Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Уçă та ырă кăмăллă, ялан кулса çеç тăракан хитре хĕрарăмăн кукамăшĕ Анна Герман ятлă пулнă. Кукашшĕ –Виçпӳрт-Шăмăршă йĕкĕчĕ Тихон Савельевич Муравьев питĕ илемлĕ те пултаруллă полячкăпа çарти госпитальте паллашнă. Анна ун чух аманнă салтаксене сипленĕ çĕрте вăй хунă. Чăваш каччипе Польша пики чĕрисене юрату çулăмĕ хыпса илет. 1921 çулта Тихон Муравьев Чăваш Республикинчи Шăмăршă районне хӳхĕм арăмпа таврăнать.
- Килĕнче ялан вырăсла пупленĕрен пирĕн анне икĕ чĕлхепе те тап-таса, илемлĕ калаçатчĕ,-аса илет Роза Михайловна Куракина (хĕр чухне – Афанасьева).- Шел, кукамай, Анна Герман, ман анне 10 çулта чухне чирлесе вилет. Кукаçей 1943 çулта Аслă вăрçăра пуçне хурать. Анне, Александра Тихоновна Муравьева, питĕ ăслă хĕр пулнă. Вăл 10 класс пĕтернĕ, Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Тантăшĕ кĕрейменнипе, мăнтарăн, пăрахать. Пухтел (паян Чăнлă) районĕнчи тĕне кĕмен чăвашсем пурăнакан яла – Чăвашкассине – качча килет. Михаил Иванович Афанасьевпа иккĕшĕн туйĕ 1941 çулхи çĕртмен (июнь) 22-мĕшĕнче пулнă. Атте те питĕ пултаруллă чăваш арçынниччĕ. Вăл Аслă вăрçă тытăниччен икĕ çул Шупашкарти музыка училищинче вĕреннĕ. Сĕрме купăс (скрипка) аван каланă. Чăваш кĕвви-юррин асамлăхне чăвашсен хальхи вăхăтри паллă композиторĕпе Герман Лебедевпа пĕр парта хушшинче туптанă. Шел, Михаил Афанасьев икĕ çултан тăван ялĕшĕн тунсăхласа училищĕрен пăрахса килет. Вăрçă пуçлансан виççĕмĕш куннех Афанасьевсен виçĕ ывăлне те фронта илсе каяççĕ. Пётр Иванович çарта 11 çул пулнă, Никанор Иванович вăрçă сĕрĕмĕнчен таврăнсан Куйбышев (Самар) хулинчи консерваторирен вĕренсе тухать. Пирĕн атте, Михаил Иванович, çартан 1946 çулта таврăнчĕ. Сĕрме купăсне еплерех чаплă калатчĕ вăл. Астăватăп-ха 1955 çулхине Чăвашкасси ял клубĕнче концерт пачĕç. Атте аллинче сĕрме купăс. Анне тата Зойăпа иксĕмĕр, вĕсен аслă хĕрĕсем, Григорий Лисковăн «Авăнмасăр, ывăнмасăр утă çулас мар, колхоз ятне, колхоз ятне сая ярас мар» юрра юрларăмăр. Эх, халăх темĕнччен алă çупрĕ. Ун чухне ял клубне çын пит нумай çӳретчĕ. Вырăн йышăнма ачисене виç сехет маларах яратчĕç.
Ман тĕрленчĕкĕн тĕп сăнарĕ Роза Михайловна Афанасьева-Куракина Чăвашкассинче 1948 çулта чăваш юрри-кĕввине хаклама пĕлекен питĕ туслă çемьере çуралнă. Унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Мария Михайловна Бикмендеева пулнă. Ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. 1963 çулта вĕсен çулхисем пуçласа экзаменсене сакăр класс хыççăн панă (яланхилле çиччĕ хыççăн мар). Çĕнĕ Улхаш шкулĕнче тулли мар вăтам пĕлӳ илнĕ.
- Мана пионер отрячĕсен канашĕн председательне суйланăччĕ. Шанса панă тивĕçе чыслăн тытса пытăм эп,-сăмахне малалла тăсать Роза аппа. - Çав çул пуш (март) уйăхĕн 6-мĕшĕнче комсомола кĕнине паянхи пек астăватăп. Кивĕ Улхаш шкулне математика вĕрентекенĕ Николай Филимонович Щипков илсе кайрĕ. Тамара Петровна пионервожатăй мана эс питĕ маттур, нимĕншĕн те пăлханмалла мар терĕ. Çапла майпа мана комсомолецсен ретне илчĕç. Эпĕ ачаран спорта юратакан, йăрă ача пулнă. Çуран тата йĕлтĕрпе чупса мана çитекенсем шкулта сахалччĕ. Ăмăртусенче ялан малти вырăна çĕнсе илсе шкул чысне хӳтĕленĕ. Канмалли кунсенче кашнинчех ăçта та пулин илсе каятчĕç. 1966 çулта, Кивĕ Улхашри вăтам шкултан вĕренсе тухнăскер аслă пионервожатăй пулса ĕçлеме юлтăм. Ял хастарĕсемпе – кăвар чун-чĕреллĕ çамрăксемпе – Геннадий тата Михаил Миккасемпе, Ольга тата Елизавета Узериновасемпе, Анатолий Имулинпа тата ыттисемпе – пĕрле агитбригада йĕркеленĕччĕ. Ĕççи вăхăтĕнче ăçта кăна çӳремен пуль. 1964 çулта Ульяновск районĕшĕн ăмăртса Мелекесс районĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ.
Роза Афанасьева Ульяновскри патшалăх педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа химик-биолога вĕренет. 1968-1972 çулсенче Вырăс Чăнлă ял шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентет. Крупская ячĕллĕ хуçалăхăн комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Ун чухне председателĕ Григорий Иванович Яргунов пулнă. Каçсерен тырçинче йĕтем çине ĕçлеме çӳренĕ, кăнтăрла – агитбригадăпа.
Роза Афанасьеван мăшăрĕ – Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Шăхаль ял çынни Александр Фомич Куракин. «Эп качча пырсан вăл «Комета» заводра инженер-технолог пулса ĕçлетчĕ, - çамрăклăхне аса илет вашават хĕрарăм. - Саша Ульяновскри патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă, Хусанти Киров ячĕллĕ химипе технологи институтне пĕтернĕ. Ăна Çĕнĕ Ульяновск хулине ячĕç. Малтанласа хулари пĕрремĕш шкулта физика урокĕсене илсе пычĕ, унтан Вольскийĕнчи химипе технологи техникумĕнче ĕçлерĕ».
Роза Михайловнан Çĕнĕ Ульяновскри ĕç биографийĕ пуян. Вăл 13 çул «Золотая рыбка» ача садĕнче воспитатель тивĕçне пурнăçланă. Пенсие тухиччен тата 15 çул вырăнти автохуçалăхра –АТПра – склад пуçлăхĕнче тăрăшнă. Çак хушăра пĕр çул та отпускра пулман тет вăл. Тивĕçлĕ канура пулсан та Роза аппа саккăрмĕш çул ĕнтĕ Ульяновскăн Чукун çул районĕнче çын сывлăхне,харпăрлăхн е страхлакан агент пулса вăй хурать. Хăйне мĕн астунинчен пуçласа, кунта çеç хĕрĕх çула яхăн, обществăлла ĕçе, чăвашсен культура пурнăçне ялан хастар хутшăннă. 2010 çулхи çырав ĕçĕнче тăрăшулăх кăтартнăшăн Роза Куракинана медаль панă. Мăшăрĕ, ачисем – Наталья Александровнапа Сергей Александрович амăшĕпе, Ксения мăнукĕ кукамăшĕпе мухтанаççĕ.
Ĕç ветеранĕн сăн ӳкерчĕкĕ нумай çул Çĕнĕ Ульяновскăн мухтавлă çыннисен Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă.
Роза Куракина питĕ ăшă кăмăлпа чăваш юрри çинчен калаçать. Унăн та сасси тăван йăмăкĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткин Зоя Афанасьева-Рейтерăн сасси евĕрлĕ – хăватлă та, çепĕç те, илемлĕ те. «Шел, эпĕ те Зоя пек хамăн пурнăçа чăваш культурипе, музыкипе çыхăнтарма шутламарăм. Мĕн те пулин пиçсе тухнах пулĕччĕ», - тет вăл.
Ял хавалĕ çапла. Чăвашкасси ятлă пĕчĕк чăваш ялĕнчен тĕнчипе паллă композиторсем, çыравçăсем, юрăçсем, музыкантсем, ăсчахсем тухнă. Паян та чăваш тĕнчине савăнтараççĕ.
 
 
 
Çĕнĕ Ульяновск хули.
 
: 616, Хаçат: 33 (1177), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Комментарисем:

Lyndall (2016-06-30 21:37:13):
I was curious if you ever thought of changing the page layout of your site. Its very well written/ I love what youve got to sayĕ But maybe you could a little more in the way of content so people could connect with it betterĕ Youve got an awful lot of text for only having 1 or 2 pitrcuesĕ Maybe you could space it out better.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: