Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Облаçри ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн облаçра августăн 13-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 302,1 пин гектар çинчен пуçтарса илнĕ (66 процент). Пурĕ 434 пин тонна тĕш-тырă çапнă. Тухăç гектартан вăтамран 14,4 центнер.Хăш-пĕр хуçалăхра тырçи вĕçленнĕ ĕнтĕ. Кĕрхи тырă тата пăрçа пуçтарса илесси облаçĕпе вĕçленнĕ тесен те юрать. Комбайнёрсем хушшинчи ăмăртура В.Староверов (Чартаклă районĕ) малта пырать. Вăл 20 пин центнер ытла тĕш-тырă çапса илнĕ.
Физкультура вĕрентӳçисемпе тĕл пулнă
Физкультурниксен кунĕ умĕн облаçри Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ Анатолий Еленкин Чукун çул районĕнчи физкультура вĕрентӳçисемпе тĕл пулнă.
Педагогсем «Ульяновскмебель» предприятире экскурсире пулнă, унти авалхи сĕтел-пукан музейĕпе тата спорт комплексĕпе, рабочисен тренажёр залĕпе паллашнă.
Анатолий Еленкин ачасене мĕн пĕчĕкрен спорта явăçтармаллине, çак ĕçре физкультура вĕрентекенĕсен тӳпи пысăк пулнине палăртнă.
-Сирĕн умра пысăк ĕç – ачасене спортпа интереслентермелле, шкулти физкультура урокĕсене юратма вĕрентмелле. Тĕп тĕллев – ачасене спорт секцисене явăçтарасси, - тенĕ Анатолий Георгиевич.
Депутат Чукун çул районĕнчи чи паллă тăватă физкультура учительне Саккунсем кăларакан Пухăвăн Тав çырăвне парса чысланă.
Тĕрĕслев витĕр тухнă
Çулталăк пуçламăшĕнчен Ульяновск хула администрацийĕ 3897 правăпа виçе акчĕ йышăннă, вĕсенчен 242-шĕ коррупципе кĕрешекен тĕрĕслев витĕр тухнă.
Право докуменчĕсене администрацири ятарлă ушкăнсем хатĕрлеççĕ, вĕсене право управленийĕ тĕрĕслет. Документсенче коррупци тĕслĕхĕсем пуррипе çуккине пĕтĕмлетӳре палăртать, саккунпа килĕшмен документсене улăштарма ыйтать, ыттисене прокуратура органне пăхса тухма яраççĕ.
Раççейри чи лайăх пульница
Ульяновскри пĕрремĕш номерлĕ клиника пульници (перинаталь центрĕ) Раççейри «Чи лайăх ача çуратмалли пульница-2012» конкурса хутшăнса лауреат пулса тăнă. Çĕнтерӳçе диплом, сертификат тата асăнмалăх медаль парса чысланă.
Конкурсра пирĕн çĕршыври çичĕ федераллă округри пысăк хуласенчи пульницасем хутшăннă.
-Çĕнтерӳçĕсене палăртнă çĕрте сиплев учрежденийĕсен ĕçне пациентсем хаклани пысăк вырăн йышăннă. Пирĕн пульница мала тухни облаçшăн та пысăк чыс, - тенĕ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова.
14 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ
Ульяновск облаçĕнче çулталăк пуçланнăранпа 14 пине яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Вĕсенчен 9161 ваканси - вăтам тата пĕчĕк усламра.Инвестици проекчĕсене пурнăçласа 15 муниципаллă пĕрлĕхре 2306 ĕç вырăнĕ тупăннă. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕç паракансем пĕрле ĕçлесе 11607 ваканси уçнă: промышленноçра – 1787, ял хуçалăхĕнче – 1693, суту-илӳпе апат-çимĕç промышленноçĕнче – 1556, вăрман хуçалăхĕнче – 760, строительствăра - 732.
Пулăшу – 24 миллион тенкĕлĕх
«Шкула пуçтарăнма пулăш» ыркăмăллăх тăвăм вĕçленсе пырать.
Хальхи вăхăтра 21 пин ачана пулăшу панă: область бюджетĕнчен 7348, муниципаллă бюджетран 4191, ыркăмăллăх организацисенчен 9375 вĕренекене. Пурĕ ачасене шкула пуçтарăнма атă-пушмак, тумтир, хут-кăранташ туянма 24 миллион куçарнă.
Социаллă аталанупа ĕç министрĕ Анатолий Васильев сăмахĕпе, «Шкула пуçтарăнма пулăш» тăвăмăн пĕтĕмлетĕвне çурлан 24-мĕшĕнче Атăлçи федераллă округри социаллă ĕçченсен тĕнчери пĕрремĕш форумĕнче В.И.Ленин ячĕллĕ площадьре тăваççĕ.
 
: 602, Хаçат: 33 (1177), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: