Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуçламăш пĕтĕмĕшле вĕрентӳ федераллă патшалăх стандарчĕ çинчен Ульяновск облаçĕн вĕрентӳ министрĕ Екатерина Владимировна Уба каласа панă.
Чи малтанах, пĕтĕмĕшле тата хушма вĕрентӳ тытăмĕн тĕшшипе технологийĕ улшăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе вĕрентӳçĕсем, пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учрежденисем пĕрремĕш класра вĕренме тытăннă ачасен пултарулăхне, тавракурăмне, сывлăхне шута илсе темиçе программăран пĕрне суйласа илме пултараççĕ. Паяна 20 вĕрентӳ учрежденийĕ (Ульяновскра -11, облаçра – 9) çĕнĕлле вĕрентме хатĕр.
2011 çулхи авăн уйăхĕнче çĕнĕ стандартсемпе пĕрремĕш класа каякансем çеç вĕренеççĕ, ытти параллельсем - вĕрентĕвĕн малтанхи планĕсемпех.
Паян пуçламăш классенче вĕренекенсем тата çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче пĕрремĕш класа каякансем вĕрентӳ тытăмĕнчи улшăнусене туйса илеймеççĕ. Çĕнĕ стандартра вĕрентӳ программисен тытăмĕ, унăн ĕç вĕçĕ (результачĕ) тата меслечĕсем вĕрентӳ процесне тивĕçтермелле. Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн иккĕмĕш ăрури стандарчĕсем тăрăх, уроксем хыççăн ĕçлеме тата 10 сехет хушăнать.Çапла майпа ачасен эстетикăпа йĕрке-тирпей, физкультурăпа пултарулăх аталанăвне ӳстерме май пулать. Физкультура урокĕсем те эрнере икĕ хут мар, виççĕ пулаççĕ.
Ашшĕ-амăшен пăшăрханмалли çук, тĕп никĕс предмечĕсен шучĕ (тĕслĕхрен, вырăс чĕлхипе математика) улшăнмасть, чакмасть. Мĕншĕн тесен çĕнĕ стандартсен тĕп тĕллевĕ – вĕрентӳ пахалăхне лайăхлатасси. Иккĕмĕш: ашшĕ-амăшĕн ачисен вĕренӳ расписанине хăйсен тума май пулать. Кăштах хăнăхса тата вăхăт çитсен ашшĕ-амăшĕ ачисем вĕренмелли хăш-пĕр предмета те суйласа илме пултарать.
Пĕтĕмĕшле илсен, Раççей шкулĕсем хĕвеланăçри вĕрентӳ меслечĕ çине куçаççĕ тени те вырăнлă пулать. Ачасем шкулта вĕреннĕ чухнех хăйсене интереслентернине суйласа илеççĕ.
Вăтам тата аслă шкулсенче вĕрентӳ процесĕн çĕнĕ стандарчĕ çине планра палăртнипе куçса пыраççĕ. 2013 çулта – ятарласа палăртнă вăтам шкулсем, 2016 çулта – пурте. 2020 çулта çĕнĕ стандартпа регионри пур вĕрентӳ учрежденийĕсем те ĕçлеме тытăнаççĕ.
 
: 832, Хаçат: 35 (1127), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: