Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кивĕ Улхашри юрăпа ташă халăх ансамблĕ ял çыннисемшĕн ĕмĕрех пулнă пек, унсăр пĕр уявăн интересне курмаççĕ. Ялта, Чăнлă районĕнче, облаçра иртекен кашни мероприятире курма пулать вĕсене: уявсенче, суйлавсем вăхăтĕнче, Ульяновск чиккинче пĕр-пĕр делегацисене кĕтсе илес пулсан та илеме Кивĕ Улхаш хорĕ тăвать. Чăваш культурине, йăли-йĕркине пур çĕрте те тивĕçлипе кăтартаççĕ вĕсем.
Культура çурчĕн директорĕ Людмила Михайловна Шиваева каласа панă тăрăх, ансамбль 1984 çулта йĕркеленнĕ. Çакăншăн вăл вăхăтри ял Совет председателĕ Клавдия Ивановна Маркова тата колхоз председателĕ Геннадий Яковлевич Ледюков хытă тăрăшнă.
-Вĕсем пултарулăх ертӳçине А.Н.Маркова тупса пирĕн яла илсе килнĕ. Кунти çын мар вăл, Чăваш Республикинчен. Района культура пайне ĕçлеме килнĕ пулмалла. Клавдия Ивановнапа Геннадий Яковлевич ăна хамăр яла илĕртнĕ. Чăннипех лайăх хор йĕркелерĕ вăл, хăйĕнче те ĕçлес туртăм, талант тени çăлкуç пек тапса тăратчĕ. 40-50 çын çӳреме тытăнчĕ ансамбле. Г.И.Кнеев Шупашкара кайса ятарлă чăваш тумĕ çĕлеттерчĕ хор валли. Икĕ çултанах сумлă комисси умĕнче ансамбль «халăх» ята хӳтĕлерĕ. Унтанпа çак ята çухатмасăр кашни икĕ çултан хӳтĕлесе пыратпăр. Пултарулăх ертӳçисем улшăнсан та… Марков тăван тăрăхне таврăнсан ертӳçĕсĕр юласран хăрарăмăр. Пĕр пуçăннă ĕçе пăрахас килмест, чаплă коллектива салатма шел. Пире каллех Чăваш Ен çынни С.М.Алексеев пулăшрĕ. Ăна Çĕрпӳри культура училищинчен кайсах илнĕ. Сакăр çул каялла вăл та Шупашкара кайрĕ. Пирĕнпе унтанпа хамăр тăрăхри çын – Р.П. Кириллов – ĕçлеме тытăнчĕ. Вăл та хамăр ял мар, Чăвашкассинчен çӳрет. Унта ансамбль ертсе пырать пулин те вăл пĕр-пĕр мероприяти умĕн куллен репетици ирттерет. Ӳркенмест пирĕн ертӳçĕ, хăй те юрра-ташша маçтăр, - каласа парать Людмила Михайловна.
«Халăх хорĕ» ята илме нумай вăй хумалла. Çур сехетлĕх программăна кашнинчех çĕнĕрен хатĕрлемелле, репертуарта халăх юррисем, вырăнти поэтсемпе паллă композиторсен юррисем, ташă пулмалла.
Хора паян 22 çын çӳрет. Унăн ертӳçисем – Родион Петрович Кирилловпа Татьяна Николаевна Эльмукова (хореограф). Юрра-ташша юратакан тĕрлĕ специальноçпа ĕçлекен (хăшĕ тивĕçлĕ канура), тĕрлĕ çулсенчи çынсем çӳреççĕ хора. Эрнере икĕ хутчен Культура çуртне репетицие васкаççĕ вĕсем, кил-çуртне, пахча-анкартине, выльăх-чĕрлĕхне, ачи-пăчине пăрахса хуть те хăш вăхăтра та чĕннĕ çĕре концертпа тухса каяççĕ. Г.Н.Микка, Н.Н.Сюмма, В.Н.Имангулова, Л.П.Пономарёва, Л.М.Шиваева, С.Н.Рахманова, Т.Н.Эльмукова хора йĕркеленнĕренпех çӳреççĕ. Çамрăксем вара коллективра улшăнсах тăраççĕ – ӳссе çитĕнсе шкул пĕтерекенсем тухса каяççĕ, вĕсем вырăнне çамрăксем килеççĕ. Хальхи вăхăтра Настя Сюмма, Наташа Суркова, Катя Чашкина, Алёна Пузова, Ольга Сулагаева, Милана Пономарёва, Валя, Алёша Шарайкинсем, Вениаминпа Никита Краковсем, Дима Пономарёв, Яна Эльмукова, Ольга Чавга çамрăк артистсем ансамбле илем кӳреççĕ. Ташлаççĕ те, юрлаççĕ те вĕсем. Ансамбле çӳрени хавхалантарнипе малашнехи пурнăçне культурăпа çыхăнтарнисем те пур: Марианна Адобир культпросвет училищинче режиссёра вĕренет, Ксения Вражкина – хореографа, Александр Тиняхин – дизайнера, Светлана Узеринова – музыка училищинче. Репертуарĕ анлă ансамблĕн. Вырăнти халăх юррисене артистсем те пухаççĕ, Родион Петрович та çырса пырать. Вĕсем ансамблĕн хăйнеевĕрлĕхне кăтартакансем. Чăвашсен паллă композиторĕн Анатолий Никитинăн юррисене куракансем хапăлласа йышăннине кура яланах программăна кĕртеççĕ. Анатолий Чебанов, Анатолий Юман сăввисемпе Валентина Тараватăн юррисене те хаваспах юрлаççĕ.
-Пĕлтĕр Ульяновскра иртнĕ Раççей шайĕнчи Акатуя килекен хăнасене кĕтсе илнине манаймастпăр. Чăваш Республикин Президентне Михаил Игнатьева малтан область чиккинче, кайран правительство çуртĕнче кĕтсе илтĕмĕр. Хамăр кĕпĕрнаттăрпа президент умĕнче юрласа-ташласа патăмăр. Ал тытрĕç пире. Эпир нумай çынна курнă: тĕнче тăрăх çуран çӳрекен американецсене те, Ульяновска олимпиадăна килекен делегатсене те кĕтсе илнĕ. Ăçта кăна пулса юрламан ĕнтĕ – вăрçăра кăна пулман, - каласа параççĕ кивулхашсем мăнаçланса. - Анчах пирĕн ĕмĕтсем те пур. Мускав Акатуйне çитсе курас килет. Пĕр çулхине чĕннĕччĕ, анчах вăхăчĕ шкул ачисен экзаменĕсемпе пĕр килнипе каяймарăмăр. Кӳрентерес килмерĕ ачасене. Пирĕн тепĕр ĕмĕт – çĕнĕ тум. Ансамбль чухăн мар ĕнтĕ, виçĕ тĕрлĕ тум пур. Анчах вĕсем кивелнĕ тата çăм пусма-тавартан çĕленипе çулла тăхăнма пăчă. Çӳхерех кĕпе пулсан пит аванччĕ. Ырă çынсене шыратпăр.
 
: 1098, Хаçат: 32 (1176), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: