Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çуллахи шăрăх кунсенче шыв мĕн-ма хăй патне çапла туртать-ши? Хĕртсе çунтаракан хĕвелтен эпир ирĕксĕрех шывра çăлăнăç шыратпăр. Шывра асăрхануллă пулмалли çинчен мансах пуçхĕрлĕ чăматпăр. Шыв миçе çыннăн пурнăçне илсе кайман-ши? Çу кунĕсем çитсен çулсерен унта та кунта путса вилни çинчен илтетпĕр. Уйрăмах ачасен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни пăшăрхантарать. Çапла, шыв çăмăлттайлăха юратмасть. Çакна асра тытмалла та вĕт…
 
Ача чухне хам та путса курнă. Хамăр çăмăлттайлăха пула вилĕмрен пĕр утăмра пулнине аса илсен халĕ те чунăм сӳ! тăвать. Эпĕ астăвасса, ун чухне çу кунĕсем тата шăрăхрах пекчĕ. Тусан çине çарран пусма çукчĕ – пĕçеретчĕ. Эпир тантăшсемпе кунĕпех кăвакалсем пек шывра чăмпăлтататтăмăр. Тута хĕррисем хăш чух кăвакарсах каятчĕç. Хырăмĕ вара мĕнле выçса каятчĕ…Пĕррехинче кăнтăр вăхăтнелле Люба юлташăм пирĕн ума автомашина камерине кустарса пычĕ. Камери хăйĕнчен те пысăк. Унăн ашшĕ колхозра ГАЗ-53 машинапа ĕçлетчĕ. Вăл шăтăк камерине сапланă та Любана шывра ишме юрăхлă туса панă. Вĕрсе хăпартнăскере çăмăллăнах кустарма пулать. Эпир пĕр касри тăватă хĕрача кӳлĕ хĕррине чупрăмăр. Кӳлли вăрăм, сарлака. Ун тăршшĕ – 300-400 метра яхăн, сарлакăшĕ – 200 метртан кая мар, тарăнăшĕ—вунă метра та çитет пулĕ. Кунта эпĕ астăвасса нумай çын путса вилчĕ. Ачасем те, аслисем те (ытларахăшĕ ӳсĕрпе). Çынсем каланă тăрăх, ун айĕнчен вунă çăлкуç тапса тăрать. Пĕр метр тарăнăшĕнче шыв пăр пек сивĕ. Пăртак шывра айкашсан пĕрин пуçне чăрсăр шухăш пырса кĕчĕ. «Атьăр кӳлĕ урлă ишсе каçатпăр!» – терĕ. Ку шухăш пурин кăмăлне те кайрĕ. Çитменнине, пирĕн резина камера пур-çке... Ишме пĕлмен Любана (вăл чи кĕçĕнни) камерăпа пирĕн хыççăн пыма хушрăмăр, путма тытăнсан васкавлă пулăшу пама ĕнтĕ. Шывăн туратти çук.
Шыва пурте пĕр харăс чăмрăмăр. Аслăраххисем маларах чавтарса пычĕç. Çур çула çитсен эпĕ ывăннине туя пуçларăм. Хама лăплантарса майĕпентерех ишрĕм. Тепĕр енне каçма 15-20 метр пек юлсан вăйăм пĕтрĕ. Тантăшсем ишсе каçнă, аллисене сулса темĕн кăшкăраççĕ, кулаççĕ. Вĕсен савăнăç, манăн…Вăя пухса шыв айĕпе ишме шутларăм. Ку мелпе ишме çăмăлтарах. Урапа тапса, алăпа çул уçса пыратăп. Хам шутпа самаях ишрĕм пек. Ура çине тăма хăтлантăм, çĕре перĕнейместĕп. Татах ишетĕп. Вăй юлмарĕ. Çиеле тухрăм. Чăнтăха-чăнтăха: «Путатăп!» – тесе кăшкăрса ятăм. Хам каллех пур-çук вăйпа ишме хăтланатăп, вырăнтан хускалаймастăп. Çапкаланатăп. Малалла ишме халăм пачах çук. Тантăшсем хăраса ӳкнĕ, кăшкăрса йĕреççĕ, унталла-кунталла чупкалаççĕ. Вĕсем мана нимĕнпе те пулашайманнине, шанчăк хамра çеç пулнине ăнланса илтĕм. Каллех шыв айĕн ишме шутларăм. Тепре чăмрăм. Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă шутласа мĕн сывлăш пĕтиччен малалла талпăнатăп. Тепĕр хăлаç… тата тепре… тепĕр хăлаç та пулин… Çук, урăх пултараймастăп… Вăй пĕтрĕ. Юлашки хут ура çине тăрас тесе урана тăсрăм çеç – ура çĕре перĕнчĕ! Тăтăм! Эпĕ çыран хĕрринех тухнă иккен. Хĕрарăмсем ман патăма чупса килнине куртăм çеç – куçăм хуралса килчĕ, шыва ӳкрĕм. Мана туртса кăларчĕç. Пӳрне чиксе хăстарчĕç. Пĕри вăрçать, тепри ишсе тухма пултарнăшăн мухтать. Кăштах тăна кĕрсен куçăмпа Любана, камерăпа пирĕн хыççăн пыракана, шырарăм. Ăна вăйлă çил хумĕ аяккинелле хăваласа кайнă иккен. Киле таврăнсан кун пирки никама та каласа памарăм. Анне пĕлесрен хăрарăм. Телее, ăна никам та каласа паман.
Çавăнтанпа эпĕ шывран хăратăп. Урăх нихçан та шалалла ишсе кĕместĕп. Хĕрринче çеç чăмпăлтататăп. Ыттисене те шывра паттăрлăх кăтартма сĕнместĕп.
 
: 886, Хаçат: 32 (1176), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: