Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
НИКИТИНСЕМ: "АСА ИЛСЕН ЧУН ХУРЛАНАТЬ"
 
1912 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пан Слободинче пĕрремĕш ял хуçалăх улма-çырла пĕрлĕхĕ йĕркеленнĕ. Çак вырăнта совет саманинче Ульяновск районĕнчи «Приволжский» совхозăн иккĕмĕш уйрăмĕ пулнă. Совет Союзĕ аркансан, колхозсемпе совхозсем пĕтсе ларсан Атăлăн илемлĕ тавралăхĕнче «Симбирский сад» общество «тымар яма» тытăннă. Унччен тырă-пулă çитĕнтернĕ, выльăх-чĕрлĕх самăртнă ял çыннисем, ял хуçалăх специалисчĕсем хӳтлĕхсĕр тăрса юлса кам мĕнле пĕлет çавăн пек пурăнма пуçланă. Çавсен шутĕнче – Никитинсем.
 
НИКОЛАЙ
Ултă ачаллă çемьере çитĕнсе ӳснĕ.
Ашшĕ – Пётр Харлампьевич – Сталинграда, Белграда, Берлина… нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларса 1946 çулта кăкăр тулли орденсемпе, медальсемпе таврăннă.
Амăшĕ – Серафима Васильевна – вăрçă вăхăтĕнче вăрман каснă, окоп чавнă…
1970 çулта Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Аслă Чементе вăтам шкул пĕтернĕ те Скугареевкăра водителе вĕренсе тухнă.
Салтакра 1971-1973 çулсенче пулнă. Малтан Саратов облаçĕнче çар вĕрентӳ подразделенийĕнче ултă уйăх вакуумлă тата ăшă упракан машинасен водительне вĕреннĕ. Çĕр утмăл вĕренсе тухаканран иккĕшне – чи лайăх паллăсемпе пĕтернисене (вĕсенчен пĕри Николай Никитин) – полк ялавĕ умĕнче сăн ӳкерттернĕ те Волгоград облаçĕнчи сывлăш çарĕн авиаци училищине янă. Вăл унта çулталăк çурă хĕсметре пулнă.
Чӳк уйăхĕнче тăван ялне таврăнса колхозра водительте вăй хунă.
Ачаранах ятарлă пĕлӳ илсе пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕскер 1981-1984 çулсенче Вăрнарти совхоз-техникумра агронома вĕреннĕ. Хĕрлĕ дипломлă агроном КПСС XXV съезчĕ ячĕллĕ колхозра тыр-пул çитĕнтернĕ. Председателĕн сылтăм алли пулнă.
 
АНТОНИНА
Вăл 8 ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ – Христофор Ивановичпа Ирина Аверкиевна – ĕмĕрĕсене колхозра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурса ирттернĕскерсем, ачисене вĕрентсе çын çине кăларнă. Кĕçĕнни – Антонина – Патăрьел районĕнчи Первомайскра вунă класс пĕтернĕ те 1971-1975 çулсенче Иркутскра педагогика училищинче пĕлӳ илнĕ. Кунта пурăнакан аппăшĕ çак тăрăхрах хăварасшăн пулнă, анчах ашшĕпе амăшĕ пĕччен пурăннипе Антонина яла таврăннă. Аслă Чемен шкулĕнче 1975-1987 çулсенче пуçламăш классене вĕрентнĕ, аслă классенче те вырăс чĕлхипе литература урокĕсене илсе пынă. Шкулта профсоюз организацине ертсе пынă, колхозри обществăлла мероприятисене хастар хутшăннă.
 
НИКИТИНСЕМ
Çемье 1976 çулта йĕркеленнĕ. 1977 çулта пĕрремĕш ачи – Сергей – çуралнă. Вăл Ульяновскра ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ. Хĕрлĕ диплома тивĕçсе аспирантура пĕтернĕ. Паян ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Тимирязев ячĕллĕ наукăпа тĕпчев институтĕнче генеральнăй директорăн çумĕнче вăй хурать.1979 çулта Никитинсен йĕкĕрешсем – Владиславпа Наталья – çуралаççĕ. Владислав Ульяновскри педагогика университетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă, пĕр вăхăт Вышкă шкулĕнче ĕçленĕ. Халĕ Мускаври тĕп универсамри барта ятарлă пĕлӳ илнĕ хыççăн сомелье (дегустатор) пулса ĕçлет. Франци, Итали çĕршывĕсене хаклă йышши хĕрлĕ эрехсем (хăй тĕрĕслесе пăхса) туянма çӳрет. Хăй ĕçлекен вырăнта вĕсене сутма пулăшать. Наталья повара вĕренсе тухнă та Ульяновскра ĕçлет.
Никитинсем Ульяновск районĕнчи Липки ялне 1987 çулта куçса килеççĕ. Николай Петрович «Приволжский» совхозăн иккĕмĕш уйрăмĕнче хуçалăх арканиччен агрономра ĕçлет. Антонина Христофоровна ача пахчине вырнаçать, педагогикăра нумай ĕçленĕ çулсемпе усă курса иртерех тивĕçлĕ канăва каять.
Паян вĕсем хушма хуçалăхра пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Ачисем йăпанса пурăнма пилĕк мăнук парнеленĕ.
- Хамăр суйласа илнĕ профессисемпе килениччен, тивĕçлĕ канăва кайиччен тата ун хыççăн та - ĕçлеймерĕмĕр, - теççĕ Никитинсем. - Çĕршывра пулса иртнĕ ахăр самана ĕмĕтсене татрĕ. Çĕршыв арканни пирĕн пек пин-пин çыннăн шăпине туларĕ. Мĕн пулнине аса илсен паян та чун хурланать. Юрать-ха, арканнă хуçалăх вырăнĕнче «Симбирский сад» пĕрлĕх ĕçлет. Ĕçсĕр тăрса юлнисем унта вырнаçма май тупрĕç. Тен, çĕнĕрен çĕкленсе кайăпăр-ха. Питĕ шанас килет.
 
Ульяновск районĕ,
Липки ялĕ.
 
: 585, Хаçат: 33 (1177), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: