Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Матрёна Матвеевна Оброкова вăтăр тăхăр çултах 11 ачипе упăшкинчен пĕччен тăрса юлать. Чи кĕçĕнни çичĕ уйăхра пулнă. Аслисем çиччĕшĕ – хĕрсем, кĕçĕннисем тăваттăшĕ — ывăл. Ывăлĕсем пĕринчен пĕри пĕчĕк – 7 уйăхра, 1 çулталăк та 8 уйăхра, 3 тата 5 çулта. Аллине усмасть хуçалăхра та тăрăшса вăй хуракан Матрёна Оброкова – пурнăç çакăнпа пĕтменнине ăнланса малалла ачисен телейĕшĕн кĕрешме тытăнать. Ĕне усрать. Каçсерен – хăçан пăявпа, хăçан михĕпе – хăйсене çитерекенĕ, шанчăкĕ валли утă-улăм йăтать. Амăшĕ ачисене сĕтсĕр тытман. Куллен çăкăр пĕçерет, кĕпе-йĕм çăвать.
Мĕнле майпа ĕлкĕрсе пыраттăрччĕ тесе ыйтсан Матĕрне аппа ăшшăн кулчĕ çеç. «Шыв сапса ӳстермен, хăйсемех ӳснĕ,-терĕ çирĕп кăмăлпа. - Упăшка – Оброков Миккуль. Эпир ун чухне Тарăнвар кассинче пурăнаттăмăр. Ку урама 1952 çулта килнĕ. Арçынпа пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаттăмăр. Шел, чире çĕнтереймерĕ. Çуратнă – çын тумалла. Кайăк та чĕппине еплерех пăхать те – маншăн та вĕсем алăри пӳрнесем евĕр пит çывăх. Хама çеç шаннă, нумай ачаллисене ун чухне патшалăх пулăшнă та, пулăшман та пуль. Матĕрне аппа, шăпăрлансене мĕн кирлĕ тесе ыйтнине, тупата, астумастăп. Ун чухне Ирçел урамĕсенчи кашни килтех ача-пăча йышлă пулнă. Туслă çитĕннĕ. Ял-йыш пĕр-пĕрне ырă ĕçĕпе хавхалантарнă. Ниме тăватчĕç.
Матĕрне аппа (хĕр чухнехи хушамачĕ Краснова) 1931 çулхи акан 15-мĕшĕнче çуралнă. Аслă вăрçă вăхăтĕнче 4 класс пĕтерет вăл.
- Хут пулман, çырма чернил таврашĕ çукчĕ, кĕнекесем кивĕччĕ. Вĕрентекен журнал листисем çурса панине астуса юлнă,-каласа парать вăл. – Математика предметне аван пĕлеттĕм. Шкулта ачасем нумайччĕ. Кашни çул-ӳсĕмĕн икшер класчĕ, кашнинче 31-36 ача. Икĕ сменăпа вĕренеттĕмĕр. Шел, мĕнле ăнтăлсан та малалла кайма май пулман. 1946 çулта атте вăрçăран таврăнсан пире çĕнĕрен шкула ярасшăнччĕ – унта çӳрекен ачасем пĕчĕк, эп пĕвĕмпе пысăк тесе каймарăм, намăслантăм. Вăрçă хыççăн çĕрсене, ана пуçĕсене, кĕреçепе хусма (чавма) каяттăмăр. Çурлапа тырă выраттăмăр, çĕр выртсах молотилкăпа çапаттăмăр. Тĕлĕнмелле, анчах та мĕнле ывăнса килсен те каçхи вăййа тухаттăмăр. Хĕлле ларма каяттăмăр. Шăши вучĕпе ĕçлесен те кăмăлсем хаваслăччĕ. Кам чĕнтĕр çыхатчĕ, кам тĕрлетчĕ. Каччăсем купăспа пыратчĕç. Хальхи ачасем клуба каç пулттипе мар, çĕрле тухаççĕ. Эпир каçхи 11 сехетре киле таврăннă.
Матĕрне аппа калаçма ăста. Мана уйрăмах хĕрсем хушшинче хитререх курăнас тесе çĕрĕпе ĕçлеме тивни интереслентерчĕ. «Кисĕп сӳтнĕ, кантринчен кĕпе тĕртсе çĕленĕ, - терĕ. - Тимлĕ итле: кантăрне акнă, татнă, çапнă, вăррине уйăрнă, шыва хунă, типĕтнĕ,тылланă, килте кисĕппе тӳнĕ, авăрланă, хутăрпа хутарнă, пăтланă, тин кумнă та тĕртнĕ вара. Тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа пĕветсе чăваш кĕпи çĕленĕ. Ӳркенменнисем хитререх тăхăннă».
Паян «Амăшĕн мухтавĕ» медале тивĕçнĕ 81 çулхи Матрёна Матвеевна кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Эпир пынă чух Оброковсен хуçалăхĕнче строительство ĕçĕсем урăм-сурăм пыратчĕç. Тетĕшсемпе (ку урамра виçĕ ывăлĕ харпăр çурчĕсемпе юнашар пурăнать, ыттисем Раççейĕн тĕрлĕ хулисенче тĕпленнĕ) аккăшсем тăван килне пулăшма пухăннăччĕ – Ирçелĕнчи вăтам шкула хирĕç икĕ хутлă кирпĕч çурт хăпартатчĕç. «Анне хăтлă та çутă çуртра пурăнтăр тесе тăрăшатпăр, тавах ăна пуриншĕн те»,-терĕç вĕсем.
 
 
Чăнлă районĕ,
Ирçел.
 
: 959, Хаçат: 32 (1176), Категори: Нумай ачаллa семье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: