Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ хулара самолётсем туса кăларакансен уявĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансемпе хăнасене Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, облаçри саккунсем кăларакан Пухăвăн председателĕ Борис Зотов тата хула мэрĕ Александр Пинков саламланă.
«2011 çул – юбилей çулĕ. Пирĕн облаçра пĕрремĕш аэроклуб 80 çул каялла уçăлнă. Çавăнтан тытăннă та регионта авиаци аталанма. Паян эпир Ульяновск тивĕçлипех авиацин тĕп хули ята çӳлте тытса пытăр тесе тăрăшатпăр».
Область правительстви «Авиастар СП», «Волга-Днепр» тата «Полёт» авиакомпанисемпе пĕрле Авиасалон тăваттăмĕш çул ирттерет.
Уявăн тĕп шăнăрĕ – авиашоу. Ăста пилотсем тата спортсменсем пухăннисене сывлăшра хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Çаплах авиамоделистсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Унсăр пуçне куракансене ветеран парашютистсем вĕçевсемпе тĕлĕнтернĕ. Чи асли – 78, кĕçĕнни – 63 çулта. Курава тĕрлĕ авиатехника, пĕчĕк самолётсемпе планеристсен моделĕсене тăратнă.
Сывлăх сыхлавĕн ĕçĕпе паллашнă
Çынсен пурнăçне лайăхлатас тата демографи ыйтăвĕсене татса парас ĕçри çĕнĕлĕхсемпе паллашма Ульяновск область правительстви Чăваш Республикине çитсе курнă. Делегаци йышне правительство председателĕ Светлана Опёнышева, ĕçпе социаллă аталану министерствин çемье, демографи ыйтăвĕ тата сывă пурнăç йĕркин департамент пуçлăхĕ Ольга Желтова, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова тата унăн çумĕ Елена Комарова кĕнĕ.
Ульяновск делегацийĕ чи малтанах ачасемпе çул çитменнисен реабилитаци центрĕн ĕçĕпе палашнă, хулари пĕрремĕш клиника пульницинче, сывлăх центрĕнче тата тĕп лабораторире пулса курнă.
Пирĕн делегацие уйрăмах ачасен сывлăх центрĕсен ĕçĕсем кăсăклантарнă. Ульяновск облаçĕнче кун пеккисем иккĕ кăна.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Венера Муллина хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă. Пульницасенче электронлă регистратура ĕçлеме тытăннăранпа черетсем пĕтнине, 2010 çулта тин çуралнă ачасем вилесси 21,7 процента, амăшĕн варĕнчех вилесси 19,5 процент чакнине палăртнă.
Тĕлпулăвăн пĕтĕмлетĕвне туса Венера Муллина Ульяновск облаçĕнчи сывлăх сыхлавĕн ĕçĕпе паллашма кăмăл тунине палăртнă.
Суя эрех сутаççĕ
Саккуна пăсса алкоголь продукцине сутнă тĕслĕхсем Ульяновск облаçĕнче сахалланса пыраççĕ. Йĕркене сыхлакан органсем те çак ĕçре пысăк çитĕнӳсем тăваççĕ.
Çаккуна пăсса эрех-сăра сутнипе çыхăннă 232 преступлени тата çавсене йĕркеленĕ 179 çынна тупса палăртнă, 619 административлă протокол çырнă.
Суя эрех сутакансене Ульяновскри Заволжски тата Чукун çул районĕсенче, Карсун районĕнчи Языковăра, Инза районĕнчи Коржевкăра, Кивĕ Кăлаткă районĕнчи ялсенче тупса явап тыттарнă.
Лавккасенче эрех-сăра туяннă чухне те граждансен асăрхануллăрах пулмалла. Нумаях пулмасть “Портвейн 777” тата “Портвейн N72” суя эрехсене лавккасенче сутма чарнă.
 
: 871, Хаçат: 35 (1127), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: