Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кивĕ Улхашри Леонид Владимирович Курайкин кил çурчĕ умне çитсен Африкăри крокодил фермине лекнĕ пек – унта та, кунта та çивĕч шăллă симĕс те вăрăм крокодилсем çăварĕсене карса выртаççĕ, çемйипех. Юнашарах шурăпа хура тĕслĕ акăшĕсем шыв çийĕн ишнĕ пек çуначĕсене сарса лараççĕ. Картиш алăкне уçсан та çав ӳкерчĕкех.
-Ăçтан тупрăн çавăн чухлĕ тискер чĕр чуна? – ыйтатăп крокодилсем çине кăтартса.
-Çĕрĕпе касса ларатăп. Материалĕ ал айĕнчех темелле. Районти шиномонтажсенче кивĕ урапасем пĕтсен Ульяновска кайса илетĕп. Ахалех парса яраççĕ, савăнаççĕ кирлĕ мар япаларан хăтăлнипе. Кайран симĕс сăрăпа сăрлатăп. Акăшсене нумайăшĕ урапаран касса кăларать ĕнтĕ. Анчах эпĕ пуçĕсене уйрăм, йывăçран касса кăларса çыпăçтаратăп. Çавăнпа вĕсем чĕрĕ пек, - каласа парать Леонид Владимирович.
Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын аллинче кăларса пăрахмалли япала та илеме çаврăнать, пĕр-пĕр чĕр чун пулса тăрать.
Пур ĕçе те пултарать Леонид Курайкин. Тĕп специальноçĕпе шофёр пулин те ăна ăста платник, сварщик, тимĕрçĕ тесе хаклаççĕ кӳршисем. Унран пулăшу ыйтсан хирĕçленине никам та астумасть. Килĕнчи пӳрт умĕнчи картине хăй тимĕртен тунă. Пӳрт тăррине витме те, карта тытма та, ытти платник ĕçĕсенче те, çуркунне çĕр улми лартма, кĕркунне кăларма та кӳршисене пулăшать вăл.
Юлашки вунă çул Мускава вахтăпа çӳрет вăл, заводра сыхлавçăра ĕçлет. Пĕррехинче ун аллине «Сто советов» журнал лекет. Унта акăш касма вĕрентеççĕ. Хăтланса пăхать. Аванах пулать унăн. Кĕçех Интернетра крокодил касмаллине вĕренет. Маçтăрланă чĕр чунсен кӳлеписене завод проходнойĕ умне вырнаçтарать. Пурне те килĕшет унăн ĕçĕ. Хăшсем дачисене лартма тесе сутма ыйтаççĕ. Ӳркенмен ăста пулнă тесе ахальтен каламаççĕ халăхра. Халĕ мĕнле пушă вăхăт тупăнать – тӳрех урапасенчен кӳлепесем касать.
Леонид Курайкин пĕчченех пурăнать, çемйи çук унăн. Апла пулин те кил-çуртне тирпейлĕ тытать, выльăх-чĕрлĕх те усрать. Аван хĕрарăм тупăнсан çемье çавăрма та хирĕç мар.
-Мускавра çул çинче урапаран касса кăларнă ытти кӳлепесене куртăм. Мана тăрна тата пальма йывăççи питĕ килĕшрĕç. Вĕсене мĕнле касмаллипе интересленсе Интернета уçса пăхрăм та – тĕлĕнсех кайрăм. Унта касса кăлармалли 2 пин ытла тĕслĕх пур. Пурне те касса пĕтереймĕп те, кăмăлсем вара пысăк. Хампа пĕртăвансем те пулăшаççĕ мана ку ĕçре. Пĕр-пĕр хаçатра е журналта ман интереспа çыхăннă материал курсан кӳрсе параççĕ. Эп те вĕсене кӳрентерместĕп. Ман юлташсемпе тăвансен пахчисенче крокодилсемпе акăшсем пур. Тĕрĕсех калатăр, кĕçех пирĕн ялта крокодил ферми пулать, - тет маçтăр куларах.
 
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 901, Хаçат: 32 (1176), Категори: Ăсталăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: