Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕртмен 23-24-мĕшĕсенче Çĕнĕ Малăкла чăвашĕсем Чăваш Республикинчи Шупашкар районĕнчи Шоркка ялĕнче пулчĕç. Çулçӳрев культура ылмашăвĕн йĕркипе иртрĕ: 2011 çулхи авăн (сентябрь) уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче çав ял делегацийĕ Çĕнĕ Малăклана «Малыклинский каравай» фестивале килнĕ. Ун йышĕнче «Туслăх» фольклор ушкăнĕ пулнă. Ертӳçи – Николай Смирнов.
Кунти чăвашсем хăйсене ăшшăн йышăннăшăн тав туса пире çитес çул хăйсем патне – Шоркка ялне — уява йыхравлама шантарчĕç.
Çапла майпа эпир вăрăм çула кĕскетсе çула тухрăмăр. Пирĕн делегаци пуçлăхĕсем — Çĕнĕ Малăкла район администраци пуçлăхĕн çумĕ Светлана Катиркина тата культура пайĕн пуçлăхĕ Марина Божейкина. Делегатсем пулса эпир, «Пилеш» фольклор ушкăнĕн юрăçисем, кайрăмăр.
Кукеçре пире Николай Смирнов кĕтсе илчĕ. Вара пурте пĕрле Шоркка ялне çул тытрăмăр. Пире укăлча умĕнче çăкăр-тăварпа, пыллă сăрапа тата чăваш юррипе ял халăхĕ тата «Туслăх» фольклор ушкăнĕ кĕтсе илчĕ. Клубра чăваш йăлипе тутлă апат çитерсе пурне те меллĕ вырнаçтарчĕç, ялти историлле вырăнсене кăтартса çӳрерĕç. Çав шутрах яла никĕсленине пĕлтерекен юпа патĕнче пултăмăр. Ял питĕ илемлĕ вырăнта ларать: тарăн çырмасемпе таса çăлкуç шывĕ хĕрринче.
Ватăсен çурчĕн пурнăçĕпе унăн ертӳçи паллаштарчĕ. Кунта пурăнакансене пилĕк хутчен апат çитереççĕ, ăшă лару-тăрура пурăнаççĕ ветерансем. Медицина сестри вĕсен сывлăхĕпе интересленсех тăрать.
Каç кӳлĕм ял клубĕнче туслăх концерчĕ пулчĕ. Халăх лăк тулличчĕ. Эпир, «Пилеш» юрăçисем, вырăнти «Туслăх» фольклор ушкăнĕ, кӳршĕ ял артисчĕсем чи илемлĕ юрăсене шăрантартăмăр. Пурте кăмăллă юлчĕç.
Каçхине Шупашкара Пĕтĕм Раççейри «Атăлçи çăлкуçĕсем» Пĕтĕм Раççейри фестивале уçнă çĕре илсе кайрĕç. Унта кăçал Раççейпе ют çĕршывсенчен 82 коллектив килнĕччĕ. Концерт хыççăн фейерверксен фестивалĕ иртрĕ.
Тепĕр ирхине Кукеçре – Шупашкар районĕн центрĕнче – Республика кунне паллă турĕç. Сцена çинчен «Пилеш» те хăйĕн юррисемпе чăвашсене саламларĕ. Эпир тулли кăмăлпа таврăнтăмăр. Тавах Çĕнĕ Малăкла администраци пуçлăхне И.Н.Мухутдинова çулçӳревшĕн.
 
Çĕнĕ Малăкла.
 
: 855, Хаçат: 32 (1176), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: