Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
>«…Ху чĕлхӳне пăрахманни вырăс халăхĕ ĕçне ултавлă туса сутни пулмасть вăл: аннĕрсенчен вĕренсе юлнă хăвăн тĕп чĕлхӳне пăрахмасăрах вырăсăн аслă патшалăхĕшĕн ĕçлесе тăма пулать. Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр…»Иван Яковлев.
(Чăваш халăхне панă ХАЛАЛРАН.)
 
Питĕ тĕрĕс каланă!
Чăвашлăха ĕмĕрсем хушши сыхласа хăварас тесен пирĕн пĕрлешсе-чăмăртанса ĕçлемелле. Ун чухне тин наци хăй евĕрлĕхĕ ăруран ăрăва шанчăклăн куçса пырĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 5-мĕш çулĕсенче чăвашлăха мантарасшăн тăрăшрĕç. Раççейре пĕр чĕлхепе калаçтарасшăн пулни кăна мар, нацисене çухатас хăрушлăх пурнăç умне тухса тăчĕ.
90-мĕш çулсем халăх умне хăрушăран та хăрушă ыйтусем кăларса тăратрĕç. Пулса иртнĕ тискер пулăмсене чĕлхепе çыхăнтарма тăрăшрĕç.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Хĕрĕх çула яхăн тăван чĕлхене «маннă» шкулсенче çĕнĕрен вĕрентме тытăнчĕç. Паллах, ирĕксĕрлесе мантарма тăрăшнине çĕнĕрен чĕртсе аталантарасси çăмăл мар. Пирĕн облаçра Чăнлă районĕнчи шкулсенче çеç тăван чĕлхепе вĕрентме чарманнипе пĕтĕм йывăрлăхсем вĕсем çине тиенчĕç. Çав шкулсенче вĕрентекенсем уçă уроксем, наукăпа практика конференцийĕсем ирттерсе облаçри ытти шкулсенче ĕçлекенсене хăйсен пуян опычĕпе пулăшма тытăнчĕç. Вĕсем ырми-канми ĕçлерĕç: Ю.Г.Фадеева, Л.А.Пирогова, В.С.Чекушкин, Г.А.Мукина, Н.К.Кадебин тата ыттисем йывăрлăхсене хăйсем çине тиерĕç.
Çак ĕçсене йĕркелесе пыракансем Л.К. Хуснулинапа В.А.Архипова пулчĕç. Питĕ йывăр пулчĕ вĕсене. Мĕншĕн тесен ашшĕ-амăшĕ (хăш-пĕр вĕрентекен те) шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентессине хирĕçчĕ.
Л.К.Хуснулинапа В.А.Архипова методика пособийĕсемпе кĕнекесем шыраса шкулсем тăрăх нумай çӳрерĕç.Шупашкара та нумай хутчен кайса килчĕç.
Ĕç планĕсенче те шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентессине тĕпрен лайăхлатас, халăх хушшинче илемлĕ литература кĕнекисене сарас, наци культурипе йăла-йĕркине чĕртес тата ытти ыйтусене тахçанах татса пама вăхăт çитнине шута илсе кĕртме тытăнчĕç. Чăваш культури чĕрĕлсе аталанасси пĕтĕмпех шкулпа çыхăнса тăнине питĕ лайăх ăнланнă ку ĕçе тытăнакансем – И.С.Кирюшкин, В.В.Афанасьев, В.А.Архипова, Л.К.Хуснулина, «Канаш» хаçат ĕçченĕсем тата ыттисем.
Чи пысăкки, пĕлтерĕшли, чăннипех те, аякран çеç палăрарах парать, тен. Вăхăт иртнĕçемĕн çакă пире, нумай çул хушши чăвашлăхшăн тăрăшакансене, ытларах та ытларах палăрать.
Область шайĕнче 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Валентина Петровна Ванюкова ирттернĕ уçă урок паян та куç умĕнче тăрать. Малăкла районĕнчи Упамсар ялĕнче икĕ кун наукăпа практика конференцийĕ пирĕншĕн, чăваш чĕлхине вĕрентме тытăнакансемшĕн, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Нумай районтан пуçтарăннă культура ĕçченĕсем чăваш чĕлхине ăнланмаççĕ пулсан та чăвашăн та культура пуррине ăнланчĕç.
1991 çулта Ульяновскри пĕрремĕш гимназире «Школа – центр возрождения языка и культуры» темăпа педагогика вулавĕсем иртрĕç. Ертсе пыраканĕ Н.В.Нагорнов пулчĕ.
Çак çулах ака уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче Ульяновскра ачасене тăван чĕлхене вĕрентессине лайăхлатас ыйтупа облаçри шкулсен ертӳçисен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикинчен чĕнсе илнĕ специалистсем хутшăнчĕç. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнче пĕрремĕш хут наукăпа практика конференцийĕ вĕрентӳçĕсене пуçтарчĕ. Çак кун шкулти этнографи музейне уçрăмăр. Ун чухне пирĕн патăмăрта вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерме пулăшакан институтра пĕлӳ илекенсен пĕр ушкăнĕ пулнăччĕ. Шкул ĕçне кирлĕ пек хак парса хăварчĕç. Чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен конференцине йĕркелерĕç. Унта Обществăлла канаш туса хучĕç. Ăна ертсе пыма В.В.Афанасьева шанчĕç. Конференци ĕçне эпĕ те хутшăнтăм, сăмах илтĕм.
1992 çулта Бирючёвкăри шкул вулавăшĕнче çакăн пек мероприяти йĕркелерĕç. Теми – «Школа – центр изучения языка и культуры родного языка». Ăна А.М.Богатов ертсе пычĕ.
1993 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Ульяновскра Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕ уçăлнăранпа 125 çул çитнине халалласа «И.Я.Яковлев тата Атăл тăрăхĕнчи халăхсене çутта кăларас ĕç» темăпа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ун хыççăн эпир хамăр шкулта чăвашсен йăли-йĕркипе çыхăннă уявсем – Кĕçтин (Крестины), Ниме, Раштав… - ирттерме тытăнтăмăр. Вăл вăхăтри шкул ачисем çитĕнсе çитсе хăйсен пурнăçне йĕркелесе яма та ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Халĕ Майна районне кĕрекен шкулсенче чăваш ачисем çукпа пĕрех.
Çĕннине шыраса вĕрентӳçĕсем хăйсен пĕлĕвне ӳстерме май тупатчĕç.
1994 çулта пĕрремĕш хут Ульяновск облаçĕнче «Вĕрентӳçĕ çулĕ–94» конкурс иртрĕ. Унта эпĕ те хутшăнтăм.Чăвашсемп е тутарсем, мордвасем пĕрле пулчĕç. Çавăнпа йывăртарах пулчĕ. Программине В.А.Архипова хатĕрленĕччĕ. Жюрире В.А.Архипова, О.Н.Мустаев, Л.С.Авасева, В.В.Салюкина, Е.Н.Штурмин пулчĕç. Председателĕ – Л.К.Хуснулина. Эпĕ – пĕрремĕш, Л.А.Узикова иккĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕмĕр. Тутар вĕрентӳçи «Çĕнтерӳçĕ» ята тивĕçрĕ. Çакăн пек конкурс тата 2 хутчен иртрĕ. 2010 çулта тин Ф.Т.Улендеева тăрăшнипе конкурс çĕнĕрен чĕрĕлсе тăчĕ. Çак 20 çул ытла иртнĕ вăхăт чăваш ачисемшĕн тата вĕрентӳçисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Хăшĕсем пĕлӳпе мала тухаççĕ, теприсем юрă-ташăпа савăнтараççĕ, виççĕмĕшсем таврапĕлӳ маçтăрлăхĕпе тĕслĕх кăтартаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕ те пĕлӳ çине урăх куçпа пăхма тытăнчĕ. Çакă пире тепĕр хут шухăшлаттарма тивĕçлĕ. Халăх ыйтать тенĕ пирки çапла калама пулать: Цивилизациллĕ, культурăллă пĕр халăх та хăй чĕлхи çинчен вăл текех мана кирлĕ мар тесе калас çук.
Чăваш халăхĕ сĕм авалтан вырăс тăванĕ çумĕнче пулса вăй илсе тăнă. И.Я.Яковлев ахальтен мар çак йăлана малалла тăсма пехилленĕ. Ку вăл чăваш чĕлхи кирлĕ мар, ăна вĕренмесен те юрать тенине пĕлтерет-и-ха?
Мĕнле чĕлхе те хăйне хисепленине, тăтăшах тĕпчесе вĕреннине тивĕçлĕ. Эпир шкулта вĕреннипех тăван чĕлхене ĕмĕрлĕхех асра тытса юлатпăр пулсан вăл епле çивĕччĕн янăранă пулĕччĕ!
Чăвашсем тăван чĕлхене юратсах каймаççĕ теме çук. Транспортра та вăтанмасăр чăвашла калаçаççĕ. Чăваш юрри çамрăк водительсен машинисенче те янăрать. Хулари уçă чӳречесенчен те шăранать…
Мĕншĕн çапла-ши? Тăван килтен, çуралса ӳснĕ тăрăхран мĕн чухлĕ аякрах пурăнатăн, çавăн чухлĕ ытларах тунсăхлатăн. Юнашар чухне темех мар пек. Аякра чухне тунсăхлаттарать çеç мар, тăван кĕтесрен уйрăлма тивнĕ ывăл-хĕрне чир пекех аптăратса çитерет. Аякра чухне çеç тăван чĕлхе, йăла-йĕрке, уй-хир е шыв-шур хакне чăннипех тарăннăн, тивĕçлипе туйса илетĕн. Чăнах та çапла пулнине кăçалхи Акатуйра Самар облаçĕнчен килнĕ Клавдия Ивановна Фадеева-Лысовапа курса калаçни çирĕплетет. Ăна пурнăç шăпи 60 çул каялла Самар тăрăхне илсе çитернĕ. Вăл унта çемьеллĕ пулнă. Ача-пăча çуратса ӳстернĕ. Анчах тăван тăрăх ăна паян та магнит пек туртать иккен. Акатуйра чăваш юррисем шăранма тытăнсан 82 тултарнă ентешĕмĕрĕн куçĕнчен куççуль юхма тытăнчĕ. Чăваш ташшин кĕвви янраса кайсан – ташша ячĕ. Тăванлăх, туслăх туйăмĕ çак кинемире çăлкуç пек тапса тăрать. Çак вăй, ман шутпа, тăван чĕлхе асамлăхĕнче.
Упрар тăван чĕлхемĕре! Чăвашлăхра вăй хурса ертсе пыракансем, чи хастаррисем пирĕн хушăмăрта пур. Хăшĕсем Чĕмпĕр тăрăхĕнче нумай çул хушши чăвашлăха аталантарса, çирĕплетсе пыраççĕ – Ф.Т.Улендеева, В.А.Архипова, шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентекенсем… Чи маттуррисем – «Канаш» хаçат ĕçченĕсем, чăваш чĕлхипе культурине аталантарас ĕçре ырми-канми ĕçлекенсем, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш историне çыракансем.
 
 
 
Майна районĕ,
Чӳрекел.
 
: 954, Хаçат: 33 (1177), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: