Аслă Нагаткинпа Пилюгин ялĕсене çыхăнтаракан çырмара сăваплă çăлкуç пур. Ун пирки халăх тахçанах пĕлнĕ. Ку вырăн çакăнпа та паллă: кунта 1552 çулта Хаяр Иван патша Хусана парăнтарма кайнă чух ун хурал отрячĕ чарăннă.
Кунта 18-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Мĕнпур хурлăхлисен савăнăçĕн Турă Амăшĕн тĕлĕнтермĕш турăшне курнине калаççĕ.
19-мĕш ĕмĕрĕн варринче Афанасий Петрович Беляков тăрăшнипе кунта йывăç часавай лартнă. 1930-мĕш çулсенче ăна тустарнă. Тепĕр хут ăна 2000 çулта хăпартнă. Кашни çул майăн 8-мĕшĕнче турăшсемпе, хĕрессемпе çӳреççĕ.
Ахаль чухне те кунта çын татăлмасть. Кунти шывпа чӳхенме, çăлра шыва кĕме сыввисем те, чирлисем те килеççĕ. Купальня алăкĕ яланах уçă.
Чăнлă районĕ.