Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
•1 стакан йĕтĕн (лён) вăррине тин вĕретнĕ 3 литр шыва ямалла. Банкăна шыв янă савăта лартса тата 2 сехет вĕретмелле. 1 сехет тăрăлтарнă хыççăн сĕрсе ăшăлла ĕçмелле. Кунне 1 литртан кая мар ĕçес пулать. Пĕр курс—2-3 эрне.
•Тепĕр меслет: çулталăк хушши мускат мăйăрĕнчен тунă настойкăна ĕçни усăллă. Ăна çапла хатĕрлемелле: 200 г мускат мăйăрне вĕтĕ тёрка çинче хырса е аш арманĕ витĕр авăрса кăлармалла, унта 1 л çутă эрех ярса 15 куна лартмалла. Сăрăхтармалла.1:3 чухлĕ шывпа хутăштарса кунне 25 тумлам ĕçмелле.
•Витаминлă чей те питĕ усăллă. Вăл иммунитета тата юн тымарĕсене çирĕплетет. Ăна çапла хатĕрлĕмелле: 5 пай шăлан (шиповник) çырлине, 2 пай хура хурлăхан çулçине, 1 пай çĕр çырли çулçине вакламалла. Термоса 0,5 литр шыв вĕретсе ямалла, унта 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чей курăкĕ хушмалла та 4 сехете пăшăхлама лартмалла. Ĕçес умĕн сăрăхтармалла. 1 стакан чей çине 2 чей кашăкĕ пыл хушмалла. Çакна кунне икĕ хутчен пĕрер стакан ĕçмелле.
 
: 868, Хаçат: 31 (1175), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: