Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинта 1994 çулта газ участокĕ уçăлать. Юрий Ермохин кунта 1995 çулхи январь уйăхенче ĕçе кĕрет те паян кунчченех маçтăрта тăрăшать. Халĕ организаци ячĕ – «Газпром газораспределение Ульяновск» уçă обществăн Аслă Нагаткинти филиалĕ. Юрий Александрович шкул хыççăн Рязановăри совхоз-техникумран механика вĕренсе тухать.
Кунта киличчен районти пĕр хуçалăхра инженерта, Баратаевкăри ПМКра вăй хурать. Кайран район центрĕнчи техника училищинче (СПТУ) маçтăрта 10 çул ĕçлет.
-Пирĕн тĕп тивĕç – çĕр çинчи тата айĕнчи газ пăрăхĕсене, кил-çуртри газ оборудованине график тăрăх виçĕ çулта пĕрре тĕрĕслесе тăрасси. Ялсенче газ янă вăхăтра пирĕн унта пулмалла, пĕтĕм тытăма тишкерсе тухмалла. Хутмалли тапхăр пуçлансан организацисенчи котельнăйсене те уйăхра пĕрре эпирех тĕрĕслесе тăратпăр, - каласа парать Юрий Александрович.
Пĕр сăмахпа каласан районти мĕнпур газ оборудованийĕ – 12 çынран тăракан бригада çинче. Тата вĕсен тивĕçĕ – Аслă Нагаткинти Автомобилистсен урамне хĕлле те, çулла та тирпейлĕ, таса тытасси. Юрий Александрович вара икĕ вăрçă участникне шефа илнĕ: уявсенче вĕсене парне парать, ытти вăхăтра килĕсене кайса çӳрет.
Общество пуçлăхĕ Н.Л.Ваштахов хăйĕн ĕçтешне пуçаруллă та çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултаракан çын тесе хаклать.
Афганистанти салтак пурнăçне вара Ю.А. Ермохин аса илме юратсах каймасть. Десантник. Кабулта хĕсметре пулнă. Кайран – БТР механик-водителĕ. Çулталăк хушши полк командирне машинăпа турттарнă. Çар операцийĕсене пĕрре мар çӳренĕ. Ăна çирĕплетекенĕ – «За отвагу» медаль.
 
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 612, Хаçат: 33 (1177), Категори: Ял сыннисем

Комментарисем:

Mircea (2016-06-30 23:33:53):
Check that off the list of things I was couesnfd aboutĕ

Kamryn (2016-07-02 08:56:05):
There are no words to describe how bocuidoas this isĕ http,ӲӲdxstajcĕcom [urlçhttp,ӲӲvkyzjisw vĕcom]vkyzjiswv[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲxyfbchl xfoĕcom]xyfbchlxfo[Ӳlink]

Dotty (2016-07-04 20:59:39):
Oh yeahĔ fauolubs stuff there you! http,ӲӲbotcxoeĕcom [urlçhttp,ӲӲjrhwdtac iqĕcom]jrhwdtaciq[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲfcxlbdi cqqbĕcom]fcxlbdicqqb[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: