Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кашара çуралнă, 8 класс пĕтерсенех ĕçе кӳлĕннĕ, 43 çул «Волга» ял хуçалăхĕнче вăй хурать. Çапларах Николай Фоминăн кĕске биографийĕ.
Вăл кĕçех 60 çул тултарать.
 
Николай Борисович хăй пурнăçне яланлăхах тăван ялĕпе çыхăнтарнă. Ăраскалне урăх çулпа ярас шухăш пуçĕнче çуралса та ĕлкĕрмен. Ма тесен ялти чи хӳхĕм, çулпа самаях çамрăк хĕре вилесле юратса пăрахнă. Иккĕшĕ те шкулта вĕреннĕ-ха вăл вăхăтра.
Сакăр класс пĕтерсенех Николай колхоз пăрăвĕсене пăхакана вырнаçнă. Вăл вăхăтра ялти чи хисеплĕ профессирен пĕри – тракторист пулнă. «Мĕн-ма манăн та хурçă ута алла илес мар?» - шутланă та Николай докуменчĕсене пуçтарса Скугареевкăри профтехучилищĕне çул тытнă. Çулталăкран çамрăк механизатор хуçалăха таврăнса трактор çине ларнă. Юратнă хĕрĕ шкул пĕтерессе аран-аран кĕтсе илнĕ вăл. Вера аттестат илсенех вунтăхăр çулхи каччă вунултă çулхи хĕрпе пĕрлешсе туй тунă. Çырăнасса вара тепĕр икĕ çултан – Вера вунсаккăр тултарсан – çырăннă. Часах çут тĕнчене вĕсен пĕрремĕш пепки килет. Тепĕр ачи хырăмра чухне çемье пуçне салтака илсе каяççĕ. Николай Львов хулине лекет. Топогеодезиста вĕренсе тухать кăна – ăна киле яраççĕ. Вĕсен иккĕмĕш ачи çуралнă! Çемьен пĕр харăс икĕ савăнăç. Кайран юратуллă çемье ӳснĕçем ӳссе пырать. Пилĕк ача çуратса ӳстереççĕ Фоминсем. Унтанпа 41 çул иртнĕ ĕнтĕ. Ачисем пĕрерĕн-пĕрерĕн ашшĕ-амăш çуначĕ айĕнчен вĕçсе кайса хăйсен йăвисене çавăрнă. Пĕлтĕр те, кăçал та вĕсен ăшă килĕнче туй кĕрленĕ. Тăватă хĕрпе пĕр ывăлĕ те мăшăрĕсене тупса çемье чăмăртанă. Хунавран – хунав. Фоминсен йăх-тымарĕ сарăлсах пырать. Ачисем ашшĕпе амăшне пилĕк мăнук парнеленĕ ĕнтĕ.
Николай Борисович 20 çула яхăн трактор çинче ларнă хыççăн фермăна ĕçлеме куçать. Тата 20 çул ытла хуçалăх пăрăвĕсене пăхать. Халĕ пăрусем çуллахи лагерьте. Тăваттăн черетпе ас тăваççĕ.
Кăçал кĕркунне Фоминсен пысăк уяв – çемье пуçĕ 60 çул тултарса тивĕçлĕ канăва каять.
Вера Викторовна пенсире ĕнтĕ – 50 çултах тухнă. Вăл нумай çул ял хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Халĕ килти ĕçсемпе аппаланать: выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, пахча… Кил таврашĕнче куллен ĕç.
Ку çемье «Канаш» хаçатпа туслă пурăнать. Хуçалăх правленийĕ ял ĕçченĕсене çулсерен чăваш хаçатне çырăнтарса парать.
-Эпир хаçата юратсах вулатпăр,- тет туслă мăшăр йăл кулса.- Ĕçсем пĕтерсен тӳрех хаçат тытатпăр. Вуламалли пайтах.
Килти ĕçсенчен пушансан е ĕçсем тытăниччен, ир-ирех Николай Борисович кӳлĕ хĕррине васкать. Вăл пулăç. Пуллишĕн мар, шăплăхра çут çанталăкпа киленессишĕн каять вăл унта. Ял çыннин кун пек самантсем сайра пулаççĕ çав.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 948, Хаçат: 33 (1177), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: