Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ЧИ ЛАЙĂХ ÇĔНЕТСЕ ЛАЙĂХЛАТАКАН
 
Ульяновскри автозаводра 16 пине яхăн çын ĕçлет. Вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ тенĕ пек материалсене перекетлес, ĕç вăхăтне çухатас мар, ĕç йĕркисене лайăхлатас тĕллевпе çĕнетсе лайăхлатмалли сĕнӳсем парса курнă темелле. Вĕсенчен пĕри – 2005 çултанпа (заводра 1977 çулта вăй хума тытăннă) тĕп инженер службинчи юсавпа сервис центрĕн ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн правительствин председателĕн çуммин Тав çырăвне, комсомолăн, профсоюзăн тĕрлĕ шайлă нумай Хисеп хутне тивĕçнĕ 6-мĕш разрядлă токарĕ, иккĕмĕш шайлă профессисене – фрезеровщик, долбёжник – аллине илнĕ автомобиль завочĕн тата Раççей Федерацийĕн Ĕç ветеранĕ Пётр Иванович Кашеев. Ентешĕмĕр 2012 çулхи çĕртме уйăхĕнче завод кашни çулах йĕркелекен конкурсра «Автозаводăн чи лайăх çĕнетсе лайăхлатаканĕ» сумлă ята çĕнсе илнĕ.
П.И.Кашеев - Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш чăвашĕ. 1977 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухать те автозаводра маларах ĕçлеме тытăннă юлташĕ сĕннипе вĕрентӳ цехĕнче токаре вĕренме тытăнать. Çамрăк специалист механизаци хатĕрĕсен сăнав цехне 3-мĕш разрядлă токарь пулса вырнаçать.
Тимĕр-тăмăрпа çыхăннă ĕçсене Пётр – тетĕшĕ хавхалантарнипе аслă классенче вĕреннĕ чухне хăнăхса пынă. Малашнехи пурнăçне техника тĕнчипе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Каччă хăй те алли «ылтăнланса» пынине туйнă. Мухтавпа хисеп хĕлхемне пĕрремĕш хут вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухне астивнĕ: колхоз производствине хастар хутшăннăшăн Хисеп хучĕ илнĕ.
Маларах асăннă цехра çуралать те ĕнтĕ ентешĕмĕрĕн производствăри пулăмсене çĕнетсе лайăхлатмалли пĕрремĕш сĕнĕвĕ. Вăл пресс цехĕнче рулонницăсем хатĕрленĕ ĕçре технологие улăштарса тимĕр юлашкисенчен гайкăсем тума ăс парать. «Пĕрремĕш икерчи» ăнăçлăн «пиçет». Çавăнтан çĕнетсе лайăхлатакан юхăмра «пăр тапранать»: 1982 çулта – 1, 1983 – 2, 1990 – 1, 1992 – 1, 1993 – 6, 1994 – 4, 1995 – 6, 1996 -2, 2000 – 6, 2001 – 1, 2010 – 6, 2011 – 5, 2012 – 1 (тата 1 сĕнĕвĕ – йышăнмалли тапхăрта) заводшăн экономика тĕлĕшĕнчен сĕнӳ çирĕпленет. Ентешĕмĕр паяна ĕнентерӳ хучĕпе çирĕплетнĕ 43 усăллă сĕнӳ хатĕрленĕ, хĕрĕх тăваттăмĕшне паян-ыран хӳтĕлемелле.
Пётр Иванович хăй ĕçлекен станокне те темиçе хутчен çĕнетсе лайăхлатнă.
Вăтăр пилĕк çул заводра ĕçленĕ хушăра вăл Ульяновскри автомеханика техникумĕнчен техник-технолога вĕренсе тухма хал çитерет. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать: комсомол организацийĕн секретарĕнче вăй хурса СССР комсомолĕн «70 лет ВЛКСМ» кăкăр паллине тивĕçет; Ульяновск хулин халăх депутачĕсен Совечĕн депутатне суйланать; ирĕклĕ халăх дружинин членĕ пулса обществăлла йĕркене сыхлама пулăшать… Нумай çул хушши – çамрăксен наставникĕ.
П.И.Кашевăн çемье кун-çулĕ те автозаводпа çыхăннă: мăшăрĕ – Валентина Николаевна – электричество катушкисен цехĕнче намотчицăра вăй хурать; пĕр хĕрĕ – Татьяна – экономистра ĕçлет; тепри – Ольга – тулашри персоналпа ĕçлекен пайăн аслă менеджерĕ.
Производствăран пушă вăхăтра Пётр Иванович маçтăрлăхне килĕнче, гаражĕнче, дачинче «ирĕке ярать». Ачаранах мотоциклсемпе туслă. Унăн чун йăпатмăшĕсем те пур – Анютăпа Катюша мăнукĕсем.
Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов Ульяновскри патрон завочĕн Хисеплĕ ĕçченĕ Михаил Иванович Лимасов çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ юбилей каçĕнче кашни çулах М.И.Лимасов ячĕллĕ премие (100 пин тенкĕ) рабочи профессийĕсен пĕлтерĕшне халăх хушшинче сарас, вĕсен ятне-сумне çĕклес, ĕç опычĕпе паллаштарас тĕллевпе çирĕплетни çинчен пĕлтернĕ.
2011 çулта преми парас ĕç-хĕл пĕрремĕш хут иртнĕ. Конкурса профессиллĕ федераллă наградăсене тивĕçнĕ 14 çын - çĕнетсе лайăхлатакан (рационализатор), çамрăксемпе ĕçлекен наставник - хутшăннă. Вĕсенчен кашни – хăй ĕçĕнче чи пысăк шайлă маçтăр. Пĕрремĕш лауреат – В.П.Андреев, Димитровградри атомлă реакторсен институчĕн 7-мĕш разрядлă лаборант-радиохимик ĕ. Конкурссантсенчен пĕри – пурĕ 174 сĕнӳ панă П.И.Кашеев токарь.
Пётр Иванович М.И.Лимасов ячĕллĕ преми лауречĕ пулас тĕллевпе 2012 çулта та конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Комисси çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен пĕтĕмлетĕвĕсене пичетре пĕлтерет.
Хăй ĕçĕнче лăпланма пĕлмен ентешĕмĕре çак ăмăртура лауреат ятне тивĕçме сĕнес килет. Вăл çĕнтерӳçĕ пулас шанчăк питĕ пысăк, ахальтен мар ун çинчен кĕпĕрнаттăр – правительство председателĕн çуммин Тав çырăвĕнче: «Вы талантливый специалист, достигший высоких профессиональных показателей и внесший достойный вклад в процветание Ульяновской области. Ваши свежие рационализаторские идеи способствуют развитию автомобильной промышленности региона, а преданность делу и творческий подход достойны уважения. Вы – замечательный пример для подражания и наставник молодых специалистов», - тесе палăртнă.
 
: 1085, Хаçат: 32 (1176), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: