăхăтĕнче И.Я.Яковлев туса лартнă шкул çуртĕнчех вырнаçнăччĕ.) Кун хыççăн эпир Вăтам Тимĕрçенти вăтам шкул интернатĕнче пурăнаттăмăр, канмалли кун анне тусĕ, кӳршĕри пысăк çемьеллĕ Хĕрпик аппа, патне пырса çӳреттĕмĕр. Çак хушăра пире уйрăмах йывăр килчĕ: манăн урара – çĕтĕк çăматă, çире – кивĕ фуфайка. Юрать-ха, вĕрентӳçĕсем укçа пухса çĕнĕ пушмак туянса пачĕç. Телее, аннерен юлнă икĕ процентлă патшалăх заёмĕн облигацийĕпе 1000 тенкĕ выляса илтĕмĕр. Ку та пире сывлăш çавăрма пулăшрĕ. Çапла вара эпĕ хĕл каçсан вăтам шкул пĕтеркелерĕм. Малалла аслă шкула каясси пирки ĕмĕтленме те май çукчĕ. Юрать-ха çитĕнсе çитнине ĕнентерекен аттестат илнĕ хыççăн районта чăвашла тухса тăнă «Пĕрлешӳллĕ ĕç» хаçат редакцине ĕçе вырнаçма тӳр килчĕ. Каярах куншăн ырă çынсем, вăрçă ветеранĕсем, шкул директорĕ Чĕмпĕр тăрăхне Чăваш Енри Вăрмар районĕнчи Мăньял Хапăсран килсе тĕпленнĕ (Анатолий Емельянов халăх писателĕн ентешĕ) Василий Васильевич Романов тата хамăр районти Каша чăвашĕ – районти çут ĕç пайĕн пуçлăхĕ Владимир Матвеевич Репин тăрăшни паллă пулчĕ. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ, эпĕ вĕсене яланах ырăпа асăнатăп.
Хаçат ĕçĕ манăн чун туртăмĕ пулнă. 1947 çултах хамăр райхаçатра пĕрремĕш хут сăвă пичетлесе кăларнăскер 1949 çулта уйăха яхăн унта ĕçлесе те курнăччĕ. Ун чухне эпĕ çичĕ класс пĕтернĕ вун тăваттăри ача пулнă. 1949-1951 çулсенче хаçатра чăвашсен паллă çыравçи Владимсир Садай ĕçленĕ чух хастар ялкор пулса тăтăм, манăн сăвăсемпе тĕрленчĕксем, очерксемпе калавсем кашни номерте тенĕ пек пичетленсе пыратчĕç.
Эпĕ тепĕр хут райхаçата пырсан ăна Шупашкартан куçса килнĕ Зинаида Митрофановна Митрофанова поэт тата журалист алă пусатчĕ, яваплă секретарь ĕçĕсене Хусанти “Хĕрлă ялавра» вăй хунă Владимир Ильич журналист туса пыратчĕ. Мана вĕсем техника секретарĕ ĕçне шанса пачĕç. Ĕç укçи – 330 тенкĕ. 300 тенки столовăйра апатланса тата хваттершĕн тӳлесе пĕтет, 30 тенки шăллăма пулăшма юлать. Çапла çулталăк хушши ĕçлесе пурăнтăм.
Хаçатăн çĕнĕ сотрудникĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерей-местчĕç, çавна пула мана та йывăр килетчĕ. Çавах та хутран-ситрен литература страницисем кăларкаласа тăраттăмăр-ха. Зинаида Митрофанова вĕсене Шупашкарти Писательсен союзне Уйăп Мишши поэт патне ярса паратчĕ. Леонид Агаков мăшăрне – Александра Лазаревана час-часах асăнатчĕ, ăна «манăн тус» тетчĕ. Пĕррехинче вăл Уйăп Мишшинчен çыру илчĕ. Ятлă-сумлă поэт хаçатри манăн сăвăсене асăрханă, мана Шупашкара çĕнĕ сăвăсем илсе пыма хушнă. Çакăн хыççăн отпуск вăхăтĕнче эпĕ чăнах та Шупашкара пырса çитрĕм, унта малтанхи хут чăваш писателĕсемпе тата поэчĕсемпе паллашрăм. Часах Шупашкарти пысăк пичетре «Йăмра» тата «Ильич сăнарĕ» сăвăсем çапăнса тухрĕç. Ку вăл – урăх истори.
Çакăн хыççăн та пирĕн редакцинчи лару-тăру улшăнмарĕ. Юлашкинчен яваплă секретарь хĕрарăм редактора «плагиат» ярлăк çыпăçтарса ĕçрен хĕссе кăларчĕ. Кайран пирĕн хĕрарăм редактор Кӳкеçри райхаçата кайса вырнаçнăччĕ. КПСС райкомĕ В.Ильина редактора, мана яваплă секретаре çирĕплетрĕ.
 
Хусанта
Çĕнĕ вырăнта ĕçшĕн лайăх тӳлеме пуçларĕç – 830 тенкĕ, редакторăннинчен 100 тенкĕ çеç сахалтарах. Ку вăл вăхăтшăн пысăк ĕç укçи шутланнă. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, анне çуралнă ялтан – Çинкĕл районĕнчи Ялавăртан аслă шкул пĕтерсе пирĕн района направленипе килнĕ Поляйкина хушаматлă чăваш хĕрĕ райплан председателĕнче ĕçлесе те 600 тенкĕ çех илетчĕ. Малтанхи ĕç укçипех эпĕ çĕнĕ çӳхе пальто туянма пултартăм.
1960 çулхи авăнăн 28-мĕшĕнче çӳлти пуçлăхсем мана Хусана, журналистсен ултă уйăхлă курсне вĕренме ячĕç. Палăртнă вăхăта Атăл çинчи хурăнташ хулана çĕршыври тĕрлĕ кĕтессенчен çирĕм хаçатçă пухăнтăмăр: Киров, Орёл, Тюмень облаçĕсенчен. Ульяновск облаçĕнчен эпир улттăнччĕ. Пире хулари партин аслă шкулĕнчи (ВПШ) общежитине вырнаç-тарчĕç, кашни пӳлĕме икшер çын. Эпĕ Тюмень облаçĕнчен килнĕ А.П.Пантюшин хаçатçăпа пĕр пӳлĕме лекрĕм. Пирĕн пурин те ĕç укçи сыхланса юлать. Ăна уйăхсерен вăхăтра куçарса тăраççĕ. Мĕншĕн вĕренес мар? Занятисем юнашарах, Ершов урамĕнче вырнаçнă ВПШ керменĕнчех пулса иртеççĕ. Вĕренӳ программи те пирĕн пĕрешкелех, сехечĕсене кура пăртак кĕскетнĕ çех. Лекцисене те ВПШ преподавателĕсемех вулаççĕ. Хушăран Хусанти хаçат-журналсенче ĕçлекен профессионал журналистсем хăйсен ĕç опычĕпе ылмашăнаççĕ. Аудиторисем пысăк, çутă. Ĕлĕк ку священнослужительсе м хатĕрлекен академи керменĕ пулнă, идеологи улшăннă хыççăн ăна партин аслă шкулĕ йышăннă.
Канмалли кунсенче культура мероприятийĕсене çӳретпĕр, оперăпа балет театрĕн спектаклĕсене кайса куратпăр. Юнашарах стадион пур. Хĕл ларсан унта конькипе, йĕлтĕрпе ярăнатпăр. Хаваслă иртетчĕç пирĕн вăхăтсем.
Мелекесс райхаçат редакцийĕнчен пынă Наиль Хайруллин тăтăшах лавккасем тăрăх çӳрет, япаласем туянса килне посылкăсем ярса парать. Ăна кура эпĕ те вырăс хаçатĕнчи туссемпе типографинче тăрăшакан хĕрарăмсене савăнтарас тесе икĕ хутчен сувенирсемпе канфет-пĕремĕк ярса патăм.
Эпĕ ун чухне, çирĕм саккăрти арçын, авланма та ĕлкĕрнĕччĕ. Мăшăрăм Ульяновскри И.Я.Яковлев ячĕллĕ педучилище пĕтерсе тухнă хыççăн Çĕнĕ Улхашри тин çеç уçăлнă вăтам шкулта тăван чĕлхепе литература предмечĕсене вĕрентетчĕ. Ялти тăлăх арăм патĕнче (упăшки Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçне хунă) ĕçтеш-тантăшĕпе пĕрле хваттерте пурăнатчĕ. Ĕçленĕ хушăрах Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутра куçăмсăр майпа вĕренетчĕ. Район центрĕнче хваттер çукчĕ-ха ун чух пирĕн. Мăшăрăм патне канмалли кунсенче эрнере пĕр хутчен кайса çӳреттĕм. Хваттер хуçи, Марье аппа, мана «кĕрӳ, кĕрӳ» тесе çеç тăратчĕ, кашнинчех ăшшăн кĕтсе илетчĕ. Вăл халĕ те ыр-сывă, кивĕ, тайăлнă çуртĕнче хĕрĕпе пурăнать. 2009 çулта кинемейĕн 100 çулхи юбилейне кайса килтĕм. Çавна май ăна халалласа сăвă та çуралчĕ. («Ватă Юман шухăшĕ» кĕнекери 49-мĕш сонет.)
Манăн вĕренӳ тапхăрĕ вĕçленес умĕн мăшăрăм Хусана пырса курчĕ. Кунта хулари лавккасенче çӳлĕксем япаласемпе ишĕлсе тăраççĕ, кирек мĕн кĕрсе туян! Япали те, апат-çимĕçĕ те йӳнĕ. Куннехинче эпир мăшăрăм валли универмагран хĕллехи пальто туянса тухрăмăр.
Сенсаци
1961 çулхи пуш уйăхĕ. Ĕнтĕ пирĕн вĕренӳ программи вĕçленсе килет. Лекцисем практика занятийĕсемпе ылмашăнаççĕ. Пĕрне «Советский Татарстан» хаçат редакторĕ Михаил Колодин ирттерчĕ. Кайранхи çулсенче вăл Ульяновска куçса килсе «Ульяновская правда» хаçата редакцилесе пурăнчĕ, тепĕрне – тутарла тухса тăракан хаçат тĕп редактор çумĕ (хушаматне астумастăп). Практика занятийĕсенчен пĕринче пире кĕтмен çĕртен тĕлĕнмелле задани пачĕç: калăпăр, совет çынни тĕнче уçлăхне вĕçнĕ. Çав тĕнче пĕлтерĕшлĕ событие халалланă хаçат номерĕн макетне мĕнле тунă пулăттăр эсир? Эпир каçса кайсах ăмăртмалла ĕçе пуçăнтăмăр. Паллах, унашкал номерте ТАСС пĕлтерни тĕп вырăн йышăнмалла, хитре плакат кирлĕ, май пулсан космонавт сăнĕ те. Тен, сăвă та.
Çав тапхăрта тĕнче уçлăхĕ пурсăмăра та кăсăклантарса калаçтаратчĕ. Хаçатсенче ку енĕпе совет учёнăйĕсемпе инженерĕсем тунă малтанхи çитĕнӳсем çинчен калакан хыпарсем те пичетленме пуçланăччĕ. Çапла, 1957 çултах çĕршывра космос ракети çĕрĕн пĕрремĕш искусственнăй спутникне (çĕр юлташне) вĕçтерсе яни çинчен пĕлтернĕччĕ. Анчах çакăн хыççăнах, тепĕр виçĕ çул çурăран «Восток» карап çине ларса Совет çынни Юрий Алексеевич Гагарин, çар лётчикĕ, хăйĕн çăлтăр çулне уçасси çинчен эпир шутлама та пултарайман. Чăннипе вара 1959 çул пуçламăшĕнчех М.В.Келдыш академик ертсе пынипе тĕнче уçлăхне вĕçес ыйтупа пĕрремĕш канашлу пулса иртнĕ-мĕн. С.П.Королёв конструктор сĕннипе вĕçевçисене те суйласа илме пуçланă. Çакнашкал вĕçев валли 30 çулти, 170 сантиметртан çӳллĕ мар, 70 килограмран ытла мар таякан вăйпитти çын кирлĕ тесе пĕлтернĕ канашлура. 1960 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнче вара партипе правительство космонавтсем хатĕрлекен Центр туса хурасси çинчен калакан директива йышăннă. Каярах, кăрлачăн 17-18-мĕшĕсенче, çар лётчикĕсенчен суйласа илнĕ ултă çын вĕçев экзаменне тытнă пулнă. Ун çинчен эпир, паллах, нимĕн те пĕлмен.
(Малалли пулать.)
 
: 671, Хаçат: 31 (1175), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: