Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ЧĂВАШ ХАЛĂХ ТУПРИНЕ УПРАÇÇĔ
 
Самар облаçĕнчи Шунтал районне кĕрекен Емелькке ялĕнче пурăнакан чăвашсем халăх туприне чи пысăк пуянлăх вырăнне хурса упранине хамăр кайса ĕнентĕмĕр. Кунта Димитровградри «Савăнăç» юрă ушкăнĕн юрăçисем -Нина Леонидовнапа Владимир Николаевич Морозовсем – çуралса ӳснĕ. Пире Нина Леонидовнапа пĕр тăван Николай Леонидович Гурьянов – вырăнти Канаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ – ял йĕркеленсе кайнăранпа 270 çул çитнĕ тĕле хатĕрленĕ уява чĕнсе илчĕ.
 
Емельккене çут çанталăк газĕ кĕртнĕ, яла пырса кĕме асфальтлă çул хывнă пулсан та ăна вăйсăрланса пыракан ялсен шутне кĕртме пулать. Кунта тăхăр вунă çынран ытлашши пурăнмасть. Вĕсем те пулин ватăлса пыраççĕ. Çамрăксем хăйсен телейне шырама «тарса» пĕтнĕ. Ĕç çук – акă пулăмăн тĕп сăлтавĕ.
Уява вара питĕ нумай çын пуçтарăннă: емельккесен Самарта, Тольяттире, Шунталта тĕпленсе пурăнакан ачисем, мăнукĕсем килсе çитнĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Гурьянов саламланă хыççăн нумай ачаллă çемьесене, юбилярсене чысларĕç. Канаш, Каменки, Туарма ялĕсенчен килсе çитнĕ артистсен концерчĕ пулчĕ. Эпир те емельккесем, чĕннĕ хăнасем умĕнче намăс курмарăмăр – халăх юррисене шăрантартăмăр. Пётр Улюкин хут купăспа каласа куракансен чунĕсене пырса тивмелле юрларĕ.
Емельккере ватăлса пыракан хĕрарăмсен юрă ушкăнĕ пур. Вĕсем хаваслансах репетицисене çӳреççĕ. Çак ушкăнра Владимир Николаевичăн çитмĕл тăххăрти амăшĕ – Раиса Ефимовна - юрлать. Вăл çак яла утмăл çул каялла Чăваш Республикинчи Çĕрпӳ районне кĕрекен Чурачăк ялĕнчен вĕрентӳçĕ пулса качча килнĕ те мăшăрĕпе тăватă ывăл çуратса çын çине кăларнă. Вĕсенчен иккĕмĕш ывăлĕ – Павел Николаевич Морозов – Ульяновск область правительствинче вăй хурать. Раиса Ефимовна çур ĕмĕр ытла халăх пултарулăх ушкăнĕнче юрлать. Мăшăрĕнчен вун икĕ çул каялла ĕмĕрлĕхех уйрăлнă.
Пире Канаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те тĕлĕнтерчĕ. Николай Леонидович хăй юрласа уява пуçларĕ, хăй юррипе вĕçлерĕ. Сасси те питĕ янравлă, илемлĕ. Савăнăçлă та ыр кăмăллăскер пирĕнпе мĕн ăсатичченех уйрăлмарĕ.
Эпир сакăрвуннăри Валя аппа юрăçран та тĕлĕнтĕмĕр: вăл пире хăнана чĕнсе сăйларĕ, эпир илтмен халăх юррисене шăрантарчĕ, кун-çулĕпе паллаштарчĕ… Арчинче упранакан чăваш тумĕсене парнелерĕ.
Çакăн пек пĕчĕк ял вăл – Емелькке. Пĕчĕкçĕ мăйăрăн тĕшши тутлă тенине аса илтерчĕ. Ырă кăмăллă та сăпай çыннисемпе, вĕсен пултарулăхĕпе уйрăлса тăраканскер. Эпир унтан савăк кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр.
 
Димитровград хули.
 
: 541, Хаçат: 33 (1177), Категори: Кyршeсем патeнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: