Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çын. Ун çинчен аваннине те, начаррине те темĕн чухлех калама пулать.Çак çын çинчен вара начар калама манăн ирĕкĕм çук.
 
Ашшĕ – тракторист, амăшĕ – медицина сестри. Ашшĕн амăшĕ те пурăнать-ха, вăл район центрне куçасшăн мар. Ку ялта тăхăр çул вĕренмелли шкул та, вăтам пĕлӳ илмелли те çук. Çавăнпа çемьен икĕ вырăнта пурăнма тӳр килнĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисене вĕрентесшĕн тăрăшнă. Икĕ ывăлĕпе амăшĕ район центрĕнче, ашшĕ асламăшпе ялта пурăннă. Ывăлĕсем ӳссе çитĕннĕ. Шкулта аван вĕреннĕ. Ашшĕ çемьене тăрантарса пурăннă. Никам та, никама та кӳрентермен. Туслăн, пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă.
Аслă ывăлĕ – Сергей – Алапукари милици шкулне пĕтернĕ. Тетĕшĕн çулне кĕçĕн ывăлĕ – Пётр - суйласа илнĕ.
Миçе çын пурнăçне çăлса хăварман-ши, миçе преступленин малалла аталанмалли çулне пӳлсе хуман-ши? Сергей криминалист профессине суйласа илнĕ. Унăн мăшăрĕ - пике, вĕрентӳçĕ – пур, вĕсен ывăлпа хĕр çитĕнеççĕ.
Иккĕмĕш Чечня вăрçи пуçланнă. Сергея – пуян опытлă криминалиста – Чечняна яраççĕ. Унта кайиччен çемье чиркӳре пулса Турăран пулăшу ыйтать, çылăхĕсене (вĕсем камăн çук?) каçарттарать. Пачăшкă Сергея кĕлтуса хĕрес парнелет.
Çапла майпа икĕ ача ашшĕ ытти милиционерсемпе пĕрле Чечняна тухса каять.
Йывăр вăхăтсем пуçланнă. Террористсем Раççейри йĕркене сыхлакансене çеç мар, хăйсен тăванĕсемпе çывăх çыннисене те шеллемен. Террористсем çак вырăнсене, кашни çурта питĕ лайăх пĕлнĕ. Çавăнпа вĕсене «тăшманĕсемпе» кĕрешме çăмăл пулнă.
Сергей пачăшкă панă сĕнӳсене веçех пурнăçласа пынă. Ирхине те, каçхине те Турăран сывлăх пама тархасланă. Килĕнче пĕтĕм çемье кил хуçи сывлăхлă та чипер таврăнтăр тесе кĕлтунă.
Шăрăх çулла хуçаланнă. Терррористсене çак вăхăтра асăрхама питĕ йывăр пулнă. «Симĕс» тĕнче вĕсем майлă пулнă. Милиционерсен вертолёчĕ тӳпене çĕкленнĕ. Питĕ йывăр ĕç пурнăçламалла пулнă. Ханкалана хĕрсе кайнă хĕвел çутатнă. Сасартăк вертолёт чĕтресе илнĕ. Тепĕр хут чĕтресен вертолёт виçĕ пая уйрăлса кайнă. Сергей – варринчи пайĕнче. Çумĕнче ларакан юлташĕсем вертолёт ванчăкĕсемпе пĕрле аялалла чăмнă. Кресла çумне çыхăннă Сергей çĕр çинелле çывхарса пынă. Сасартăк асне çемйи пырса кĕнĕ: ачисем аллисемпе ун патнелле туртăнса пулăшма хăтланнă. Вăл урăх нимĕн ас тумасть. Госпитальте тин куçне уçнă. Пирĕн салтаксем вăхăтра килсе çитнĕ.
Çемье хыпарсем итленĕ.
Арăмĕ çумрах вырнаçнă чиркĕве чупнă. Сергей сывлăхĕшĕн çурта çутнă.
Сергей тăна кĕрсен чи малтан çумĕнчи хĕресне хыпаласа тупнă. Вăл – вырăнĕнчех. Ӳт-пĕвĕ çеç туртса ыратнă. Ури пуррипе çуккине туйман. Пуçĕ янăранă. Мăй шăмми сиенленнĕ. Ятарлă самолётпа ăна Мускава ăсатнă. Нумайччен сипленнĕ. Сусăр пулса юлнă. Анчах чĕрĕ! Вертолётра пĕрле пулнă юлташĕсем пурте вилнĕ…
Ăна килне илсе килеççĕ. Туясем çине тайăнса утма пуçласан чи малтан чиркĕве кайнă. Юлташĕсене асăнса çуртасем лартнă.
Вĕсем çемйипе чиркĕве час-часах çӳреççĕ. Вилĕмрен çăлăнса юлма пулăшнăшăн Турра кĕлтăваççĕ. Сергей ĕçе тухать. Çынсене ырă çеç тума тăрăшать.
Турăçăм, эпĕ Сана шанатăп та, шанмастăп та,
Тĕнчене хамăн ăсăмпа, пĕлĕвĕмпе йышăнатăп.
Турра ĕненмен çыншăн тĕнче те сиввĕн туйăнать.
Турăпа вара ăшă та хăтлă туятăн.
Кусем – манăн çывăх тăвансем. Ячĕсене çеç асăнмасăр хăвартăм. Эпир – Турă çыннисем. Çырса кăтартнă тĕслĕх Турă пуриншĕн те ырăлăх çеç суннине çирĕплетет.
 
: 693, Хаçат: 32 (1176), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: