Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш чĕлхи паян чăвашла янăрасшăнах мар
 
Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, чĕлхе ыйтăвĕ тĕп ыйту пулса тăрать. Хальхи сĕмленӳ тапхăрĕнче уйрăмах чĕлхемĕре аталантарас, ăна тымарлатас ĕç çивĕчленсех пырать. Ку вăл пĕтĕмпех пăлхар-чăвашсен историйĕпе çыхăннă. Эпир халĕ историсĕр халăх тесен те йăнăш пулас çук, «çывăх» историе çеç кăшт вĕреннĕ. Совет тапхăрне (1917 çултан пуçласа) тĕпе хуратпăр, Мускав патшалăхне чăваш халăхĕ кĕнине аса илетпĕр, Хусан халăхĕн пусмăрне асра тытатпăр. Çак «çывăх» историе те пире начар, истори чăнлăхне туллин уçса кăтартмасăр вĕрентнĕ.
Тăван халăхăмăр Тухăç Европăн Аслă историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Хура тинĕспе Каспи тинĕсĕ хушшинче Аслă (Ылтăн) Пăлхар патшалăхне йĕркеленĕ, кайран тĕлĕнмелле шалти вăй халăхăн пĕр юхан шывĕн хутлăхне хăвалать, пăлхарсен тепĕр пайĕ вара çурçĕрелле тапса ыткăнать. Икĕ çĕрте те уйрăм, хăватлă патшалăх никĕсленет. Историйĕмĕрĕн пăлхар пинçуллăхĕ – Хусан ханлăхне кĕриччен Пӳлĕх пире шăпах пин çул, V-XV ĕмĕрсем, уйăрса панă – пирĕн чĕрĕ асăмра çук, ӳкерĕнсе юлман та-и тен? Анчах пинçуллăх пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен çак çулсем вĕсем пăлхар-чăваш çыннишĕн ирĕклĕх ĕмĕрĕ пулнă, пирĕн асаттемĕрсем ун чухне Тăван çĕршыва çĕнсе илнĕ, хăйсен йĕркипе пурăннă, ирĕклĕн аталаннă. Хыççăнхи пусмăр тапхăрĕ çак ирĕке путарнă, пăлхар культурине, унăн патшалăхне аркатнă. Ирĕк туйăмĕ чăвашра ун чухне шала кайнă, чун патĕнче упраннă, çичĕ юта хирĕç тăма кирлĕ пулнă, кайран вара майĕпен-майĕпен хавшаса пынă…
Халăха хăй чĕлхине вĕрент-нинчен тата пурăнтарнинчен ырри тек нимĕн те çук тесе истори, философи тахçанах панă татăклă хурава темшĕн эпир халĕ те йышăнасшăн мар. Халăха хăй чĕлхипе вĕрентме пуçлакансем, тăван чĕлхе патне тавăрнисем историе хăватлă реформаторсем пулса кĕрсе юлнă. Кириллпа Мефоди, Лютер, Ян Амос Коменски, асаттемĕр Яковлев Йăванĕ – пурте аслă çынсем, халăхсене çутта кăларакансем. Тăван чĕлхе ыйтăвне çĕклесе çĕнĕрен пăхса тухасси — цивилизаци аталанăвĕшĕн камит, кулăш. Историре те аслă ĕçсем тăван чĕлхепех çыхăннă. Эпир вара çав-çавах, те ытла ăсланса кайнăран, те чура чунĕпе хамăр чĕлхепе пурăнма хăнăхнăран, пурпĕр чăвашăн кивĕ тимĕр лаççинче велосипед ăсталатпăр. Ним тавлашмалли çук çĕртен темле тĕнче проблемисене туртса кăларатпăр. Чĕрĕ туйăма искусственность енĕсене паратпăр. Халăх аталанасси, халăхсен çемйинче тулли праваллă пулса унта мĕнле пурнăç йĕркине тытса пырасси хамăр чĕлхе çинче çеç никĕсленсе тăма пултарать. Чăваша чăваш сăнĕ кирлĕ. Тĕнче хытă япала, пурнăçа вăл маскарад вырăнне хурса ют маска тăхăнса килнĕ халăха малалла та комеди выляма çеç ирĕк пама пултарать. Чĕлхене тата сăна улăштарнипе ирĕке тухса тулли пурнăçлă халăх пулаймăн.
Пире, хальхи чăвашсене, Аслă историйĕмĕрпе çыхăнтараканни пĕртен-пĕр ăслай юлнă – тăван чĕлхемĕр!
Тăван чĕлхе пирки калаçнă май эпĕ истори ыйтăвне ахаль хускатмарăм ĕнтĕ. Иртнине аса илни хальхине те лайăхрах ăнланма пулăшать. Çапах та хамăр çухатнă сăнăмăра аваллăхра кăна шырама эп чĕнмен пулăттăм.
Этемшĕн чĕлхе хутшăну хатĕрĕ кăна мар, вăл çыннăн тĕнче курăмне те палăртать е йĕркелет. Ĕмĕрсем хушшинче пухăннă ăс-хакăл пуянлăхĕ те пĕтĕмпех тенĕ пек чĕлхемĕрте упранать.
Раççей вăл хĕйне евĕр уйрăм патшалăх — импери. Тен, вăл патшалăх та мар, мĕншĕн тесен çĕр чăмăрĕн 1/6 пайĕнче нихăçан та влаç, саккун хисепре пулман, тепĕр тесен çак хăрушла пысăк территорире пур вырăнта та пĕр йĕрке тума май килмест пулмалла. Раççей вăл, ман шутпа, географи аталанăвĕ, Евразин чи пысăк пайĕ, унăн тĕкĕрĕ. Кунта 150 чĕлхеллĕ Вавилон кĕрлет, кашни халăх хăйĕн ирĕкĕшĕн ăнтăлать, хăйне тĕнче авăрĕнче çухатасшăн мар.
Чĕлхесем аталанасси, улшăнасси – этемлĕх аталанăвĕн çулташĕ. Кашни халăх хăй чĕлхипе аталанни çеç этемлĕх çулне тикĕсрех те тӳрĕрех тăвать, аталану виçеллĕ шайлашу картинче пырать. Пĕри çĕнтерсе тепĕрне пĕтернинче ырри çук, кун пек чух çĕнтерӳçĕсем пулмаççĕ аталанура. Взрыв майлă аталану малтанхи утăмĕнче çеç ырă, кайран вăл трагедие куçать. Этемлĕх пĕр пысăк çемье пек пулса пурăнасси халăхсем хăйсен сăнлĕ пулнинчен тӳрремĕн килет. Пысăк туслă çемье халăхсем ирĕклĕ пулсан çеç пулать, ирĕклĕхĕн кăтартулăхĕ вара – шăпах чĕлхе. Паянхи чăваш чĕлхи тăрăх халăх ирĕклĕхĕ пирки калама пулать. Шел, паянхи лару-тăру пире савăнтармасть.
Хальхи чăваш ĕçĕ – хăть мĕнле енчен пăхсассăн та – чĕлхе тавра йĕркеленсе пырать. Ку енĕпе пирĕн саккунлăх никĕсĕ пур – Чăваш Республикин чĕлхесем çинчен калакан саккун. Чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи шутланать. Çак саккун хамăр республикăра чĕлхен çĕнĕ политикине тытса пыма хистет, чăваш чĕлхин тивĕçпе пĕлтерĕшне ӳстерсе пыма майсем парать. Кунта ĕçлемелли вара пайтах. Халăха вĕрентес ĕç (чăн-чăн чăваш шкулĕ пирĕн халĕ çук-ха тесен те тĕрĕс пулать!), чĕлхемĕрпе ĕç хучĕсем çырасси, тĕрлĕ лару, пуху ирттересси, ăслăлăхпа техника терминĕсем тăвасси, ăна радио, телевидени урлă ĕçлеттересси, кĕнеке кăларас ĕçе пулăшасси – çаксене тума пултарсан, Çеçпĕл калашле, «тĕп Чăваш хулисенче ирĕклĕ чăвашсем, кăткăсем пек тăрăшса, хăйсене епле аван çавăн пек…канлĕн ĕçлĕç».
Чĕлхе саккунне йышăннăранпа чăваш чĕлхи аталанăвĕ еплерех пыни пирки чылай çырчĕç, хитре цифрăсене илсе кăтартаççĕ – анчах саккун пурнăçа кĕмест. Чăваш чĕлхи паян чăвашла янăрасшăнах мар. Ĕç-пуç пĕтĕмĕшле чул стенана пăрçа сапса çĕмĕрме хăтланнине аса илтерет. Ним те пулмасть, эпир пĕрремĕшсем те, юлашкисем те тесе алă усма юрамасть, уйрăмах паян. Эпир халăх çавăн пек, халăх ăнланмасть, халăха кирлĕ мар теме хăнăхнăччĕ. Тĕрĕсех çакă, анчах пĕр пысăк уйрăмлăх пур, çакăн çинчен нихăçан та манма юрамасть вак халăх интеллигенчĕн: халăх перспективăна паянхи кунпа çеç пăхать, ыран мĕн пуласси халăх ĕçĕ мар, халăх ăсĕ ун пирки шутламасть. Çак ĕç – интеллигент ĕçĕ. Паян вара чăваш интеллигенцийĕн пайĕ имшер те вăйсăр, мĕлке пек çӳрет. Çав вăхăтрах «тĕп чăваш пурнăçĕ» хăй килессе, хамăр тӳре-шарасене шанса алă усса ларас марччĕ пирĕн, кашни çын хăй ĕç вырăнĕнчех чăваш чĕлхине аталантарас, «чăваш ĕçне» пулăшас тесе мĕн те пулин туса хăвартăрччĕ. Чĕлхемĕр шăпи, унăн пуласлăхĕ – пирĕн алăра. Пĕтĕмпех хамăртан килет. Пурте алла-аллăн ĕçлеме тытăнсан паянхи чăваш чĕлхи лару-тăрăвне улăштарма пулать. 20-30-мĕш çулсенче çавăн пек ĕçленĕ, 10-12 çул хушшинче чăваш чĕлхине тымарлатас ĕç питĕ тухăçлă пулнă.
Сĕмленӳ тапхăрĕ нумайăшĕн ăс-тăнне мар, çăварне çеç уçрĕ пулмалла. Пирĕн пурнăçри нумай шухăша пуçран мар, чĕлхерен кăларнă. Раççейри нумай вак халăх, тĕлĕнмелле те, пĕчĕк ача пек хӳтĕлевсĕр. Чăваш чĕлхипе культурине те вăрçма, питлеме, мăшкăллама ним те мар – пачах урăхла, çакă темле паттăрлăх пек курăнать. Тен, чĕлхерен, культурăран, чăвашран кулнишĕн айăплакан пĕр-пĕр хытă саккун йышăнмалла. Сăмах кунта чĕрĕ, усăллă критика çинчен пымасть, сăмах халăха, чĕлхене кураймасăр калаçакан-çыракансе м пирки, вĕсенчен хăшĕ-пĕри çак курайманлăхран пурнăç çăкăрĕ туса хучĕ. Урăх халăха, чĕлхене (е тăван чĕлхене, халăха) юратман, курайман çын пирки чылай чух çак çын пур этеме те, хăйсĕр пуçне, кураймасть теме пулать. Çакнашкал этем обществăшăн хăрушă. Чăвашра вара çакăн пеккисем хальлĕхе геройсем.
Шăппăн, пытанса пурăнма хăнăхнă халăха чăнах та çутта тухма йывăр. Халăх трагедийĕ ку. Кулмалли çук кунта. Чăваш халăхĕ пĕтĕм этемлĕхпе пĕрле виççĕмĕш пинçуллăхăн хапхине уçса çĕнĕ уçлăха кĕчĕ. Çĕнĕ ĕмĕр, çĕнĕ самана пырать. Чăваш чĕлхи шучĕпе ĕç укçи илекенсен хăйсенчен çирĕп ыйтмалла: мĕн турăмăр-ха эпир чăвашлăха, чĕлхемĕре çĕнĕ вăй-хăват парас тесе? Кайран намăс ан пултăрччĕ хамăр çине пăхнă чух, пурнăçламан ĕмĕтĕмĕр кăна пулса ан юлтăрччĕ çак тĕллев.
 
 
 
: 1005, Хаçат: 33 (1177), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: