Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев вăтам шкул пĕтерекенсене кăмăл туртăмне кура наци чĕлхипе тата литературипе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма ирĕк паракан саккуна çирĕплетнĕ.
Çавна май «Вĕрентӳ çинчен» тата «РФ халăхĕсен чĕлхи çинчен» саккунăн 9 статйине улшăнусем кĕртеççĕ. Çĕнĕлĕх граждансене тăван чĕлхепе усă курнă, воспитани тата вĕрентӳ ĕç-хĕлне пурнăçлама пулăшакан чĕлхене суйланă чухне Конституци прависене туллин вăя кĕртме май парать. «Вĕрентӳ» çинчен» тĕп саккуна уйрăм сыпăк хушăнать. Унпа килĕшӳллĕн пĕтĕмĕшле пĕлӳ памалли тĕслĕх вырăнне усă куракан программăсен регион, наци тата этнокультура уйрăмлăхĕсене шута илмелле.
Саккунри улшăнусем Ульяновск облаçне те пырса тивеççĕ. Облаçри шкулсенче тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан ачасем пĕлӳ илеççĕ. Вĕсен хушшинче тăван чĕлхепе тата литературăпа экзамен тытма суйлас тĕллевлисем те сахал мар.
РФ Патшалăх Думи çу уйăхĕнче «Вĕрентӳ çинчен» саккуна улшăнусем кĕртрĕ. Федерацин вĕренӳ аталанăвĕн институчĕн кăтартăвĕсем тăрăх çĕршывра 239 чĕлхепе диалектран Раççей шкулĕсенче 89-не вĕрентеççĕ. Çак шутран 39-шĕпе вĕренеççĕ. Малашне шкул пĕтерекенсем тăван чĕлхепе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма пултараççĕ. Çав вăхăтрах, паллах, вырăс чĕлхи экзаменĕ пуриншĕн те сыхланса юлать. Тĕпрен илсен çĕнĕлĕх предмета вĕрентессин пахалăхне ӳстерме, ачасене тăван чĕлхене тăрăшарах вĕренме, ӳлĕмрен наци культурин аталанăвне вăйлатма тивĕç. Экзамен тесчĕсене хатĕрлес полномочие Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене панă.
Раççейре наци (тăван) чĕлхипе вĕрентекен пĕрремĕш шкулсем XVIII ĕмĕрте (1786) уçăлнă. 1918 çулта вĕсем наци шкулĕсем пулса тăнă. 1938 çулта вырăс чĕлхине обязательнăй предметсен шутне кĕртнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче çакăн евĕр шкулсенче пуçламăш классенче тăван чĕлхепе вĕрентнĕ, вăтам сыпăкра – икĕ чĕлхепе, аслă классенче – вырăсла.
Тăван чĕлхепе вĕрентекен наци шкулĕсен шучĕ: тутарла – 41,5 процент, пушкăртла – 17,5, чăвашла – 11, аварла – 11, марилле – 5, даргинла – 3,5, тывалла – 3.
Йышĕпе миллион çынран иртнĕ çичĕ халăх: вырăс – 116 млн (80 процент), тутар – 5,6 (4), украин – 2,9 (2), пушкăрт – 1,7 (1), чăваш – 1,6 (1), чечен – 1,4 (1), эрмен – 1,1 (1).
90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Раççейре наци шкулĕсем 13 процент шутланнă, халĕ – 45.
Тăван чĕлхене вĕренесшĕн мар: еврейсем – 13 процент, хантсем – 48, эвенксем – 23, нанаецсем – 33, коряксем – 33.
Тăван чĕлхене лайăх пĕлеççĕ: тывасем – 99,6 процент, даргинецсем – 98,8, ингушсем – 97,9, осетинсем – 95,5, тутарсем – 95,5.
Паллах, кусем – шухăша яракан кăтартусем.
 
: 790, Хаçат: 35 (1127), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: