Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Артём Маслов – Чăнлă районĕнчи чи çамрăк фермер, вăл 28 çулта кăна-ха. Çапах та çак ĕçе тытăнма шикленмен. Чи интересли вара – Кунтикав каччи Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне пĕтерни. Вăт çапларах кăсăк япаласем пулса иртеççĕ пурнăçра хăш чухне.
 
2006 çулта алла диплом илнĕ хыççăн вăл икĕ çул Шупашкарта пурăнать. Анчах та тăван вырăнсене, çĕре юратни ăна çуралнă ялне илсе килет. Кунта ун ашшĕ Николай Артемьевич 60 гектар çинче фермер ĕçĕпе тăрмăшнă. Ывăлĕ ун ĕçне малалла тăсма шутлать, 2009 çулта хăйĕн ĕçне уçать. Халĕ унăн 500 гектар ытла çĕр. Унта тулă, сĕлĕ, чĕкĕнтĕр, нумай çул ӳсекен курăксем туса илет. Кирлĕ техникăна та туяннă – комбайнсем, тракторсем. Вĕсене лартма ангарсем те пур. «Маслов» хуçалăхра 4 çын вăй хурать, хирти ĕçсем пынă вăхăтра вĕсен шучĕ 10 çынна çитет. Тӳрех каламалла, пуçламăшĕ япăх мар.
-Паллах, Шупашкартах юлма пулатчĕ. Интереслĕччĕ. Вĕреннĕ чухне кĕрешӳпе, çăмăл атлетикăпа аппаланаттăмччĕ. Факультет тата университет чысне ăмăртусенче ăнăçлă хӳтĕлеттĕмччĕ. Кайран услам ĕçне кĕрсе ӳкрĕм. Анчах çĕр туртăмĕ пурне те çĕнтерчĕ. Малтанлăха «Россельхозбанк» пулăшрĕ, кредит пачĕ. Тырçи хыççăн парăма тавăрса патăм. Кăçал каллех кредит илме тӳрĕ килчĕ. Малаше мĕнле пулĕ – пĕлместĕп, анчах хальлĕхе унсăр май килмест-ха. Атте халĕ чире пула манпа пĕрле ĕçлеймест пулин те канашсемпе пулăшать. Вăл каланине тимлесе пыратăп. Малашне çĕр лаптăне ӳстерес шухăш пур. Тăрăшсан ĕмĕт пурнăçланĕ тесе шутлатăп, - тет Артём Николаевич.
Тăрăшуллă, пуçаруллă, йывăрлăхсенчен хăраман, пурнăçа хальхи куçпа пăхакан çамрăксем хăйсен ĕçне уçни – питĕ лайăх пулăм. Малашлăх – вĕсен аллинче. А.Маслов вара хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртессине иккĕленмелле мар.
 
: 885, Хаçат: 32 (1176), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: