Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(А с а и л ӳ)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 31-мĕш номерте.)
Тĕпчев ĕçĕсем пынă чух йăнăшсем те, инкекĕсем те пулман мар. ВПШ керменĕ умĕнче эпир куллен «Правда» хаçатăн черетлĕ номерĕпе паллашаттăмăр. 1960 çулхи юпан 10-мĕшĕнче, сăмахран, артиллери çарĕн тĕп маршалĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Митрофан Иванович Неделин «служба тивĕçĕсене пурнăçланă чух» вилсе кайни çинчен некролог çапăнса тухрĕ. Халĕ çакă паллă: пысăк çухатăвăн сăлтавĕ те Байконур космодром çинчи инкекпе çыхăннă пулнă-мĕн.
1961 çулхи пушăн 31-мĕшĕнче эпĕ журналистсен курсне пĕтерни çинчен калакан диплом илсе Аслă Нагаткина таврăнтăм. Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче вара пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерсе те савăнтарса калаçтаракан хыпар килсе çитрĕ. Çĕршыври тĕп хаçат «Правда» кун пирки çапла пĕлтерчĕ: «Этемлĕх историйĕнчи аслă событи! 1961 çулхи акан 12-мĕшĕнче тĕнчере пĕрремĕш хут Совет космос карапĕ «Восток» çине ларнă çын Çĕр чăмăрĕ тавра вĕçсе çаврăнса пирĕн Тăван çĕршывăн çĕрĕ çине ăнăçлăн анса ларчĕ. Космоса тухнă пĕрремĕш çын Совет Социализмлă Республикăсен Союзĕн гражданĕ Юрий Алексеевич Гагарин. Пĕрремĕш космонавта чыс та мухтав!» Кунтах Ю.А.Гагарин сăн ӳкерчĕкĕ çапăннă. Пирĕн район центрĕ çех мар, çĕршыв, пĕтĕм тĕнче кĕрлет-шавлать! Ку вăл, паллах, чаплă вĕçеве хатĕрленĕ хăюллă та мал ĕмĕтлĕ çынсен-космонавтсен , рабочисемпе академиксен, инженерсемпе конструкторсен, пĕтĕм совет халăхĕн – историлле, ĕмĕр асран кайми çĕнтерĕвĕ пулнă.
 
Пурнăç тĕпĕнче
Хусанти журналистсен курсĕнчен вĕренсе таврăннă хыççăн вырăнти пуçлăхсем мана чăваш хаçат редакторне уйăрса лартасшăнччĕ. Шел, редакцири йывăр лару-тăру манăн сывлăха хавшатсах çитернĕччĕ. Редактор мана калама çук хĕсетчĕ. Кутăн, чăркăш кăмăллă, çав вăхăтрах пуçлăхсем умĕнче хăравçă чунлă çын, эпĕ çырнă япаласене сăлтавсăр тиркесе юсаттаратчĕ е наборланă япаласене кăларса пăрахтаратчĕ. Эпĕ ăна хам ăшра «скептик» тесе ят панăччĕ. Çакнашкал тытăмра ĕçлесе пурăнни, йывăр ĕç мана пусахласа çитернĕччĕ. Мана ĕненмеççĕ. Çакă уйрăмăнах тарăхтаратчĕ. Эпĕ неврастени чирĕпе чирлесе ӳкрĕм. Юлашкинчен ирĕксĕрех заявлени çырса ĕçрен хăтарма ыйтрăм. Çав вăхăтрах пуçлăхсем умĕнче мана хама та лайăх мар. Ара, патшалăх шучĕпе вĕрентсе кăларнине тӳрре кăлармалла-çке-ха, манăн ĕçе туса пыма пултаракан çын районта урăх çук. Пирĕн редактор вырăс хаçатне куçма шутлатчĕ. Эпĕ  вара хам вырăна ĕçлеме Чăваш Республикинчи Октябрьски ялĕнчен çамрăк та пултаруллă çыравçа Николай Мартынова чĕнсе илтĕм. Вăл килсе çитнĕ хыççăн 1961 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çĕнĕ Улхашри вăтам шкулта ĕçлесе пурăнакан арăм патне пурăнма куçрăм. Ку тапхăрти кун-çулăм çинчен эпĕ «Натюш» поэмăра çапла çырнăччĕ:
Эпĕ, ватă хусах, мăшăрлантăм,
Хам çаплах чирпеле нушалантăм.
Ĕçлеме халăм çук, мĕн тăвас?
Кӳршĕри Çĕньяла таврăнас!
Ĕнтĕ пирĕн çуралнăччĕ ывăл,
Телее, çитĕнет вăл ыр-сывă.
Пушă çурт пур, хваттер те ялта.
Арăм манăн учитель унта.
Йывăр чух тăван ен пире хапăл,
Нихăçан та унран эс ан татăл.
Эс унта хăвна ху – чăн хуçа, -
Шутласан, çăмăлрах пек пуçа.
Анса лартăм эп пурнăç тĕпне -
Шутласа кăлараймăн ятне.
Пуш çуртне хуçи ячĕ сутса.
Ма ларас унта пирĕн супса?
Тăм çурт тупăнчĕ – çĕнĕ хваттер,
Вырнаçса хĕл каçасчĕ чипер.
Чĕрĕ сывлăш та сивĕ урай,
Ир те каç тĕлкĕшет хуранай.
Хăрăмпа вараланнă стена, -
Авалхи çитрĕ мар-и – сăна!
Эпĕ куртăм ăна куçкĕрет,
Ун сăнарĕ сăвва та кĕрет
Çас памасть ĕмĕтри Шупашкар.
Чĕрере çеç сӳнмест-ха кăвар.
Шăпаран иртес çук, мĕн тăвар?
 
Çапах та тĕлĕнмелли пĕтмен-ха
Çапла çулталăк та иртсе кайрĕ. Арăм – ĕçре, эпĕ килте ачапа ларатăп. Пурнăç илемĕ – аслă ывăл, Çеруш. Вăл ултă уйăхра. Эпĕ унпа йăпанатăп, ăна юратса пăхатăп. Хĕсĕк тăм пӳртре сăпка та пур. Ача çывăрнă чух сăвăсем çыркалатăп. Хама типĕ тытатăп. Çак хушăра эрех-сăра пач ĕçмен. Çывăх çынсем хăнана чĕнсен те чейпех çырлахаттăм. Репродуктор умĕнче юлашки хыпарсене, Шупашкар паракан передачăсене тимлетĕп. Сасартăк çĕнĕ хыпар: «1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Совет Союзĕнче Çĕр юлташĕн орбитине «Восток-3» космос карапĕ вĕçтерсе янă. «Восток-3» карапа Совет Союзĕн гражданĕ космонавт-лётчик Андриян Григорьевич Николаев майор тытса пырать. Виççĕмĕш космонавт лётчик чăваш иккен. Çакна илтсен мана хама та çунат хушнăн туйăнса кайрĕ. Хамăн çĕкленӳллĕ туйăма «Тăван ялта» ятлă лирикăлла поэмăра çырса кăтартрăм. Поэми, тĕпрен илсен, ялти тунсăх çинченччĕ, пурнăçри тӳнтер енсене курса питленисем те пурччĕ унта. Куннехинче акă патриотла пафоспа çыхăннă космос теми хушăнчĕ. Ăна «Ялав» журнала ярса патăм. Хуравĕ пулмарĕ. Ун вырăнне çамрăк писательсен черетлĕ канашлăвне пыма йыхрав илтĕм. Манăн поэмăна шăпах çав пухура Петĕр Хусанкай тишкерчĕ. Чăннипе илсен, канашлури пĕтĕм калаçу манăн çав поэма тавра пычĕ. Ал çырăвĕ тăррине халăх поэчĕ хăй аллипе çапла çырса хунăччĕ:
«Тăшманран эп хĕрхенӳ кĕтместĕп,
Тус-çыннăм ан хĕрхентĕр вăл мана.
Гёте».
Çак йĕркесене калас сăмахăн эпиграфĕ пек ăнланмалла ĕнтĕ. Сăмахне çав йĕркесене аса илтернипех пуçларĕ:
- Эпĕ Юманăн тусĕ пуласшăн, хĕрхенесшĕн мар, - терĕ вăл.
Пуçланчĕ вара асар-писер! Тантăшсем умĕнче эпĕ хĕрелсе çех ларатăп. Тӳррипе каласан тишкерӳçĕ эпĕ хамăн япалана аплах начар хак парассах шутламанччĕ. Çитменлĕхĕсемпе чĕлхе шăйрăкĕсем тулли иккен манăн унта! Патриотла космос теми те хăтараймарĕ поэмăна. Ун пирки Пётр Петрович çапла каласа хучĕ: «Андриян Николаев космонавт çинчен сăмах май çеç каласа кăтартни çителĕксĕр. Ку хăех аварасăр пысăк тема».
«Каплипе пичетлеме май çук», - тесе çырса хунă эпĕ хамăн блокнот çине поэт сăмахĕсене. Халĕ шутлатăп та, тĕп сăлтавĕ ун чухнехи ял пурнăçĕнчи тӳнтер енсене «ытлашши» тиркенинчен те килме пултарнă. Тем тесен те «Хусанкай шкулĕ» усса пычĕ темелле. Киле таврăнсан эпĕ поэмăна тепĕр хут тĕплĕн юсаса çыртăм. Чĕрĕ классик асăрхаттарăвĕсене шута илсе каярах «Суйласа илнисем» кĕнекере пичетлесе кăлартăм. Андриян Николаев çинчен çырнă пĕчĕк сăвă райхаçатра, кайран «Чĕре çĕввисем» кĕнекере (1982) тухрĕ. Акă вăл:
 
Виççĕмĕш!
Андриян Николаева
Ĕнер кăна эс паллă марччĕ тĕнчене,
Паян сана пĕлет, паллать такам та лайăх.
Паян пин-пин тĕнче калать çине-çине:
- Чăваш ачи вĕçет, хăюллă Николаев!
 
Ĕнер Гагаринпа Титов çич тӳпене
Çĕршыв чапне çĕклерĕç икĕ паттăр вырăс,
Паян çитертĕн эс унта чăваш ятне
Тăван çĕршыв мухтавĕпе пĕр харăс.
 
Тĕлĕнмелли пĕтмен иккен,татах та пур,
Çĕн хыпарпа тĕнче каллех кисренчĕ вирлĕн:
«Попович космосра! Эсир халь иккĕн, кур!»
Юлташ е тус, паллах, унта та кирлĕ.
 
Ăçтан, çăл пек, тапса тăрать пирте вăй-хал?
Усал сунакансем пуçĕсене ватаççĕ.
Мĕнех вара: Тĕнчемĕр илтмелле калатăп халь:
- Пире хăлат çунат пилленĕ халăх влаçĕ!
12. 08. 62.
 
Космонавт автографĕ
Ялти усă сывлăш, çывăх çынсен ыркăмăллăхĕ манăн йăшнă сывлăха çирĕплетме пулăшрĕç. Ĕнтĕ эпĕ кунран-кун хама çĕнĕрен вăй кĕнине туятăп, юратнă ĕç каллех хăй патне туртать. Çапла вара 1962 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче каллех райхаçат редакцине таврăнма пултартăм. Район центрĕнче ун чухне пысăк улшăнусем пулса иртнĕччĕ ĕнтĕ. Н.С.Хрущёв реформатор пăлхатнипе районсем пĕрлешсе пысăкланчĕç. Пирĕн Пухтел районĕ Ульяновск районĕпе пĕрлешрĕ, чăваш хаçачĕ дубляжа çаврăнчĕ. Унăн ячĕ те улшăнчĕ. Малалла «Ильич çĕршывĕ» ятпа тухса тăма пуçларĕ. Тĕп хаçачĕ Ульяновскра, чăвашли Аслă Нагатринрах тухса тăрать. Вырăсла полосисене пире куллен çӳрекен автобус водителĕпе парса яраççĕ, эпир ăна автостанцире кĕтсе илетпĕр. Килсе çитсенех вĕсене васкавлăн вырăсла куçарма пуçламалла, çапла вара хаçачĕ пĕр кун каярах юлса тухать. Тăлмачăсем эпир иккĕн – редакци диванĕ çинчех выртса пурăнатпăр.
 
 
(Малалли пулать.)
 
: 738, Хаçат: 32 (1176), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: