Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççейре те пур юмахри пек илемлĕ телей кĕтесĕсем. Унта кашни ача, кашни аслă çын хăйне савăнăçлă, асам тĕнчине лекнĕ пек туять. Çавăн пек телей кĕтесĕсенчен пĕри – Чăнлă посёлокĕнчи «Зёрнышко» ача сачĕ. Икĕ ушкăна пайланнă 48 ача куллен çӳрет кунта. Ача садне вунă çул ытла пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ Ирина Ивановна Косолапова ертсе пырать.
-Садика çулталăк çурăран тытăнса çиччĕри ачасем çӳреççĕ. Тĕрлĕ халăх ачисем пур – чăвашсем, вырăссем, тутарсем. Воспитательсем те çавăн пекех. Эпир кашни халăх культурине юратма, хисеплеме хăнăхтарса ӳстеретпĕр ачасене. 2010 çулта «Самый лучший участок детского садика» Атăлçи федераллă округри конкурсра 3-вырăн йышăнтăмăр, пĕлтĕр районти чи лайăх ача сачĕ пулса тăтăмăр. Коллективра 15 çын ĕçлет, вĕсенчен пĕри арçын. Н.И. Подваров – ылтăн алăллă çын. Садик ун çинче тытăнса тăрать теме те пулать. Ăçта пĕр-пĕр чечек касса кăлармалла, ачасене картишĕнче лармалли, вылямалли тумалла – вăл пурне те пултарать. Çĕнĕ специалистсем пур – Т.И. Мискина, пединститут хыççăн кунта килчĕ, пĕчĕк чух ку садиках çӳренĕ. Нумай çул ĕçленĕ пуян опытлă педагогсем – Г.А. Рязанова, Г.А.Клементьева, Н.В.Форменова тата ыттисем те. Г.А. Клементьева облаçри конкурсра «Чи лайăх воспитатель» ята илчĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пĕлнипе ачасем районта пĕрремĕш, облаçра иккĕмĕш вырăн илчĕç. Спорт ăмăртăвĕсене те яланах хутшăннă. Эп ĕçе мĕнпур вăя тата вăхăта паратăп. Хамăн коллектива питĕ юрататăп тата хисеплетĕп. Кашнин çитменлĕх пулма пултарать, анчах кун пирки хытă калама юрамасть. Мана та çаплах вĕрентнĕ, - тет Ирина Ивановна.
1965 çулта элеваторăн кантурĕ тесе лартнă çуртран тĕслĕхлĕ садик тума нумай тăрăшма тивнĕ. Çак ĕçре район администрацийĕ самай пулăшнă.Нумаях пулмасть садика тĕпрен юсанă: çурт тăррине çĕнĕрен витнĕ, пĕтĕм сантехникăна, чӳречисене пластикпа улăштарнă, электроплитапа, холодильникпа тивĕçтернĕ. Кашни çулах юсав ĕçĕ шкулсемпе садиксемшĕн йывăр ыйту пулса тăрать. Ирина Ивановна çак ĕçре район пулăшнипе мухтанма пултарать. Ытти илемпе хăтлăх – ĕçлекенсен пултарулăхĕ. Кил-çурт тирпейлĕхĕ хапха умĕнченех паллă тенĕ ваттисем. Садикра та çаплах. Ахальтен мар картишне кĕрсенех илемпе куç алчăрать. Группăсенче те çавах: чечексем ешереççĕ, аквариумра тĕрлĕ тĕслĕ пулă ишет.
-Пирĕн садика пысăк пуçлăхсен мар, ĕçлекен çынсен ачисем çӳреççĕ. Ан хупчăр тесе пирĕн 100 процентран та ытларах ĕçлемелле. Çавăнпа эпир ачасене пур енĕпе те аталантарма тăрăшатпăр: эстетика енчен тĕссене тĕрĕс суйлама, тĕрлĕ ал ĕçĕ тума, шкула кайма хатĕрлетпĕр. Вăтам шкулпа, музыка шкулĕпе, элеваторпа тачă çыхăну тытатпăр, çулталăка пĕрре ашшĕ-амăшне пухса спектакль кăтартатпăр. Кун валли çуллен çĕнĕ декораци, çĕнĕ костюмсем çĕлетпĕр. Ачасене чиркĕве, мечете илсе çӳретпĕр, кашни çулах ветерансемпе тĕлпулу, анне, çемье, кулăш кунĕсем ирттеретпĕр. Пирĕн ачасем районти кашни мероприятие ташă-юрăпа хутшăнаççĕ. Пахча çимĕç ӳстерме те хăнăхтараççĕ. Ачасем кĕркунне хăйсем вăрă тăваççĕ, çуркунне рассада акаççĕ, çĕр çине лартаççĕ, шăварса, çум-курăкран тасатса тăраççĕ. Садик картишĕнче купăста, сухан, помидор тата ытти çимĕç ӳсет.
Ашшĕ-амăшĕпе час-часах тĕл пулусемпе тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелетпĕр. Нумаях пулмасть «В семье единой» наци уявĕ пулчĕ. Çав тери интереслĕ – чăваш, тутар, вырăс хĕрарăмĕсем халăх апатне пĕçерсе килсе пурне те хăналарĕç, юрри-ташшипе, халăх йăлипе паллаштарчĕç. Пурне те килĕшрĕ. Кашни мероприяти валли эпир çĕнĕ тум çĕлетпĕр, сценарийĕ те нихçан та пĕр пек мар, - тăсăлать калаçу.
Ахальтен танлаштармарăм ача садне телей кĕтесĕпе. Çак асама тума пулăшакансем – спонсорсем – «Чăнлă элеваторĕ» предприяти, Чăнлă посёлок администрацийĕ, район пуçлăхĕ. Ханяфи Валиевич Рамазанов Чăнла килсен садика кĕмесĕр иртсе каймасть, ĕçпе, мĕнле пулăшу кирлипе интересленет.
«Зёрнышко» ача садĕнче районти садсен заведующийĕсемпе воспитателĕсен семинарĕсем час-часах иртеççĕ. Ыттисене каласа памалли, мухтанмалли те пур кунти ĕçченсен. Садикри коридор стенисем çинче Грамотăсемпе Тав çырăвĕсем нумай. Ирина Косолапова заведующийĕн те РФ наукăпа вĕрентӳ министерстви панă грамотăсем пур.
«Зёрнышко» ача садĕнче 1989 çултанпа ĕçлет Ирина Ивановна. Кунтикав шкулне пĕтернĕ хыççăн вăл Çинкĕл педучилищинче вĕренет. Хăйсен ял каччипе Николай Петровичпа пĕрлешсен Чăнла пурăнма куçаççĕ, садикра ĕçлеме тытăнать. Пӳрт хăпартать çамрăк çемье, ывăл çуралать вĕсен.
-Халь ывăл ӳсрĕ, вăхăта ĕçшĕн шеллеместĕп. Эп кашни ир савăнса ĕçе васкатăп, каçпа – савăнса киле каятăп. Унта мана юратнă çынсем кĕтсе тăраççĕ-çке-ха: мăшăрăм, ывăл тата аннем Ольга Митрофановна. Чунри канлĕхпе лăпкăлăх ĕçре питĕ пулăшать. Ĕç коллективне те пĕр çемье пек тума тăрăшатăп. Хамăр ĕçченсемпе иртнĕ çул «Анне çинчен калаçар-ха» асăну каçĕ ирттертĕмĕр. Кашни çын хăй амăшĕ пирки каласа пачĕ, сăн ӳкерчĕксен куравне турăмăр. Йĕрсе пĕтрĕмĕр çак каçра. Анчах пĕр-пĕринпе пушшех çывăхлантăмăр. Малашне тата кун пек каçсем йĕркелесшĕн. Çаплах пухăнса концертсене, филармоние, спектакльсене çӳретпĕр, - вĕçленеймест калаçу çăмхи.
Ирина Косолапова пур çĕре те ĕлкĕрет. Ĕçленĕ вăхăтрах вăл Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлӳ илет. Кăçал диплом илмелле. Вĕреннĕ вăхăтра нумай кирлĕ пĕлӳ илни, хăйĕнче наци туйăмĕ вăйлăрах аталанни пирки каласа парать вăл:
-Нумаях пулмасть Кашари садикра пултăмăр. Унта ачасем чăваш ташши ташласа пачĕç. Чуна тиврĕ вĕт. Çавăнпа та çитес вăхăтрах садикра тутарсемпе чăвашсен кружокĕсене уçасшăн.
«Зёрнышко» садик заведующийĕн тепĕр ĕмĕчĕ – музей уçасси. Экспоначĕсене пуçтарма тытăннă вăл. Çакăн валли пĕр пӳлĕм кăна уйăрмалла. Пĕлет вăл – ачасем иртнине хакламасан пуласлăха та юратма вĕренмеççĕ. Çак ĕçе вара пĕчĕклех тытăнмалла.
 
: 666, Хаçат: 33 (1177), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: