Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Ӳсĕр» хăярсем
Пирĕн çемьере çакăн пек тăварланă хăяра пит юратса çиеççĕ. Хăярне çеç мар, шывне те ĕçсе яраççĕ.
Банка тĕпне хĕрен тымарне, укроппа ыхра, хурлăхан çулçи хумалла. Унта çуса тасатнă хăярпа тултармалла та маринад ямалла.
Маринада çапла хатĕрлемелле: 1,5 литр шыв çине 3 апат кашăкĕ (тулли мар) тăвар, 2 апат кашăкĕ сахăр, 1 чей кашăкĕ уксус тата 2 апат кашăкĕ çутă эрех ямалла.
Банкăна шыва лартса 15 минут пăшăхламалла. Виткĕчпе питĕрмелле.
Галина.
Хăяртан – салат
Ăна хатĕрлеме 3 кг хăяр, 5 пуç сухан, 1 çыхă укроп, 4 апат кашăкĕ сахăр, 1 стакан тип çу, 1 стакан 9 процентлă уксус, 100 г тăвар кирлĕ пулать.
Хăяра тата сухана çаврашкан касмалла, укропа вĕттĕн турамалла. Мĕнпурне кастрюле хумалла, унта тăвар, çу тата уксус хушмалла. Пилĕк сехет тăхтанă хыççăн банкăсене тултармалла та шыв çинче 15-20 минут пăшăхламалла. Шăвăç виткĕчпе хупламалла.
Помидор – хăй сĕткенĕнче
Помидора пĕр пек касăксем çине пайласа çур литрлă банкăсене хумалла, çиеле—çавракан каснă пылак пăрăç тата пет-рушкăпа укроп хутăшĕ тултармалла. Хутран-ситрен савăта нумайрах кĕтĕр тесе силлесе илмелле. Нимле шĕвек те ямалла мар, тăварламалла мар. Шывра 15 минут пăшăхласа виткĕчпе питĕрмелле. Тути чĕрĕ помидорăнни пекех пулать.
Кабачокран – «Чиполлино» вăлча
Ун валли 3 кг тасатнă кабачок, 0,5 кг пуçлă сухан, 250 г майонез, 1,5 стакан томат пасти, 2/3стакан тип çу, 1 лавр çулçи, 2 апат кашăкĕ тăвар, çур чей кашăкĕ пăрăç кирлĕ.
Сухан тата кабачок хутăшĕ çине томат пасти, майонез, тип çу ярса лайăх хутăштармалла та 1 сехет пĕçермелле.
Кăшт сивĕнсен аш арманĕ витĕр кăлармалла, сахăр, тăвар, пăрăç, лавр çулçи хушса тата тепĕр сехет пĕçермелле.
Лавр çулçине илсе вĕри вăлчана пăшăхланă банкăсене тултармалла та вичкĕчпе хупламалла.
«Август» салат
Ăна хатĕрлеме 1 кг хăяр, 2 кг помидор, 1 кг кишĕр, 1 кг пăрăç, 1 кг сухан, 1 кг кабачок, 300 г тип çу, 6 апат кашăкĕ сахăр, 6 чей кашăкĕ тăвар, лавр çулçи, пăрçаллă пăрăç кирлĕ.
Хăяра, помидора, пăрăçа, сухана, кабачока вакламалла. Кишĕре шултра тёркăпа хырмалла. Асăннă çимĕçсене хутăштарса çулăм çине лартмалла. Вĕресе кайсан 10 минут пĕçернĕ хыççăн унта 1 чей кашăкĕ 70 процентлă уксус хушса çулăм çинче тата 5 минут тытмалла. Салата вĕриллех банкăсене тултарса виткĕчпе питĕрмелле.
Йĕплĕ хурлăхан варенийĕ – мăйăрпа
Ун валли 1 кг йĕплĕ хурлăхан (крыжовник), 1/3 апат кашăкĕ грек мăйăрĕ, сироп валли: 1,5 сахăр, 1,5 стакан шыв кирлĕ.
Малтан сироп хатĕрлĕр: шыва сахăр ярăр та вĕреме кĕртĕр.
Йĕплĕ хурлăхан çырлине çумалла, йĕппе шăтарса савăта хумалла, çиелтен вĕри сироп ямалла.
Грек мăйăрне те вĕтетсе унта хушмалла. Икĕ тапхăр вĕретсе илмелле. Варение пăшăхланă банкăсене тултарса виткĕчпе питĕрмелле.
 
: 1017, Хаçат: 32 (1176), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: