Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Десантниксен кунĕнче офицерсене харпăр çуртне хăпартма çĕр лаптăкĕсем уйăрса пани çинчен çирĕплетекен сертификатсем панă.
Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Панчин сывлăш десантникĕсен çарĕсене йĕркелесе янăранпа 82 çул çитнине халалланă уявра пулнă. Вăл 31-мĕш гварди десант бригадинче иртнĕ.
Сергей Панчин уявпа саламланă, офицерсен нумай ачаллă 13-çемйине (вĕсен хушшинче бригада командирĕ Дмитрий Глушенков полковник та пур) Ульяновск хулин Заволжски районĕнчи «Г» кварталта тата Луговое ялта çĕр лаптăкĕсем уйăрса панине çирĕплетекен документсем панă.
СОЦИАЛЛĂ НӲХРЕП ТУЛСА ПЫРАТЬ
Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне регионри 640 çынна 320 пин тенкĕлĕх пулăшу панă.
Ульяновск облаçĕн ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çулта «Наполни социальный погребок» тăвăç шайĕнче социаллă пулăшупа облаçра пурăнакан 21600 çынна тивĕçтермелле. «Пĕлтĕр 42923 çынна япала, апат-çимĕç, укçа парса пулăшнă. Ватăлма пуçланă 17981 чухăна тупса палăртнă», - асăрхаттарнă министр.
«Наполни социальный погребок» тăвăç çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса юпа уйăхĕн1-мĕшĕччен тăсăлмалла.
ЯВАПЛĂХ ТЫТТАРНĂ
Ульяновск хули администрацийĕн пуянлăхне туллин кăтартман тӳресене дисциплина яваплăхĕ тыттарнă.
Пуçлă çумми Сергей Паховский муниципаллă служащисен тыткаларăшне тĕрĕслесе тăракан комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Унта тӳресем хăйсен пуянлăхне туллин кăтартманнипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Тĕслĕхрен, хăш-пĕри куçми пурлăхĕсен адресĕсене тĕрĕсех кăтартман, çурт-йĕр хăпартнă çĕр лаптăкĕсене палăртман, техника йăнăшĕсем нумай тунă.
Комисси членĕсен йышăнăвĕпе мĕн тумаллине çиелтен пăхса пурнăçланă тӳресене дисциплина яваплăхĕ тыттарнă.
Офицерсен çуртне кама парĕç?
Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ оборона министрĕпе Анатолий Сердюковпа ВДВăн 31-мĕш десантпа штурм бригадинче пулнă май гарнизонти Офицерсен çуртне Ульяновск облаçне парасси пирки пĕлтернĕ. Официаллă килĕшӳ çине алă пуснă хыççăн кăна çуртăн хуçи паллă пулать - е регион, е муниципалитет.
Хула пуçлăхĕ Марина Беспалова пĕлтернĕ тăрăх, Офицерсен çуртĕнче малтанхи пекех граждансене çарпа патриотла воспитани парас ĕçе тăсĕç, çар çыннисемпе ветерансем валли культура мероприятийĕсем йĕркелĕç.
-Офицерсен çурчĕ майĕпен суту-илӳ вырăнне куçса пыни питĕ килĕшӳсĕр япала. Çавăнпа та ăна облаçа е муниципалитета куçарасси пирки тахçанах калаçу пынă, - тенĕ Марина Беспалова.
Нумай ачаллисене– с ĕнĕ машина
Çак кунсенче «Автовазпа» çĕнĕ йышши «Лада Ларгус» автомобиль дилерĕсем Ленин площадĕнче хăйсен машинине кăтартнă.
Тольятти завочĕпе обществăлла организацисен, область правительствин представителĕсем машинан пахалăхне ырланă, çичĕ вырăнлă автомобиль нумай ачаллă çемьесемшĕн меллĕ пулнине палăртнă.
 
: 813, Хаçат: 32 (1176), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: