Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2012 çулхи çурла уйăхĕн 11-15-мĕшĕсенче «Восток-3» тата «Восток-4» карапсем тĕнче уçлăхне çул хывнăранпа 50 çул çитет. Вĕсене А.Г.Николаевпа П.Р.Попович космонавт-лётчиксем тытса пынă.
Хăй вăхăтĕнче «Правда» хаçатра пичетленнĕ документсемпе, материалсемпе усă курса «В космосе Николаев и Попович: о беспримерном групповом полёте вокруг Земли космических кораблей «Восток-3» и «Восток-4» (Москва, 1963) кĕнеке кун çути курнă. Ку кĕнекере тĕнче уçлăхĕн икĕ геройĕн пĕрлехи вĕçевĕ çинчен тĕплĕн каласа парăнать. Вĕçев 70 сехет те 23 минут та 38 çеккунт тăсăлнă. Космонавтсем палăртнă тĕллевĕсене ăнăçлăн пурнăçланă та малтанах палăртса хунă районта анса ларнă. Çаплах кĕнекене вуласа ТАСС пĕлтерĕвĕсемпе, космонавт-лётчиксен калаçăвĕсен стенограммипе, вĕçеве паллă çынсем хак панипе, тĕрлĕ чĕнӳсемпе, тĕнче общественноçĕн шухăшĕпе, нумай сăн ӳкерчĕкпе паллашма май пур. Кунтах «Правда» хаçата граждансем çитернĕ салам сăмахĕсем те пур.
Андриян Григорьевич «Встретимся на орбите» кĕнекинче (Шупашкар, 1966 ç.) çапла палăртать: «Тĕнче уçлăхĕнчи пĕрлехи ĕç хăй йĕркипе пырать. Эпир иксĕмĕр те хавхалануллă. Эпĕ темиçе хутчен çыхăнмалли пиçиххисене салтса ярса кабинăра ирĕклĕн вĕçсе çӳреме ĕлкĕртĕм. Палăртнă тăрăх сывлăха тĕрĕслемелли тĕрлĕ хусканусем тумаллаччĕ. Кашнин хыççăн пĕтĕмлетӳсене борт журналĕ çине çырса пытăм. Икĕ енлĕ радиоçыхăнăва тухрăм, кино ӳкертĕм тата сăнав ĕçĕсем ирттертĕм» (146-147 стр.).
Хак пама май çук пысăк вĕçев иртнĕ пилĕк кунран, СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хушăвĕпе А.Г.Николаевпа П.Р.Поповича Совет Союзĕн Геройĕ тата «СССР космонавт-лётчикĕ» званисем панă.
Тӳпере туслашнă юлташсен пĕтĕм тĕнче шайĕнчи паттăрлăхĕ - пирĕн асăмăрта тата чĕресенче.
 
: 838, Хаçат: 32 (1176), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: