Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ хулари 64-мĕш çыхăну уйрăмне кăрлачра юсава хупнăччĕ. Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл çĕнĕрен уçăлчĕ.
Мĕнле пулсан та хальхи саманара çыхăну уйрăмĕн тивĕçтерĕвĕсемсĕр никам та пурăнаймасть: хаçат-журнал çырăнса илмелле-и, посылка, телеграмма ямалла-и…
Юсав вăхăтĕнче пире урăх çыхăну уйрăмне çӳреме тӳр килчĕ. Инçе çӳремеллипе, юсав вăхăчĕ тăсăларах панипе тарăхсах çитрĕмĕр темелле.
Паян пирĕншĕн чăн-чăн уяв - çĕнелсе уçăлнă çыхăну уйрăмĕ хăйĕн патне ĕçпе çӳрекенсене каллех йышăнма тытăнчĕ. Çак пулăмпа савăнăçлă тĕлпулу иртрĕ. Унта тăрăшса ĕçлекенсене: пуçлăхне – А.А.Кандаулована, ăна пăхăнса вăй хуракансене – С.Ш.Мирманована, Р.Р.Хабибуллинана, Т.В.Васягинана, Т.А.Зотеевана – парнесем парса чыс турĕç.
Вĕсем вăр-вар ĕçленине, хăйсем патне пынă çынсемпе яланах тарават пулнине (вĕсен тивĕçтерĕвĕпе эпĕ те яланах кăмăллă юлатăп) кунта çӳрекенсем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ырă та ĕçчен çынсене çĕнĕ те хăтлă вырăнта вăй хума тытăннă ятпа саламлатăп. Малашне те хăйсен пархатарлă ĕçĕпе çынсене савăнтарма сывлăх сунатăп.
 
: 1034, Хаçат: 33 (1177), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: