Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кану вырăнĕсем çуллахи вăхăтра мĕншĕн-тĕр ĕçкĕ-çикĕ тумалли тата çӳп-çап купаламалли вырăнсене çаврăнаççĕ.
 
Пирĕн тĕп хуламăрта скверсемпе парксем сахал мар. Хула администрацийĕ халăха канма пур майсем те туса пама тăрăшать. Кăнтăрла сулхăнра çамрăк мăшăрсем пепкисемпе уçăлса çӳреççĕ. Каçсерен — çамрăксем «канаççĕ». Çӳп-çап пăрахма лартнă савăтсем самантрах пушă кĕленчесемпе, курупкасемпе тулсах каяççĕ. Ăçта хумалла пушаннă савăта? Паллах, яш-кĕрĕм вĕсене килне илсе каймасть, çав купа çинех ывăтса хăварать. Парк вара пăхма йĕрĕнмелли вырăна çаврăнать. Нивушлĕ çӳп-çапа вăхăтра тиесе кайма çук? Талăкра пĕр хут мар, çуллахи шăрăх кунсенче иккĕ е виçĕ хут… Кирлĕ пулсан кашни 3-4 сехетре. Цивилизациллĕ çĕршывсенчи кану вырăнĕсенче эсир çӳп-çап купаланса выртнине курнă-и? Мĕншĕн аякка каймалла-ха. Шурă Шупашкарăмăрах илер. Унти урамсенче пĕр хут татки те кураймастăн. Кашни утăмрах илемлĕ тенкелсем, çӳп-çап пăрахмалли савăтсем… Çыннисем те йĕркелĕхе хăнăхнă. Çӳп-çапне те вăхăтра тасатса тăраççĕ. Чĕмпĕрех таврăнар.
Икĕ-виçĕ çул каялла Çĕнĕ хулара авиаторсене халалласа парк йĕркелерĕç. Унта çутă шăвăçран авангард мелĕпе ăсталанă палăк евĕрлĕ кӳлепесем вырнаçтарчĕç. Тĕмсен айне çутă хăмасенчен тунă хыçсăр тенкелсем лартса тухрĕç. Вĕсен çумне – çӳп-çап пăрахмалли савăтсем. Инçех мар чуна килентерме тĕрлĕ шыв сутăнать. Халăха канма питĕ меллĕ вырăн пулса тăчĕ. Кăнтăрла та, каçхине те мăшăрсем ачи-пăчи-мĕнĕпех çакăнти сулхăнта канаççĕ. Хăш чух ларма вырăн тупаймастăн. Пĕрисем каяççĕ, вĕсен вырăнне теприсем йышăнаççĕ. Нумаях та иртмерĕ – парк чыссăрланчĕ. Кама айăпĕпе пулчĕ ку? Те парка пăхса тăракансене, те канма килнисене айăпламалла çакăншăн…
Дворник куллен килсе тирпейлесе тăрать. Ирех мĕнпур çӳп-çапа пысăк хутаçсене тултарса пĕр çĕре купалать. Палăртнă вăхăтра тиесе ăсатать.Ирччен кану вырăнĕ каллех çавăн пек картинăна çаврăнать. Çапла кашни кун. Çак йĕркесĕрлĕх кунта пырса çӳрекенсене кăна мар, парк хуçине те тарăхтарса çитерчĕ пулас. Вăл ку ыйтăва пĕр самантрах татса пачĕ. Мĕнпур тенкеле пуçтарса илчĕ. Тенкел çук—халăх çук. Халăх çук– çӳп-çап çук. Çавăнпа дворникĕ те кирлĕ мар, укçа та перекетленет.
Начар тĕслĕх ыттисене те хăвăрт ерет теççĕ. Тин йĕркеленнĕ çурт-йĕр управляющийĕсем те çакна тĕпе хурса подъездсен умĕнчи тенкелсене йăлтах тăпăлтара-тăпăлтара кăларса кайрĕç. Çакă тасалăхшăн кĕрешни пулчĕ. Хăвăрт, меллĕ. Çынсенчен çăхавсем те çук.
Тенкелсем çукки пĕр енчен аван та... Каçсерен ун тавра чылай çамрăк пуçтарăнать. Сыпаççĕ, кăшкăрашаççĕ, çапăçаççĕ, хыçлă тенкелсем çине урисемпе улăхса лараççĕ, хăйсен хыççăн тасамарлăх хăвараççĕ. Аялти хутра пурăнакансен вара канлĕх пирки ĕмĕтленмелли çеç юлать.
Тенкелсем çукки ватăсемшĕн чĕр тамăк. Урама уçăлма тухсан пăртак уткаланă хыççăн ларса канас, кӳршĕпе калаçса чуна йăпатас килет. Мĕнле пулать-ха кил карти тенкелсĕр? Пепкисемпе уçăлса çӳрекен çамрăк амăшĕсен те ачи çывăрнă вăхăтра сулхăна ларасшăн. Пирĕн подъездра пурăнакан пĕр кинемей урама хуçланакан пуканĕпе тухать. Кашни хăй пуканĕпе çӳреймест вĕт-ха…
Çурт-йĕр управленийĕсен çаксене шута илсен аван пулĕччĕ. Тенкелсем кирлех. Вĕсене пуçтарни йĕрке тунине пĕлтермест-ха… Хваттерсен хуçисенчен урам шăлнăшăн та укçа тытса юлаççĕ пулсан çурт-йĕр компанийĕсен çынсем валли мĕнпур майсем туса памалла. Хула пуçлăхĕсем Ульяновск хулине «Культура тĕп хули» теме васкамарĕç-ши? Тĕслĕхлĕ хула пулма пирĕн ай-яй нумай тар тăкмалла-ха.
 
: 536, Хаçат: 33 (1177), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Комментарисем:

Andie (2016-06-30 17:13:19):
Wow! Great to find a post with such a clear meesags!

Boss (2016-07-02 02:33:55):
That's a skillful answer to a difilcuft<Ӳa> question

Kayli (2016-07-02 08:51:02):
Cheers palĕ I do aptaicerpe the writingĕ http,ӲӲiuinfyfĕcom [urlçhttp,ӲӲbdczvxfm uvĕcom]bdczvxfmuv[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲdpbbvlf ĕcom]dpbbvlf[Ӳlink]

Debra (2016-07-04 20:54:02):
Great article but it didn't have evhn-teirgyI didn't find the kitchen sink! http,ӲӲlhtdwtĕcom [urlçhttp,ӲӲjkhberhy dliĕcom]jkhberhydli[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲueyfqdb ĕcom]ueyfqdb[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: