Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ял пурнăçĕ йывăр хресчен ĕçĕпе, Тăван çĕршыва хӳтĕлекен патвар яшсемпе пикесем ӳстернипе, халăхăн авалхи йăли-йĕркине, çепĕç чĕлхине, ырă кăмăлне упраса пурăннипе тӳрремĕн çыхăнса тăрать. Ытарайми чăваш чĕлхине, Кĕçтенттин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Владимир Садай, Анатолий Юман калаçнă, калаçакан чĕлхене шăпах ял çыннисем çĕр çинчен çухалма памаççĕ. Мĕнле чаплă çыравçă-сăвăçсем, композиторсем, ӳкерӳçĕсем, ăсчахсем, юрăç-такмакçăсем тăван уй-хир, вăрман, çаврăнса шавласа юхакан юхан шыв, курăк-чечек сĕткенĕпе пуянланса ӳснĕ.
 
Ялтан чăваш юрри-сăвви, каларăшĕсем, ваттисен сăмахĕсем «кайсан» пире вĕсене каялла кам тавăрса парайĕ? Хулара чăвашла калаçнине сайра хутра çеç илтме пулать. Вĕсем те ялтан куçса килнисем. Хальхи ашшĕ-амăшсем пепкисене тăван чĕлхене вĕрентсе аппаланас темеççĕ, тарăн шухăшлама пĕлмесĕр мĕне кирлĕ теççĕ.
Çирĕм икĕ çул каялла кăна-ха эпир, пулас филологсем, экспедицисене тухса çӳресе çĕр-çĕр ваттисен сăмахне, фольклор юррисене, сăвви-такмакĕсене диктофон çине çырса илеттĕмĕр. Самар облаçĕнчи, Пушкăрт, Тутар Республикисенчи ялсенчи шурсухаллă мучисемпе тĕрĕллĕ-чĕнтĕрлĕ чăваш кĕпине тăхăннă, саппун çыхнă кинемисен сăмахлăхне кăмăлтан пухрăмăр. Анчах та ватăсем вилеççĕ, йăли-йĕрки кайса пырать. Вĕсен вырăнне пирĕншĕн ют чĕлхе, эпир ăнланман кĕвĕ-юрă тĕнчене илсе пусмăрласа пырать. Пин-пин çул пурăннă ялсем тĕшшине сыхласа юлайĕç-ши паян? Ачасем аннене «мама», юрра «музон», вальс кĕввине «медляк» теççĕ, чăваш чĕлхи анкарти урлă каçсан кирлĕ мар тесе çирĕплетеççĕ пулсан вĕсене чăваш халăх юррисене аван пĕлекенсем тесе ниепле те калама пултараймастпăр.
Телее, ĕмĕртен пыракан чăваш ялĕсенче тăван чĕлхе янăрама пăрахман-ха. Ĕлĕкхи пек каçсерен купăс сасси, уй-хиртен утă çулакансен юрри-кĕвви сайра хутра çеç илтĕнет пуль. Анчах та чăваш сăмахĕ клубра, шкулта иртекен уявсенче янăрать. Ялти культурăна аталантаракансем те шăпах вĕсем: вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем тата фольклор, юрă ушкăнĕсене çӳрекен хастарсем. Вĕсем Раççей ялĕсенчи ана-çарансене çум курăкĕпе витĕнме, тырă-ыраш пуссинче пиçен-армути ӳсме паман хăюллă фермерсем пекех, тăван чĕлхене çӳпĕ-çапă кĕресрен сыхласа пурăнаççĕ. Чăваш юрри вăй-хăват кӳнине пĕлмеççĕ мар вĕсем, культура вучахне сӳнме паман çилçунатçăсем. Шел, ялсенче юрлама-ташлама юратакансене пухăнмалли вырăнсем çук. Чылай çĕрте çуртсем юхăнма пуçланăран вуçех ишĕлсе анасран хăраса клубсене хупнă. Уяв умĕнхи репетицисене кам ăçта пĕлет, çавăнта пуçтарăнса ирттереççĕ. Юрать-ха, шкулсем пур. Вĕсем çак тивĕçе хăйсем çине илнĕ. Дискотекăсене те çамрăксем шкулах пуçтарăнаççĕ. Пĕр хушă тӳресем 2012-2016 çулсем валли хатĕрленĕ облаçри тĕллевлĕ программа пирки калаçкаларĕç. Сăмах-юмах ĕçлемесĕр вун-вун çул хупăнса тăракан ял клубĕсене хута ярасси пирки пырать. Тĕслĕх вырăнне Чăнлă районне илсе кăтартас килет. 55 ял клубĕнчен 29-шĕ çеç ĕçлет. Çĕнĕ Улхаш, Кунтикав, Пухтел, Анат Тимĕрçен, Ирçел клубĕсем хупăнса тăраççĕ. Облаçĕпе вĕсем мĕн чухлĕ? Программăра хăш ялти клуба хăçан юсаса уçассине, çĕнĕрен хăпартассине ăнланмалла чĕлхепе çырса кăтартнă. Анчах та ĕç пĕтĕмпех пысăк укçа патне пырса тăрăнать. Нивушлĕ патшалăх çавăн чухлĕ нефть, газ кăларса ялти Культура çурчĕсене çĕклеме, тĕпрен юсама укçа-тенкĕ çитереймест?
Раççей телекуравĕпе ял пурнăçĕ çинчен пачах кăтартма пăрахрĕç тесен вăйлах йăнăшмăпăр. Çĕрме пуянсен ыйтăвĕсем, шоу-бизнесри артистсен «чаплă» пурнăçĕ, влаçрисен тавлашăвĕ-тупăшăвĕ – акă мĕн интереслентерет паян тӳре-шарасене. Пире те, ахаль çынсене, çавна «çыпăçтарасшăн». Телехыпарсенче чи малтан миçе ялта клуб, шкул, ача сачĕ уçнине мар, ăçта, кама вĕлернине, пусмăрланине пĕлтереççĕ. Ку чи пысăк, чи кĕтнĕ хыпар тейĕн. Ял пурнăçĕ, пин çын пурăнакан клуб çирĕм çул хупăнса тăни «çӳлтисене» тертлентерет-и? Вĕсем ял нушинчен аякра тăраççĕ. Телее, чиркӳсем уçăлаççĕ, вырсарни шкулĕсем сăваплă ĕç илсе пыма пуçларĕç, творчество интеллигенцийĕ яла туртăнать, çынсем ялсенче çуртсем туянма тытăнчĕç, киввисене çĕнетеççĕ. Ял илемĕ ӳсет. Культура ĕçченĕсем чун-хавалĕнчен аслашшĕ-асламăшсен уявĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратасшăн. Пур майсемпе çутталла тапаланаççĕ. Кашни ялтах Чăвашкассинчи пек пултаруллă Родион Кириллов пулсан аптрамастпăр-ха. Пурăнатпăр.
Юрать-ха, паян тата фермерсем ял культурине аталантарас ĕçе кӳлĕнчĕç. Парне илме, уява ирттерме пăртак та пулин укçа уйăраççĕ. Чăваш юррисĕр сывлăш пӳлĕнет. Культурăна ялсенче сыхласа хăварасчĕ.
 
: 1020, Хаçат: 33 (1177), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: