Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Александра Васильевна Яморжина (Савадяркина) И.Я. Яковлев никĕсленĕ чăваш педучилищинче 1947-1951 çулсенче вĕреннĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Кĕçех вăл 80 çул тултарать.
 
Килне пырса кĕрсенех кунта вĕрентӳçĕ пурăнни паллă. Ĕç сĕтелĕ çинче уçса хунă илемлĕ литература выртать. Тумбочка çинче те кĕнеке купи. Кĕнеке уншăн – чун апачĕ, чун киленĕçĕ. Алла кĕнеке тытмасăр унăн пĕр кун та иртмест. Вуланине йăлтах çырса пырать. Кăçал çеç вăл 17 кĕнеке вуласа тухнă. Ачалăхĕ унăн Мелекесс районĕнчи Эврелĕнче иртнĕ. Тăван ялĕнче пуçламăш пĕлӳ илнĕ хыççăн çичĕ класс Сапаккел шкулĕнче пĕтернĕ.
-Аттестат илсен эпĕ Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕтĕм. Манăн аппасем те çакăнта тарăн пĕлӳ илчĕç. Мария Васильевна нумай çул шкулта вĕрентрĕ, Эврелĕнчех пурăнать. Унăн хушамачĕ «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кĕнекере те пур. Шел, тепĕр аппан – Клавдия Васильевнан пурнăçĕ çамрăклах татăлчĕ. Ун чух Яковлев шкулĕнче вĕреннин сумĕ питĕ пысăкчĕ. Кунта чăннипех те çирĕп пĕлӳ паратчĕç. Тĕрлĕ енлĕн аталанма май пурччĕ. Юрлас ăсталăхпа палăрман пулин те эпĕ хорта юрлаттăм, - аса илет вĕрентӳçĕ. - Арçын ачасем сĕрме купăс (скрипка) тата ытти инструментсемпе калама вĕренетчĕç. Чаплă оркестрпа пĕрле пирĕн хор нумай çĕре çитсе концертсем лартрĕ. Пултарулăх енĕпе А.С. Юрьев педагог вĕрентетчĕ.
Çакăнта Шура (ăна тантăшĕсем çапла чĕннĕ) хăйĕн пулас упăшкипе Маркелпа паллашать. Маркел Яморжин Каша ялĕнчен вĕренме килнĕ тăлăх ача пулнă. Ашшĕ Аслă вăрçăра пуçне хунă. Тӳсме çук йывăр условисенче пилĕк ачапа тăрса юлнă амăшĕ те часах чире кайса çĕре кĕнĕ. Виçĕ ачине Ача çуртне вырнаçтараççĕ. Вăрçă чарăнсан вĕсем пĕр-пĕрне тупаççĕ. Анчах тĕрлĕ çулсенче çут тĕнчерен уйрăлаççĕ. Халĕ пĕри те юлман.
-Маркела виçĕ курс хыççăн салтака илсе кайрĕç. Ытти тантăшĕсемпе пĕрле виçĕ çул хĕсметре тăчĕ. Салтак тивĕçне пурнăçласа таврăнсан тăваттăмĕш курсран вĕренĕве малалла тăсрĕ. Вăл курсра «Воспитанники Яковлевской школы» кĕнекен авторĕ Александр Богатов вĕренетчĕ. Иккĕшĕ питĕ туслашрĕç. Кайран та Саша пирĕн пата килсе çӳретчĕ. Курсра тата йăрăс пӳллĕ, патвар, илемлĕ Мелекесс район каччи Вениамин Афанасьев вĕренетчĕ. Вăл хамăр юратнă вĕрентекене Галина Николаевна Тимонинана качча илчĕ. Питĕ илемлĕ мăшăрччĕ.
Педучилище пĕтерсен эпĕ педуниверстетра акăлчан тата франци чĕлхисен факультетне пĕтертĕм. Вĕренсе тухсан, 1956 çулта, эпир Маркел Яморжинпа çемье чăмăртарăмăр. Ку çурта хамăр турăмăр. 49 çул килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнтăмăр. Питĕ шел, 2005 çулта вăл çĕре кĕчĕ, - терĕ вăл.
Халĕ Александра Васильевна пĕчченех пурăнать. Пĕччен тени тĕрĕсех те мар, мĕншĕн тесен виçĕ ачи тата мăнукĕсем ăна тунсăхлама памаççĕ. Яморжинсем хăйсем пек тӳрĕ кăмăллă, ăслă, маттур хĕрпе икĕ ывăл çуратса ӳстернĕ.
Светлана Ульяновскри педуниверситетăн географи факультетне пĕтернĕ. Милици ĕçне те «тутанса» пăхма тивнĕ ăна. Вăл çула çитмен ачасемпе ĕçленĕ. Унтан шкула ĕçлеме куçнă.
Аслă ывăлĕ Володя – «Глобус» фирмăн коммерци пуçлăхĕ. Çамрăк чух вăл Чăнлă районĕнчи комсомол комитечĕн 1-мĕш секретарĕ пулнă. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Хĕрĕ УлПУра экономиста вĕреннĕ чухнех Америкăна стажировкăна кайнă. Диплом илсен унта пурăнма куçнă, тепĕр аслă пĕлӳ илнĕ. Ывăлĕ те аслă пĕлӳллĕ, Мускавра пурăнать.
Виççĕмĕш ачи — Евгений — çемйипе Нагаткинра тĕпленнĕ. Вĕсем пĕр ывăл ӳстернĕ.
Калаçура Александра Васильевна час-часах мăшăрне аса илчĕ.
-Питĕ йĕркеллĕ çынччĕ Маркел. Сĕрме купăс аван калатчĕ. Училище пĕтерсен çулталăк Чăнлă районĕнчи Солнце шкулĕнче историпе юрă урокĕсене илсе пычĕ. Унтан Аслă Нагаткин шкулĕнче вĕрентрĕ. 1956 çулта иксĕмĕр те Каша шкулне ĕçлеме килтĕмĕр. Эпĕ малтан Кашара, унтан Тутар Кашинче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕм. Ĕçленипе пĕрлех упăшка куçăмсăр майпа УлПУри филологи факультетĕнче аслă пĕлӳ илчĕ. Вăл 25 çул доска умĕнче тăчĕ темелле. Унăн тăватă вĕренекенĕ шкула ылтăн медальпе пĕтерчĕ. Шел, вăл вăхăтра кĕмĕллине памастчĕç. Унсăрăн çур класс кĕмĕл медале тивĕçнĕ пулĕччĕ. Çапла эпир иксĕмĕр тивĕçлĕ канăва кайиччен шкулта вăй хутăмăр. Пĕрле вĕреннĕ, ĕçленĕ педагогсене час-часах аса илетĕп. Вĕсенчен нумайăшĕ пурнăçран уйрăлса кайрĕ ĕнтĕ,- тет Александра Васильевна шкапран кивĕ альбомсем кăларса. Сарăхнă страницăсенче иртнĕ пурнăçĕ, вĕреннĕ чухнехи самантсем, çутă малашлăхшăн ĕмĕтленекен илемлĕ яшсемпе хĕрсен сăнĕсем. Альбомри страницăсем çур ĕмĕр каялла тавăраççĕ. Çамрăк чухнехи çулсене аса илнĕ май ветеранăн сăн-сăпачĕ çуталчĕ.
Александра Васильевна сăвăсем те çырать.
 
 
Каша ялĕ.
 
Эй, ты, сон, вернись скорей
 
Я спала иль не спала,
Может, чуть-чуть задремала.
Мне приснился сон такой:
Вновь я стала молодой,
И красивой, чуть шальной,
Так немножечко хмельной
На душе светло, легко,
Предстоит путь далеко.
То иду я, то бегу,
В края детства я спешу.
Вот они, мои поля,
Здесь знакомые леса,
Рядом Черемшан-река,
Где купалась в детстве я.
Не упасть бы мне с моста—
Здесь останусь навсегда.
О, нет-нет, никак нельзя,
С ними встретиться должна.
Соберёмся мы гурьбой,
Прогуляемся толпой.
Тут проснулась. Тяжко мне,
Я одна и в тишине.
Где они, мои друзья?
Эй, ты, сон, вернись скорей,
Хочу встретить я друзей
Детства, юности моей.
 
 
Почему я не поэт?
Почему я не поэт?
Ответ прост: таланта нет.
А так хочется творить,
Что-нибудь-то сочинить.
 
Ну а что же есть во мне?
Пусть приснится хоть во сне.
Неужели ничего?
Кому я нужна тогда?
 
Рисованье – не моё,
Танцы, песни – так себе.
Рукодельем увлеклась,
Верьте: только по нужде.
 
Про учёбу расскажу.
Прилежно занималась.
Почему? А потому:
В стипендии нуждалась.
 
Обобщенье таково:
Просто всё во мне серо.
Что любила крепко я –
Это филология.
 
Филологией жила,
Она очень дорога.
Всю себя ей отдала.
Мерси, филология.
Александра ЯМОРЖИНА.
 
: 987, Хаçат: 32 (1176), Категори: Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: