Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Единая Россия» политика партийĕн ĕç тăвакан Тĕп канашĕн президиумĕ хăйĕн пуçлăхĕ пулма ятарлă конкурсра çĕнтернĕ Ульяновск облаçĕн шалти политикин министрне Дмитрий Травкина çирĕплетнĕ.
Çакăн евĕр конкурс «Единая Россия» политика партийĕ пĕрремĕш хут ирттернĕ. Вăл утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче тытăннă. Кандидатсен Тĕп канашăн президиумĕн ĕç программине хатĕрлесе комиссие тăратмалла пулнă. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче 25 кандидат хатĕрленĕ ĕç программисене пăхса тухнă. Ун хыççăн конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, вăрттăн сасăласа чи лайăххисенчен пиллĕкĕшне суйласа илнĕ. Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн премьер-министрĕ, парти председателĕ Дмитрий Медведев конкурсра çĕнтернисемпе тĕл пулнă. Кайран Тĕп канаш президиумĕ пилĕк кандидатран пĕрне палăртнă.
«Эпĕ федераллă шайра Ульяновск облаçĕн интересĕсене хӳтĕлеме тăрăшăп. Манăн малтанласа тунă программăна ытти регионсенчи парти уйрăмĕсенче пысăк хак паракансене тав тăватăп. Конкурса хутшăнса çĕнтерме тăрăшмасан ăмăртăва та хутшăнмалла мар», - тенĕ Дмитрий Травкин.
Çĕнĕ пуçлăх 10-14 кунран, регион правительствинче хăй ĕçĕсенчен хăтăлса çитсен, ĕçе тухма шухăшлать. Пĕрремĕш ĕç кунĕнче хăй конкурса тăратнă программăпа пĕрле ĕçлекенĕсене паллаштарасси пулĕ.
Сергей Морозов «Единая Россия» политика партийĕн Тĕп канашĕн президиумĕн çĕнĕ ертӳçине саламланă: «Дмитрий Травкин çак должноçа тивĕçни Ульяновск облаçĕн правительствин кадрсен политикин ĕçĕ-хĕлĕ çӳллĕ шайра пулнине çирĕплетет. Дмитрий Викторович маларах ĕçленĕ ытти должноçсенче те пысăк яваплă, ĕçĕсене тĕплĕн пурнăçлакан, пуçаруллă тӳре пулнине çирĕплетрĕ. Вăл çичĕ çула яхăн «Единая Россия» политика партийĕн регионри уйрăмне ертсе пычĕ. Эпĕ Дмитрий Викторович конкурса тăратнă программăна пĕтĕмĕшлех ырлатăп», - тенĕ.
 
: 1005, Хаçат: 33 (1177), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: